* * *
Анне шăпин пылакӗ-йÿççине
(Тем чухлӗ юратсассăн та ăна)
Туйса илетпӗр хамăр пуç çине
Анне çӗклемӗ тиенсен кăна.
Атте çитернӗ çăкăр-тăвара
(Тем чухлӗ юратсассăн та ăна)
Пуçлатпăр хакламашкăн хытăрах
Атте ятне илтсе курсан кăна.
Чӗкеç чӗппи тухсассăн йăвинчен
Ӱкмесӗрех вӗçме вӗренес çук.
Кайсан атте-анне кил-çуртӗнчен
Нушасăрах телейлӗ пулас çук.
* * *
Мы всей душою с детства любим мать.
И боль, и радость мы приносим маме,
Но сможем долю матери понять,
Когда ее сполна познаем сами.
Хлеб-соль и наставления отца,
Тепло семьи, изведанные нами,
Почувствуем, оценим до конца,
Когда отцовский путь познаем сами.
Когда хоть раз птенец не упадет,
Он на крыло не сможет опереться.
И мы, познавши горький вкус невзгод,
Свою дорогу выбираем сердцем.









