* * *
Виç утăм çеç — асап вӗçне тухатăп.
Унччен çеç туйăнать: телей инçе —
Патне çитме пӗр пурăнăç сахал.
Çынна хӗрхенекен каçа йăпатăп:
Пач тӗттӗмре те пиçӗ хурлăхан
Патне çитсен, пиçме патне çитсен...
Виç утăмран мана кӗтет вӗçев —
Çунатăмсем çăп-çăмăл та çемçе...
Пӗри пымасть телейӗм пайлама —
Ял тӗлӗрет, вăл паçăрах шăп-шăпăрт,
Тӗлӗкӗнчи çăтмахӗ питӗ капăр —
Çак шăплăха эп хатӗр ăмсанма!
Асăрханса утап: никам та ан вăрантăр,
Çывăракан çынна епле каçармăн
Вăл кунӗпе тусан та вун-вун айăп.
Тÿрех каçармасан — каçарăн пайăн-пайăн.
Пӗренесем çине канма ларатăп,
Сисмесӗрех пылаккăн тайăлатăп,
Ик аллăма хуратăп пуç айне,
Пӗр шухăшсăр каятăп çывăрса.
Çут çăлтăрсем çÿлтен куç хӗснине
Куратăп тӗлӗк витӗр çывăхра.
Хăрушă тавçăрма çак самантра
Мӗнле асап ыран кӗтсе тăрать.
* * *
Всего три шага — и конец страданьям.
Казалось, что до счастья не успею —
Что жизни всей, наверно, будет мало.
Я утешаю ночь своим стараньем:
И в темноте смородина поспеет
Как суждено, когда тот миг настанет...
Отправлюсь я в полет, три шага лишь —
Воздушны крылья и легки касанья.
И никого нет рядышком со мной —
Деревня спит давно, темно и тишь.
Во сне, наверно, ходишь ты по раю,
Я позавидовать готов сейчас!
Не разбудить бы всех, едва шагаю.
Как не простить того, кто спит, прощаю,
Пусть даже он сто тысяч раз не прав.
Когда простить за всё еще не в силах,
То можно потихоньку, понемножку.
На бревна я присяду, отдыхая.
И голова моя уже склонилась,
Нет ни единой мысли, засыпаю,
Под голову сложив устало руки.
Лишь звёзды мне мигают осторожно,
Сквозь сон всё видно близко, муки
Какие завтра предстоят мне тоже.









