Çÿпçе тӗпӗнчи çылăх
Макăракансем телейлӗ, вӗсем канăçлăх тупӗ.
[Мф. 5:4]
Хветтис картишӗнчен пӗр ытам хурăн вутти йăтса кӗчӗ те пуленкесене кăмака умне кăптăртаттарса хунă май тӗпелти каркăç хыçӗнчи кравать еннелле пуçне чалăштарса ерипен сăмах хушрӗ:
— Ых-х сивӗ тулта, хӗл çитет тейӗн. Май уйăхӗнче майра шăнса вилнӗ тени çакă-тăр ӗнтӗ вăл. Аппа, сулхăн пÿртре ӗнтӗркерӗн пулӗ-ха, çиччас кăмака хутса яратăп, ăшăнатпăр майӗпен.
Аллă çулалла капашакан вăтам пÿллӗ, хытанкарах хӗрарăм çапла евӗклӗн сăмах килтерсе каланккăна вут- шанкă тултарчӗ, вара кӗçех кăмака кӗрлесе çунма та пуçларӗ. Те тӗпелтен сас-хура илтӗнменнипе, Хветтис ялкăшакан çулăм çинчен куçне илчӗ те мăнаккăшне ятран канăçсăрланса чӗнчӗ:
— Лисук аппа, мӗнле эс унта? Паян та самай мар-и? Çаплах йывăр-им?
Чаршав хыçӗнчен хашлатса сывлани илтӗнчӗ те, Хветтис иккӗмӗш çул вырăнпах выртакан кинемей çывăхне пырса тăчӗ. Утса-чупса çÿренӗ çӗртех инкек йăтăнса анчӗ мар-и ашшӗн аппăшӗ тӗлне — пăрлак çул çинче шуса ÿксе сулахай урине хуçнă хыççăн ниепле те ураланаймарӗ сакăр вуннăри ватă. Пульницара та сиплерӗç-ха малтан, анчах шăмă сыпăнма хыпаланманнине кура тухтăрсем хулпуççине кăна сиктеркелерӗç:
«Эсир мӗн, тăванăм, çынни сакăр вуннăра, апла пулин те вун çиччӗри пек сиккелесе çÿрекен пуласса шанатăр-им? Утакан пулаймасть, ан та кӗтӗр». Пăшал кӗрӗслетнӗ евӗр çак сăмахсем хыççăн лăпланмаллаччӗ пек ӗнтӗ Хветтисăн, анчах вăл мăнаккăшӗн шăпи пирки пӗр çамрăках мар хирургран татах тӗпчерӗ. Лешӗ вара çапла ăнлантарчӗ: «Сыпăнайман шăмă çӗрме тытăнас хăрушлăх пысăк. Кун пек чух урине татни те çăлса хăвараймасть — çамрăк мар тинех. Асапланса вилме пултарать кинемей. Çакна пӗлсе тăрăр».
Ăсӗпе Хветтис йăлтах ăнланать-ха. Ара, этем тенин пурăнас кунӗсем вӗçсӗр-хӗрсӗр мар ӗнтӗ, темле çывхартас темесен те тӗтӗмсӗр яла куçмалли самант кашнийӗнех çитет. Анчах чӗре çакна ăнланасшăн та, йышăнасшăн та мар-çке. Мăшăрлă пулма пÿрменнипе мăнаккăшӗпе пӗрле йăпанса пурăнакан Хветтис тем парӗччӗ ват çынна ура çине тăратас тесе, анчах Лисук аппăшӗ йăшнăçемӗн йăшса пырать авă. Юлашки вăхăтра тата час-часах вилӗм пирки сăмахлакан пулчӗ.
— Ах-х, Хветтис, ачам, — терӗ кинемей хальхинче те хаш-ш сывласа ярса. — Пехил сана, ачам... Мана пӗчӗк ачана пăхнă пек пăхатăн. Пархатар курмалла пултăрах санăн, ылтăнăм...
Ват çыннăн çăварӗ типнипе сăмахӗсем те чул айӗнчен хӗсӗнсе тухнăн асапланса тухрӗç.
— Шыв ӗçес килмест-и сан, аппа? — мăнаккăш çумне ларнă май йăвашшăн ыйтрӗ хӗрарăм.
— Пар... кăштах...
Шывне пӗр-ик сыпкăм турӗ те Лисук кинеми хаш! сывласа ячӗ татах:
— Ах-х, çăвар мар, ăшăм çунать манăн... Хальччен çынна çăвар уçса калама сехӗрленнӗ çылăхăм чуна çунтарать. Турă та çавăнпах вилӗм ямасть-тӗр ман пата, тамăкри пек асаплантарать... Çылăх каçарттарасчӗ те, Хветтис...
Тӗлӗнсе тинкерчӗ Хветтис мăнаккăш çине — аташмасть- и вăл? Хăй ӗмӗрӗнче никампа урлă пулса, хирӗлсе курман кинемейӗн мӗн çылăхӗ пултăр ӗнтӗ? Мăшăрӗпе те, вăрçăран хăрах урине çухатса таврăннă Сахрунпа, шăкăл-шăкăлччӗ вӗсем. Турă ача-пăчаллă пулма пиллеменнипе- ши, Лисук шăллӗн вăталăх хӗрне, Хветтиса, хăйсен юн тӗпренчӗкне юратнă пекех юрататчӗç иккӗш те. Кайран, Сахрун йыснăшӗ çӗре кӗрсен, Хветтисăн шăллӗ, тӗпкӗче юлакан Куля, авланнăччӗ те, çамрăксене тăвăрлатас темерӗ ватта юлнă хӗр, мăнаккăшӗ патне пурăнмах куçрӗ. Çавăнтанпа вун пилӗк çула яхăн пӗр кӗвӗллӗн килӗштерсе кил-тӗрӗшре аппаланчӗç ваттипе çамрăкки. Хветтис мăнаккăшӗнчен пӗртте урлă-пирлӗ сăмах илтмен çак таранччен. Мӗн çылăхӗ ӗнтӗ халь тин? Кай, аташать пуль, тупата...
«Мекеке-ек!» — илтӗнчӗ çак самантра урамран.
— Ай, мур качаки, татах кӗтÿрен тарса килнӗ ӗнтӗ, — шухăш ярăмӗ тăруках арканса кайрӗ Хветтисăн. — Çанталăк сивӗ тăнипе курăкӗ те пӗр хӗлхем çеç ÿсейнӗ те, пуçтах выльăх тăранмасăрах киле тара-тара килсе чуна илет саççим. Ăт, каяннăй...
Çапла ятлаçкаласа качакине кил картине кӗртме тухрӗ Хветтис. Хайхи хапха алăкне уçса урама тухса тăчӗ те выльăх ниçта та курăнманран кича-кича- кича, кич-кич! тесе янраттарса йыхăрчӗ пӗр ăстрăм. «Ă cта мура çухалчӗ вара ку? Сассине чиперех илтрӗм- çке...» — тесе хӗрарăм пӗрре урамăн анат енне, тепре тăвалла тинкерчӗ, анчах анат енчен вӗçтерсе килекен шурă çăмăл машинăсăр пуçне урăх ним те лекмерӗ куç тӗлне. Ни каялла кӗрсе кайма, ни малалла утăмлама аптăраса Хветтис çывхаракан «жигулие» çапла пӗр ăстăркка тӗсесе тăчӗ. Акă хайхискер унпа танлашрӗ те пач кӗтмен-туман çӗртен чарăнчӗ. Шалт тӗлӗннӗ Хветтис ăнман качаки çинчен те вуçех манчӗ — кам этемми пулчӗ ара ку? Çак вăхăтра машина алăкӗ кăштах уçăлчӗ те, сар сухаллă çамрăках мар арçыннăн йăваш куçӗпе тӗлме-тӗл пулчӗ хӗрарăм. «Мӗн кирлӗ-ши кускере?» — вӗлт вӗçрӗ Хветтис пуçӗнче шухăш.
— Йăмăкăм, — кабинăран пуçне кăларса кăмăллăн чӗнчӗ арçын, — ыйтса пӗлес тенӗччӗ: çав сирӗн ял пуçӗнчи çурхи шыв-шурпа япăхнă кӗпере юсаса пӗтернӗ-ши? Ман юнашар яла çитмелле, кунтан çул тÿрӗрех тесе килтӗм те...
— Эй, çук, çук, юсаса пӗтереймен-ха ăна. Тавраран каймалла, каçаймастăн тÿртен, — ăнлантарнă май сухаллă çынна витӗрлесех сăнарӗ Хветтис.
Шалпар хура тумлă çак арçынна ниçта курнине те асне илеймерӗ-ха, анчах ун сăнӗнче темле вăрттăнлăх пытаннăн туйăнса кайрӗ ăна сасартăк, унран темӗскер шутсăр кирли ыйтса пӗлмелле пек. Çак самантрах мӗн те пулин шухăшласа кăлармасан тимӗр ут тапранать те акă — хыççăн тусан çеç мăкăрланса юлӗ вара. Питӗ хаклă япала сарăмсăр çухатасран сехӗрленнӗн Хветтис пак персе ячӗ:
— Эсир хăвăр ăçтисем тата?!
— Кунтан мар эпӗ. Юнашар ялти чиркӗвӗн çӗнӗ пачăшки пулатăп. Михаил атте вилнӗ хыççăн унта ӗçлеме мана пиллерӗç. Ку тăрăхра пулкаланă эпӗ унччен, çуркуннесерен сирӗн ял кӗперӗ юрăхсăра тухнине те пӗлетӗп çавăнпа.
Çакна илтсен Хветтис шалтан аçа çапнăн тăр-тăр чӗтренсе илчӗ — эй, тӗнче! Лисук аппăшӗ макăрса ыйтнине Турă тивӗçтерни çакă мар тăк мӗн ку тата? Шултра куççуль йăр-р! юхса анчӗ хӗрарăм пичӗ тăрăх. Халь- халь тапранас машина патнелле ăс çухатнăн талпăнса пычӗ те Хветтис уçă кантăкран сылтăм аллипе пӗтӗм вăйран çатăрласа илсе макăра-макăра йăлăнма пуçларӗ:
— Эй, ыр çыннăм!.. Сана Турă хăех пирӗн тӗле çавăрса килчӗ пулӗ. Ватă мăнакка иккӗмӗш çул тăраймасăр асапланса выртать. Ман умра чунне уçас çук вăл. Тархасшăн... Кăмăл тусамăр... Турă ячӗпе ыйтатăп...
* * *
Те кăтăш пулнăччӗ Лисук кинеми — Хветтис ытти чух пулсан вăратас çукчӗ-ха ăна, халь вăйпах тенӗн чӗнсе кӗртнӗ çынна кӗттерсе тăрасси тесе хуллен ятран чӗнчӗ:
— Лисук аппа, кур-ха, кама тупса килтӗм?.. Ват çын йывăррăн куçне уçрӗ. Хветтиспа çуммăн хура ряса тăхăннă çынна асăрханăскерӗн, пичӗ тăрăх икӗ çут шăрçа йăрлатса анчӗ.
— Эй, Турăçăм, илтрӗн пулать апла ман кӗллӗме?
Мухтав Турра... — пăшăлтатрӗ Лисук кинеми куççуль витӗр. Турă умӗнчи ÿкӗнÿ ют хăлха валли маррине лайăх ăнланакан Хветтис: «Апла эпӗ тухам, сире кансӗрлемӗп...» — терӗ те пÿртрен йăпăрт тухрӗ. Пачăшкă пукан илсе кинемей умне вырнаçрӗ. Унтан ватă çынна куштăрканă аллинчен хуллен çупăрларӗ те йăвашшăн сăмах хушрӗ:
— Елизавета, чунна арман чулӗ евӗр мӗн пусарса тăнине пӗтӗмпех калама тăрăш. Туррăмăр эпир епле пурăннине, мӗнле çылăха кӗнине ахаль те йăлтах пӗлсе тăрать. Пирӗн пахматсăр чунăмăр вара чӗререн ÿкӗнсен кăна тасалать çав çылăхсенчен. Тÿрӗ Çÿлхуçа патне нимӗн таса марри те лекеймӗ, çавна асра тыт.
Ну, эпӗ хатӗр итлеме. Пуçне пӗр вӗçӗмсӗр килекен шухăшсенчен чи кирлине тытас тесе-тӗр, Лисук кинеми пӗр авка шăпăрт выртрӗ. Унтан ассăн сывласа илчӗ те тарăн йӗрсем урлă та пирлӗ карăннă питне тутăр вӗçӗпе шăлса илсе шала йăмнă саспа ерипен калаçма пуçларӗ:
«Вăрçă чарăннă çулхине эпӗ çирӗм пиллӗк тултарнăччӗ. Пирӗн ялтан çапăçу хирне тухса кайнă çӗр тăхăр вун икӗ арçынтан çуррине яхăн кăна каялла çаврăнса килейрӗç, вӗсенчен те пулин ытларахăшӗ ӗмӗрлӗхе уксах-чăлах пулса юлнă. Мӗн тăвăн? Вилсе выртни мар çапах та, инке-арăмсем куншăн та Турра тав тунă. Вăрçă тухичченех салтак тумне тăхăннă савнийӗм, Хӗветӗр, нимӗçсем тапăнса кӗнӗ пирвайхи кунсенчех йывăр çапăçура пуçне хуни çинчен пӗлтерекен «хура хута» малтанхи çулах илнӗччӗ эпӗ. Çавăнпа аттепе шăллăмсăр пуçне çӗнтерÿпе таврăнакан çывăх çын урăх пулман ман. Турра шӗкӗр, çаврăнса килчӗç чиперех. Çапла мирлӗ пурнăç пуçланчӗ. Ялта хӗрсем нумай, яш-каччисем сахалăн. Манпа тантăш е аслăраххисем вара — пÿрне хуçлатса шутламалăх. Ылханатăп вăрçă пуçаракансене! Пирӗн савнисене, çуралас ачасене, çемье телейне туртса илчӗç вӗсем!.. Анчах çӗр çине хӗр пулса килнӗскерӗн хуть те мӗнле пулсан та арçын ăшшине туйса курас килет мар-и? Пӗррехинче хӗлле, улах ларнă чух, ют ял каччипе паллашрăм, Çеркей ятлăччӗ. Хамран тăватă çул кӗçӗн. Эпӗ ун чухне ӗне ферминче пăрусем пăхаттăм. Ман пата фермăна та пыра-пыра каятчӗ çакскер, кăмăллăн пуплетчӗ курнăçмассерен. Чӗрем сар çу пек ирӗлчӗ, чунăм çеçкене ларчӗ тейӗн хӗл кунне пăхмасăрах... Саппун кантри салтăннă хыççăн ман Çерушка таçта панч! çухалчӗ. Кӗте-кӗте халтан кайрăм чун савнине. Макăрман кун иртмен пулӗ, пуçра шухăш шăна-пăван пек хӗвӗшсе чуна шуйхататчӗ. Кӗçех манăн çие юлни палăрчӗ. Çакна пӗлнипе пӗрлех тепӗр хыпар — хăрушă хыпар! — илтетӗп: ман Çеркей авланать-мӗн. Хăйсен ялӗнчи пӗр çамрăк учительницăна качча илет. Минретсе ÿкернӗ çак синкере епле чăтса ирттернӗ-ши эпӗ — пӗлместӗп. Хальхи хӗр упраç нумай шутласа тăмасăр хырăм пăрахма каять пуль ӗнтӗ, пирӗн вăхăтра вара кăшт урăхларах пулнă. Ача-çке ку, ача-а! Савнă çынран тата! Анчах мӗн тери намăс! Атте-аннерен, шăллăмран, ял-йышран!..
Турăçăм, ăс парсам, мӗн тумалла?! Вара шутларăм — çурататăпах, тем пулсан та çут тӗнче кăтартатăпах пепкеме. Кӗлеткем сарлакарах шăмăллă пулнипе- ши — çире пурри малтан палăрсах та каймастчӗ. Ултă уйăхсем çитсен катан пирпе туртса çыхса лартаттăм куллен ÿссе пыракан хырăма. Эх, тапаланатчӗ вара шалта, мӗскӗн, сывлама та йывăр пулнă ӗнтӗ ăна унта. Те савăнмалла, те кулянмалла — эпӗ йывăр çын иккенне анне те сисмен.
Çуратма вăхăт çитрӗ хайхи. Килтисем тырă вырма кайма хатӗрленеççӗ. Ун чухне ӗç-çи пуçлансан килте ласердца ракан пулман, ватти-вӗтти уя кӗшӗлтетсе тухаттăмăр.
Кам жнейка çинче ӗçлет, кам кӗлте çыхать, кам çурлапа кăчăрт-кăчăрт тырă вырать, вӗт-шакăрсем пучах пуçтараççӗ. Хайхискер каçран ман хырăм кастарса ыратма пуçларӗ. Тавçăртăм: ку тем тесен те çавă! Çӗрӗпе шăла çыртса тÿсрӗм. Ир-ирех мана вăратма тесе аслăк çине хăпарма тăнă аннене хам сыв марри пирки евитлерӗм, пăрушкасем патне кайма хăйне ыйтрăм. «Ак тата ӗнтӗ! Мӗн пулчӗ-ха каплах?» — тесе тӗлӗннӗ анне фермăна тухса утрӗ. Жаткăпа ӗçлекен аттепе шăллăм та нумаях тăмарӗç. Кил-çурт пушанса юлчӗ те, эпӗ хама ирӗклӗрех туйма пуçларăм. Вар-хырăм пăявпа пăркăчланăн урлă касса ыратнине пăхмасăрах аслăк çинчен мекеçленсе антăм та чăлана кӗтӗм. Кунта эпӗ ача чухнех пуканесем валли атте ăсталанă тăпăл-тăпăл та пӗчӗк çÿпçе ларать. Ун ăшне пепке çуралсан кирлӗ пулакан япаласене килтисенчен вăрттăн малтанах хатӗрлесе хунăччӗ эпӗ...
Тем вăхăт асапланнă — астумастăп. «Уа-а-а!» — тесе янраттарса янă пепкемшӗн эпи-карчăкӗ те хамах пултăм. Ывăл иккен, ашшӗ пекех сарă çÿçлӗ, апла Çеркей ятлă пулмалла ӗнтӗ ун. Пӗр самант çапла тин çуралнă ачама кăкăр çумне чăмăртаса тăмран йăваласа тунăн палăкланса лартăм. Çӗнӗ кайăк, ку тӗнчене килсе ӗшеннӗскер, çирӗп пиеленӗ кипке ăшӗнче часах мăшлатса çывăрса кайрӗ. Унччен пулчӗ-и — шухăш: кӗç-вӗç фермăран анне килсе çитмелле! Эпӗ çак çуйланчăк шухăшпа шарт! сикрӗм те хам мӗн тунине те йӗркеллӗн ăнланмасăр тӗлӗрекен ачама çÿпçе ăшне вырттартăм. Çÿпçе тӗпӗнче çылăха пытарас пек! Эй, Турă! Мӗнле тÿсрӗн-ши Эс çакна?! Епле тÿрех лутăркаса тăкмарăн мана çакăн хыççăн?! Пуçăма сӗрепсӗр шухăш хура çӗленле шăвăнса кӗчӗ: «Анкартисен хыçӗпе тухас та пӗр-пӗр çӗре кайса лартас çак çÿпçене. Тен, ырă чун тӗлне пулӗ, çылăхсăрскере Турă пӗтме памӗ, тен...»
Кӗрен питлӗ, тутине чăпăрт! пуçтарса тытнă çывăракан пепкем çине тепре куç ывăтса илтӗм. Çÿпçери япаласем ан кăвакарччăр тесе темиçе çӗртен пÿрне кӗмелӗх шăтăк шăтарнă хупăлчапа витмех тăнăччӗ — чи кирлине аса илтӗм: çийӗмри кӗмӗл хӗресӗме ал-хапăл хывса ывăлăма çакса ятăм — Турă упратăрах тӗпренчӗкӗме.
Унтан хаçатран васкавар чӗрсе илнӗ татăк çине кăранташпа «Çеркей» тесе кукăртрăм та хутне çÿпçене хурса хупăлчапа витрӗм...
Пирӗн анкарти хыçӗнченех çул иртсе каять, çавăнтах тарăн мар тип вар пур. Çав çырма хӗрринче ÿсекен хăва тӗммисем хушшине лартса хăвартăм çÿпçене. Каялла утнă май тăр-тăр! чӗтретӗп хам, çип татмалăх вăй юлман, çара ура тăрăх темӗн ăшă япала юхать — юн пулас. Çапла аран-аран çитсе ÿкрӗм киле. Пăлтăрти вырăн çине тÿннине кăна лайăх астăватăп. Тем вăхăт иртнӗ — эпӗ вăраннă чух таврара каç сӗмӗ тăратчӗ. Килтисем те пÿртре, те уйра — нимӗн те пӗлместӗп. Кӗлеткеме кăштах вăй кӗнӗ пек. Йӗри-тавралла пăхкаларăм та, вырăн çумӗнче ларакан пукан çинче темӗн пуррине асăрхарăм. Куркапа ăшă сӗт-мӗн. Анне эпӗ вăранмасăр çывăрнине кура килсе лартнă ӗнтӗ. Аллăма курка енне тăснăччӗ кăна — шарт! çупса ячӗ тейӗн такам. Ах, ăшă сӗт-и-ха сана?! Хăвăн ачуна выçă вилтӗр тесе таçти мура кайса ятăн пулать те, ăшă сӗтшӗн каçăхса ларатăн-и халь? «Анне!.. Çиес килет!..» — тесе пыр тӗпӗпе каçăхса макăрсан та никам та илтмест-çке çÿпçе ăшӗнчи мӗскӗне! Çак самантра аннен пăшăрханчăк сассине илтетӗп:
— Ай-ай, Лисук, мӗн пулчӗ-ха ӗнтӗ капла тăрук? Пуçу вут пекчӗ паçăр, хăв та начарлансах кайнă саççим. Ирӗн-каçăн пăрушкасемпе аппаланан та, килте те курма çук вӗт сана. Чирлесех кайрăнам ӗнтӗ, хӗрӗм?
Сӗмлӗхре пит çăмартийӗм шӗл кăваррăн ялкăшнине курмасть çав аннем. Мана çăвар уçма та намăс пирки аран-аран хевте çитерсе сăмах хушатăп:
— Халь самай пек-ха, анне, ан пăшăрхан ытлах...
Аннен ӗçпе хытнă алли çамкана перӗнет:
— Э, чăн та, пуçу аплах вӗри мар пек тата. Сӗтне ӗç-ха сивӗнсе кайиччен. Эсӗ чирлӗ тенине илтсен ферма хӗрӗсем каçхи сăвăмран парса ячӗç.
Пыра чăмакка капланать. Ÿлесе, ахăрттарса макăрас килнине аран-аран тытса чаратăп. Аннене шелленипе, аннерен намăсланнипе хама алра тытма тăрăшатăп. Ăшă сӗт мар, пăрăç янă эрӗм шӗвекӗ лăнкăртаттарса çăтнăн туйăнать — пӗтӗм ăш-чик çунса тухать. Мӗн туса хутăм-ха?! Çылăхлă пуçăма ăçта кайса чикес?!
Çӗрӗпе чăлăм куç хупаймарăм. Хăлхамра пӗр вăйланса, пӗр тамалса тăтăшах ача макăрнă сасă илтӗннипе халтан кайсах çитсен вăшăл-вашăл сиксе тăтăм. Пăлтăрăн пӗчӗк чÿречинчен ирхи шурăмпуç çути сăрхăнса кӗрет-мӗн. Пуçăма пӗртен-пӗр шухăш пăралать: «Çитет! Кайса илетӗп! Мӗн пуласси пултăр — хам çуратнăскере ÿстерме мехел тупатăпах!»
Утнă çӗрте утса, чупнă çӗрте чупса ӗнерхи хăва тӗммисем патне вӗçтертӗм. «Сывă пултăрччӗ кăна... Тӗрӗс-тӗкел пултăрччӗ çеç...» — ăшра кӗлӗ туса пыратăп çул тăршшӗпе. Ача сасси илтӗнмест-и тесе шав итлетӗп хам. Çитрӗм. Пăхатăп — нимӗн те çук! Нимӗн те, никам та çук! Йӗри-таврари тӗмсене йăлт ухтарса çаврăнтăм. Çакăнтах пулмалла-çке! Акă, çак тӗм хушшине лартнăччӗ, курăк лапчăннă вырăнӗ пур, хурăн хуппинчен янтăланă тетте пек çÿпçе вара — çук! Çӗр çăтман-тăр ӗнтӗ ăна? Ăçта-а?! Ăçта кайса кӗме пултарнă çÿпçе ăшӗнчи пепкем?!
Ӗмӗр тăршшӗпех çак çылăха чӗремре йăтса çÿретӗп. Турăпа иксӗмӗр кăна пӗлетпӗр кун çинчен. Каярах вăрçăран урасăр таврăннă Сахрунпа пӗрлешрӗмӗр, анчах Турă тек ача памарӗ мана. Пӗлетӗп, тивӗçӗм çук çакăншăн ÿпкелешме, пӗтӗмпех хам айăплă. Çÿпçе тӗпне пытарма хăтланнă çылăхăмшăн чунтан ÿкӗнсе каçару ыйтатăп халӗ».
Каламаллине каласа пӗтерчӗ те Лисук кинемей чиркÿ çыннине куçран тинкерчӗ. Сар сухаллă пачăшкăн кăвакрах-çырă куçӗнче куççуль йăлтăртатать-мӗн. «Çеркейӗн те куçӗ çакăн тӗслӗччӗ, — темшӗн хăйне улталанă савнине тăрук аса илчӗ Лисук кинемей. — Вилнӗ тенине илтсеттӗм. Ырă вырăнта пултăрах».
Пачăшкă сасартăк чӗтренсе илнӗ пек пулчӗ. Кинемей ÿкӗнӗвне тимлӗ итленӗскер, кăрт! туртăнчӗ, вара те хăй кунта мӗн сăлтавпа килсе лекнине асне илчӗ, те тата урăххи — хӗрарăмăн пуçӗ çине темле йышши катан пир хурса кӗлӗ вулама пикенчӗ. Çурма сасăпа чылайччен тем каларӗ, ыйтрӗ вăл. «Ашшин, Ывăлин, Святой сывлăшин ячӗпе Елизавета Турă чурин çылăхӗсене каçар. Аминь», — тенине кăна ăнланса юлчӗ чирлӗ çын. Унтан кинемей пысăк çутă хӗреспе Турă кӗнекине чуптурӗ. Вара темле çăмăл-çăмăл пулса кайрӗ ăна сасартăк, каллех куçӗнчен вӗри тумламсем чупса тухрӗç, анчах хальхинче çакă савăнăç палли пулчӗ. Чӗрине пусарса тăракан пăр катрамӗ тăрук ирӗлсе аннăран шăпăр- шăпăр ейÿленсе юхакан куççуле кинемей пытарма та шутламарӗ. Пӗркеленнӗ тутисем хăйӗн пӗр вӗçӗмсӗр пăшăлтатрӗç: «Мухтав Турра... Мухтав Турра... Мухтав Турра...»
* * *
Пачăшкă пÿртрен тухнă чух Хветтис пуçтах качакине сума хатӗрленетчӗ. Ăнман выльăхне хӗрарăм кÿршӗри никам та пурăнман кил-çурт пахчинчен тупса таврăнчӗ. Епле кӗрсе кайнă унта янавар — пӗр Турă çеç пӗлет. Ан чăрсăрлантăр тесе мăйракинчен пăявпа çыхса вите алăкӗнчен кăкарнă качакине пăрахсах чиркÿ çынни патне пычӗ Хветтис.
— Ӗнтӗ епле тав тумалла-ши сире?.. — пачăшкă ятне- шывне пӗлейменнипе калас сăмахне вӗçлеймесӗр арçынна куçран ыйтуллăн тинкерчӗ вăл.
— ...Сергий атте пулатăп эпӗ, — хӗрарăм шухăшне тавçăрчӗ рясăллă çын. — Ман чунăмшăн кӗлӗ вулăр, çав анчах. Туррăн çулӗсене пӗлсе пӗтерме çук, Ун ирӗкӗнчен килет пирӗнпе мӗн пулса иртни.
Çапла каласа Сергий атте кăштах шухăшласа тăчӗ те аллинчи пӗчӗк чăматанне çенӗк картлашки çумне таянтарчӗ. Унтан мăйӗнчен темӗн салтса Хветтис аллине тытрӗ те çав япалана хӗрарăмăн ывăçне хучӗ — тамаша, кӗмӗл хӗрес пулчӗ-мӗн ку.
— Акă, — терӗ хайхискер, — çак хӗресе аппăра парăр. Халӗ ăна кирлӗрех вăл.
Хветтис ал тупанне кӗрсе ÿкнӗ вăчăраллă çут хӗрес çине ним ăнланмасăр куçне чакăртса тинкерчӗ: «Мӗн тума? Лисук аппăшӗн хăйӗн те пур-çке...»
— Ман пӗлтерме хевте çитмерӗ, эсир калăр: çÿпçе ăшӗнчи ача — эпӗ вăл, — пачăшкă çапла каланине илтсен хӗрарăм пушшех анранă пек пулчӗ. «Мӗнле çÿпçе? Мӗнле ача?» Пӗрре ывăçри хӗрес, тепре хăйӗн çине айван ачалла пăхса тăракан Хветтис ним те тавçăрайманнине асăрханă
Сергей атте ăна çурăмран аллипе йăвашшăн çупăрларӗ те хăйпе хăй пупленӗн сăмахне малалла тăсрӗ:
— Тăванăм, аппăр пӗлет мӗн пирки сăмах пынине. Тата çакна калăр ăна: аттем, мана усрава илсе пăхса çитӗнтернӗ аттем, ун чух хăйӗн ӗçӗпе инçе çула тухнă пулнă. Хайхин тăранттас урапи чалăшса каять пӗр çырма хӗррипе иртнӗ чух. Чарăнса юсама тивет. Шăп çавăнта макăракан ача сассине илтсе хайхи çÿпçене тупать. Унта вара шари! çухăрса йӗрекен тин çуралнă пепкесӗр пуçне çак кӗмӗл хӗреспе ятăма кăтартса çырнă хут татăкӗ пулнă-мӗн. Паян мана Турă хама çут тӗнче парнеленӗ хӗрарăмăн çылăхне каçарттарма сирӗн тӗле çавăрса килчӗ. Эй, Турăçăм! Чăннипех те тӗлӗнмелле Санăн ӗçÿсенчен.
Мӗ-ӗн?! Мӗн терӗ вара çак сар сухаллă арçын? Хама çут тӗнче парнеленӗ хӗрарăмăн çылăхне каçарттарма килтӗм тет-и? Кай, тупата, мӗнле ухмахла кун пулчӗ ку паян?! Апла Лисук аппăшӗ тахçан ача çуратнă пулса тухать-им-ха? Эй, тӗнче!
Кӗтмен хыпарпа чӗлхесӗрех пулса ларчӗ Хветтис. Хăмăр тӗслӗ чăматанне çӗклесе хапха еннелле çирӗппӗн утăмлакан пачăшкăна тӗлӗкри пек сăнаса ăсатрӗ вăл. Кӗçех шурă «жигули» вырăнтан тапранчӗ те тăкăрлăкалла пăрăнса куçран çухалчӗ.
Хветтис пушар тухнăн хыпаланса пÿрте кӗчӗ те тӗпеле ыткăнчӗ. Вара пушшех тӗлӗнсе тăп чарăнса тăчӗ: шуса ÿксе урине хуçнăранпа пӗрре те вырăн çинчен çӗкленсе курман мăнаккăшӗ чаршав хыçӗнчи кравать çинче юрă юрласа лара парать:
Ăçта каян, чӗкеç, каçа хирӗç
Ик çунатту тăрăх шыв юхтарса?
Ăçта каян, савни, каçа хирӗç
Ик куçунтан куççуль ай юхтарса?
Мăнаккăшӗн юратнă юрри ку, анчах сусăрланнăранпа та аппăшӗ кӗвӗ тавраш ӗнӗрнине илтменччӗ хӗрарăм. Лисук кинеми çывăхах пырса тăнă Хветтиса курмарӗ те тейӗн, куçне хупса юрă шăрантарчӗ. Теплерен çеç алчăраса тăракан Хветтиса асăрхарӗ те телейлӗн йăлкăшса сăмах хушрӗ:
— Хветтис, ачам, качака сăваймарăна-ха? Сӗт ӗçес килет ман, ачам, ăшă сӗт...
Потаенный грех
Блаженны плачущие, ибо они утешатся.
[Мф. 5:4]
Феоктиста зашла в дом со двора с охапкой березовых поленьев, с грохотом свалила их возле печи, и, повернув голову к кровати, стоявшей в передней за занавеской, неторопливо произнесла:
— Ой, как холодно на улице, будто зима у порога.
Не зря же говорят — месяц май майру* насмерть заморозил.
Аппа**, ты в прохладном доме, небось, совсем продрогла, сейчас печку затоплю, согреемся с тобой потихоньку.
Так ласково приговаривая, худощавая женщина среднего роста лет пятидесяти начала складывать поленья в топку, и скоро в печке заполыхал огонь. Вероятно, от того, что из передней не раздалось ни единого звука, Феоктиста отвела взгляд от полыхающего пламени и с беспокойством окликнула тетю:
— Лизук аппа, как ты там? Сегодня тоже не полегчало? Все так же тяжко?
За занавеской послышался глубокий вздох, и Феоктиста устремилась к больной, лежавшей в постели, не вставая, уже второй год. Беда к папиной сестре пришла нежданно-негаданно — поскользнувшись на ледяной дороге и сломав ногу, старая женщина никак не могла встать с постели. Сначала лечили в больнице, однако увидев, что кость не торопится срастаться, доктора только разводили руками и говорили: «Вы что, дорогая, верите в то, что восьмидесятилетний человек будет бегать как семнадцатилетний? Не ждите чуда, вряд ли она сможет ходить». Приговор врачей прогремел как выстрел. Возможно, после этого Феоктисте следовало бы отпустить ситуацию, но ей не давала покоя судьба родного человека, поэтому она до последнего допытывала уже немолодого хирурга. Тот объяснил так: «Есть большая вероятность того, что незаживающая кость начнет гнить. В таких случаях даже ампутация ноги не показана, так как возраст не тот. Бабушку может ждать печальный исход. Просто имейте это в виду».
Умом Феоктиста все понимала. Что ни говори, человеческие дни на земле не бесконечны, как бы мы ни хотели избежать смерти, однако она когда-нибудь да придет к каждому. Но вот душа этого ни понять, ни принять не хотела. Феоктисте самой не улыбнулось счастье быть замужней, поэтому она жила, прилепившись к тетушке, и, чтобы поднять ее на ноги, ничего на свете не пожалела бы. Но Лизук, видать, с каждым днем силы покидают. В последнее время она часто говорит о переходе в иной мир.
— Ах-х, Феттис, дитя мое, — глубоко вздохнув, сказала, наконец, бабушка. — Мое благословение тебе, родная. Со мною как с маленьким ребенком возишься. Благодати божией тебе желаю, золотце мое... Во рту у нее все пересохло и, казалось, будто ее слова с большим трудом протискивались из-под камня.
— Попить водички не хочешь, аппа? — присев рядом с тетушкой, ласково спросила женщина.
— Дай... немного...
Бабушка Лизук сделала один-два глотка и опять глубоко вздохнула:
— Ах-х, не во рту, а в душе горит у меня... Грех, о котором не только кому рассказать, но и думать боялась, душу раскаленным углем жжет. Поэтому, наверное, Господь мне смерть не посылает, как в аду мучает... Мне бы в грехах исповедоваться, Феттис...
С удивлением взглянула Феоктиста на тетушку — не бредит ли она? У бабушки, которая за свой век не то что с кем ссориться, но и косого взгляда ни на кого не бросившей, какие могут быть грехи? И с ее супругом, вернувшимся с войны без ноги Софроном, они прожили душа в душу. Бог им не послал детей, то ли поэтому племянницу Феоктисту, среднюю дочь брата Лизук, оба любили как свою родную кровинушку. Позже, когда умер дядя Софрон и женился младший брат Феоктисты Коля, не вышедшая замуж девушка, чтобы не мешать молодым, перебралась жить к одинокой тетушке. С тех пор вот уже лет пятнадцать старая и не очень молодая женщины, живя бок о бок, ладно управлялись с домашним хозяйством. За это время от тетушки ни одного худого слова не слышала Феоктиста. О каком грехе она там говорит? Наверняка бредит, ей-богу...
И в это время на улице заблеяла коза: «Ме-е-ек!»
—Ну, эта непутевая коза, опять из стада сбежала, наверное, —мысли Феоктисты вмиг рассыпались. — Из-за холодной погоды на лугу и зелени с гулькин нос, скотинке кушать нечего, поэтому дерзкое животное постоянно домой убегает, душу уже вымотала совсем. Вот окаянная...
Ругаясь про себя, Феоктиста вышла из дому, чтобы впустить скотину во двор. Открыв ворота, вышла на улицу, поглядела вокруг, а козы не видно, поэтому женщина звучно стала звать ее: кича-кича-кича, кич- кич! «И куда же она провалилась, неладная? Слышала же блеяние». С удивлением оглянувшись по сторонам, женщина не приметила никакой живности. Издалека, с нижней части улицы, приближалась белая легковая машина. Не решившись ни зайти обратно, ни двинуться вперед, Феоктиста стояла и наблюдала за быстро приближающимися «жигулями». Вот машина доехала до нее и, совершенно неожиданно, остановилась. Удивленная Феоктиста даже об окаянной своей козе напрочь забыла —что за человек перед ней? Дверца приоткрылась, и глаза женщины встретили ласковый взгляд немолодого мужчины с рыжей бородкой. В голове Феоктисты мелькнула мысль: «Что ему надо-то?» Мужчина, выглянув из кабины, дружелюбно обратился к Феоктисте:
— Сестра, я хотел бы разузнать: тот мост в конце вашей деревни, разрушенный в половодье, починили уже? Мне нужно попасть в соседнее село, отсюда ближе, вот я и заехал...
— Э, нет, нет, ремонт еще не закончили. Нужно ехать в обход, прямиком не получится, — объясняя, Феоктиста следила за каждым движением рыжебородого.
Она никак не могла понять, где раньше могла видеть этого мужчину в просторном черном одеянии, но в его чертах лица внезапно прочла что-то потаенное и ей показалось, что нужно непременно спросить о чем-то очень важном. Если в сию же секунду что-то не придумать, автомобиль вот-вот тронется — тогда только клубы пыли и останутся за ним. Словно испугавшись, что сейчас потеряет что-то очень ценное,
Феоктиста невпопад спросила:
— Вы сами из каких краев будете?
— Сам не здешний. Я теперь новый священник в соседнем селе. После смерти отца Михаила меня благословили служить там. В этих краях раньше бывал, поэтому знаю о ремонте вашего моста после весеннего разлива.
Услышав это, Феоктиста встрепенулась как от удара током — боже правый! Так бывает? Если это не исполнение Господом мольбы тетушки Лизук, то что это?
Крупные слезы градом скатились по щеке женщины. Феоктиста, как обезумевшая, вплотную приблизилась к машине и, правой рукой ухватившись за открытое окно автомобиля, слезно начала умолять:
— Ой, ты, добрый человек!.. Тебя, наверно, сам Господь к нам привел. Старая тетушка вот уже второй год с постели не встает, мучается. Передо мной она душу не раскроет. Пожалуйста... Зайди к нам... Именем Господа прошу...
* * *
То ли задремала бабушка Лизук — в другой раз Феоктиста вряд ли разбудила бы ее, но сейчас не тот случай, поэтому, подойдя к ней, негромко позвала:
— Лизук аппа, смотри, кого нам Бог послал?..
Лизук приоткрыла глаза. Как только она поняла, что стоящий рядом с племянницей человек в черном облачении — священник, на ее глаза навернулись две крупные слезы и побежали по морщинистым щекам.
— Господи, услышал, стало быть, мою молитву?
Слава тебе, Господи... — пролепетала она сквозь слезы. Феоктиста, сообразив, что исповедь пред Богом не для чужих ушей, быстро обронила: «Я выйду, не стану вам мешать», —и проворно выскользнула из избы. Взяв табуретку, батюшка сел напротив бабушки. Потом трепетно притронулся к иссохшим рукам старой женщины и ласково сказал:
—Елизавета, постарайся раскаяться во всем том, что давит твою душу словно мельничные жернова. Ведь Господь Бог и так все знает: как мы жили, какие грехи совершали, а наша грешная душа освобождается от грехов только тогда, когда мы покаемся от всего ласердца. Надо только помнить, что к праведному Всевышнему ничто нечистое не сможет попасть. Ну, я готов слушать.
Словно стараясь ухватиться за самую важную ниточку в спутанном клубке мыслей, бабушка Лизук какое- то время лежала молча. Потом глубоко вздохнула и, протерев испещренное морщинами лицо кончиком платка, медленно начала говорить упавшим голосом:
«В тот год, когда закончилась война, мне исполнилось двадцать пять лет. Из отправившихся на поля сражений ста девяноста двух мужчин нашей деревни обратно вернулись меньше половины, и то большинство из них навеки стали инвалидами. Что поделаешь? Матери и жены и за это благодарили Бога — все-таки живые. Мой любимый Федор еще до Отечественной войны был призван в армию, а в самом начале войны я уже получила похоронку на него: погиб в одном из тяжелых боев с немцами. Так что среди вернувшихся с победой солдат, кроме отца и младшего брата, у меня из близких больше никого не было. Слава Богу, они пришли целыми и невредимыми. Так началась мирная жизнь. В деревне девушек было много, а парней раз- два и обчелся. Моих ровесников или парней постарше по пальцам можно было перечесть. Проклинаю начавших войну! Они отобрали у нас наших будущих мужей, семейную жизнь, наших неродившихся детей! Однако девушкам хочется мужского тепла, ведь мир так устроен. Однажды зимой, во время улах***, я познакомилась с парнем из другой деревни, звали его Сергеем. Он был младше меня на четыре года. Тогда я работала в коровнике, ухаживала за телятами. Он ко мне и на ферму часто приходил, мы шутили, разговаривали при встречах. И сердце мое будто оттаяло от зимней стужи, душа расцвела, словно яблоня весною... Отведав запретный плод, мой Сережка будто сквозь землю провалился. Ожидая милого, из сил выбилась. Не было дня, чтобы я не плакала по нему, а в голове роились мысли, одна не лучше другой. И вскоре я поняла, что беременна. А одновременно с этим услышала новость — чудовищную новость! — оказывается, мой Сергей собрался жениться. Берет в жены молоденькую учительницу из своей деревни. Как я перенесла страшную для меня трагедию — не помню. Нынешние женщины в таком случае, наверное, избавились бы от ребенка, а в наше время по-другому было. Это же ребенок! К тому же от любимого человека. Но какой же позор перед людьми! Перед родителями, братом! Господи, вразуми, подскажи что делать?! Вот тогда я решила: рожу, что бы ни случилось, дам жизнь ребенку. Может, от того, что я ширококостная, сначала беременность не была заметной. Когда прошло около шести месяцев, я начала туго завязывать живот холщевой тканью. Ой, как он барахтался внутри, наверное, ему там даже дышать трудно было. То ли к радости, то ли к печали — то, что я была на сносях, даже мама не заметила.
Пришло время рожать. Домочадцы готовились к жатве. Тогда во время летней страды никто дома не оставался, и стар и млад выходили в поле. Кто-то на жнейке работает, кто-то снопы вяжет, кто-то серпом жнет, мелкая детвора колосья собирает. А у меня еще с вечера низ живота начал болеть. Догадалась: пришла пора! Всю ночь терпела, стиснув зубы. Рано утром матери, пытавшейся разбудить меня на сеновале, объявила, что не здорова, ее саму попросила сходить к моим телятам. «Вот беда! Что еще случилось?» — озабоченно проворчала мать и отправилась на ферму.
Не задержались дома отец и брат, работавшие на жатке. Когда в доме никого не осталось, я почувствовала себя посвободнее. Несмотря на то, что испытывала адские боли в животе, медленно спустилась с сеновала и зашла в чулан. Там у меня хранился маленький сундучок — сюпсе****, который отец смастерил для моих кукол еще в детстве. В него я тайком от домашних складывала вещи, предназначенные для новорожденного ребенка.
Сколько я промучилась — не помню. Для ребенка, прокричавшего свое первое уа-а-а, я сама же стала и бабкой-повитухой. Сын оказался, как и отец, светловолосым: значит именем Сергей назову. Некоторое время я так и сидела неподвижная, крепко обняв и прижав к груди только что увидевшего свет младенца. Утомленный малыш, мой вылупившийся птенец, вскоре засопел в туго завернутой пеленке. И тут меня пронзила мысль: скоро должна вернуться с фермы мама! В замешательстве, сбитая с толку от внезапной мысли, почти не соображая, что делаю, кладу спящего ребенка в сюпсе. Словно решила утаить свой грех на дне сундучка! О, Господи! Как ты стерпел все это?! Почему ты меня сразу не покарал после этого?! Темная мысль черной змеей вползла в меня: «Выйду за огороды и спрячу где-нибудь этот сундучок. Возможно, найдутся добрые люди, да и Господь не даст сгинуть безгрешной душе...» Еще раз взглянула на розовощекого малыша, который спал, причмокивая губами. Я уже было собралась закрыть крышку, в которой отец сделал несколько дырочек, чтобы вещи не покрывались плесенью, да вдруг вспомнила самое важное: быстро сняла с себя серебряный крестик и надела на сына —пусть Господь его сбережет. Потом на клочке бумаги, оторванной от газеты, написала карандашом имя «Сергей», положила в сундучок и накрыла крышкой.
Прямо за нашим огородом проходит дорога, рядом с ней —небольшой пересохший овраг, на склонах которого рос ивняк. Там я и оставила сундучок. Когда шла обратно, меня била мелкая дрожь, сил не осталось, я изнемогла совсем, по голым ногам струилось что-то теплое —наверное, кровь. Еле-еле приползла домой. Помню только, что как срезанное дерево упала в постель в сенях. Сколько прошло времени —не знаю, когда я проснулась, вокруг была ночная темень. Дома ли домашние или в поле — не знаю. Только чувствовала, что ко мне стали возвращаться силы. Оглянулась вокруг и заметила: на табуретке рядом с постелью что-то стоит. Оказалось, кружка теплого молока. Наверняка мама поставила, увидев, что я сплю непробудно. Только протянула было к кружке руку — словно кто-то дал пощечину. Ах, тебе теплого молока хочется?! Сама собственное дитя на голодную погибель отправила, а теперь о теплом молоке печешься? Да если он сейчас изо всех своих слабеньких силенок станет кричать: «Мама! Есть хочу!» — на дне сундучка его никто не услышит! К действительности меня вернул тревожный голос матери:
— Ай-ай, Лизук, что же случилось? Голова твоя как огонь была давеча, и сама исхудала совсем. И день и ночь с этими телятами возишься, дома почти не бываешь. Вот, поди, и разболелась, доченька?
В темноте мама не видит, как мои щеки пылают алым пламенем. Мне стыдно даже открыть рот, однако, еле-еле набравшись смелости, отвечаю:
— Теперь мне полегче стало, мама, ты сильно не переживай...
Огрубевшая от работы мамина рука касается моего лба:
— А, и вправду, голова теперь не сильно горячая. Ты пей молоко-то, пока теплое. Доярки с фермы как услышали, что ты болеешь, так передали с вечерней дойки.
В горле будто застрял комок. Еле-еле сдерживаю желание расплакаться навзрыд. Только жалость к матери и стыд перед ней заставляют держать себя в руках. Словно не теплое молоко, а полынный отвар с перцем глотаю — все внутренности огнем полыхают. Что же я натворила?! Как мне свою грешную душу успокоить?!
Ночь провела, не сомкнув глаз. В ушах беспрерывно, то отдаляясь, то приближаясь, звучал плач младенца, и когда, наконец, я измоталась совсем, вскочила с постели. Сквозь маленькое окошко проникал свет утренней зари. Меня терзала одна-единственная мысль: «Хватит! Пойду и заберу! Будь что будет: найду силы вырастить собственное дитя!»
То бегом, то задыхаясь и переходя на шаг, я устремилась к оврагу, где вчера в ивняке оставила сундучок. Всю дорогу молитвой билась в голове мысль: «Только был бы жив... Был бы только жив-здоров...» Временами, переводя дух, вслушивалась: не раздастся ли плач ребенка? Дошла. Смотрю —сундучка нет. Ничего и никого нет! Все вокруг обыскала. Он должен быть здесь! Вот, поставила я его между этими кустиками, тут трава немного даже примята, а похожего на игрушку берестяного сундучка и в помине нет! Не земля же проглотила его? Где-е?! Куда делся мой малыш?!
Всю жизнь ношу этот грех в своем сердце. О нем знают только двое: я и Бог. Прошло время, и я связала свою судьбу с вернувшимся с войны одноногим Софроном, но Господь мне больше не дал детей. Знаю, что сама виновата, поэтому не смею роптать. Вот теперь каюсь в грехе, который пыталась утаить на дне сюпсе». Бабушка Лизук закончила свою исповедь и глянула в глаза священника. В голубовато-серых глазах рыжебородого батюшки блестели слезы. «У Сергея глаза тоже такого же цвета были, — почему-то Лизук вдруг вспомнила обманувшего ее возлюбленного. — Слышала, что он умер. Пусть покоится с миром».
Казалось, батюшка внезапно очнулся. Внимательно выслушав исповедь старушки, он сначала вздрогнул, потом, то ли вспомнив свою миссию, то ли по какой-то другой причине, поспешно положил на голову женщины епитрахиль и начал читать молитву. Так вполголоса он долго о чем-то просил Бога. Больная женщина расслышала только последние слова: «Господь и Бог наш Иисус Христос, благодатию и щедротами Своего человеколюбия да простит ти, чадо Елизавета, вся согрешения твоя, и аз, недостойный иерей, властию Его мне данною, прощаю и разрешаю тя от всех грехов твоих, во Имя Отца и Сына и Святаго Духа. Аминь». Большой, блеснувший в солнечном луче крест, а затем Библия прикоснулись к ее губам. На душе у нее вдруг стало светло и легко, из глаз снова брызнули горячие слезы, однако теперь это были слезы радости. Старушка почувствовала, как стремительно начала таять та ледяная давящая на сердце глыба, которая в течение всей жизни мучила ее, и поэтому она даже не попыталась скрыть свои слезы. Ее сморщенные губы то и дело без конца повторяли: «Слава Богу! Слава Богу! Слава Богу...»
* * *
Когда батюшка вышел во двор, Феоктиста собиралась доить свою дерзкую козу. Непутевая скотина нашлась в заброшенном саду. Как она туда забрела — один Бог ведает. Привязав козу около хлева, Феоктиста подошла к священнику:
— Как же вас отблагодарить-то, отец?.. — не зная имени священника, она вопросительно взглянула рыжебородому батюшке в глаза.
— Отец Сергий меня зовут, — как бы прочел мысли женщины человек в рясе. — Воздавайте Господу молитвы о моей грешной душе, этого достаточно. Пути Господни неисповедимы, и все, что с нами происходит, зависит от Его воли.
Отец Сергий на мгновение задумался и решительно поставил свой небольшой саквояж на крылечко. Потом, что-то сняв со своей шеи, вложил в ладонь Феоктисты — этой вещью оказался маленький серебряный крестик.
— Вот, — сказал он. — Отдайте этот крестик своей тетушке. Теперь он ей нужней.
Феоктиста недоуменно посмотрела на блестящий крестик с цепочкой, оказавшийся в ее ладони. Женщине так и хотелось спросить: «Для чего? У тетушки Лизук свой имеется...»
—Мне не хватило духу сообщить ей, сами передайте: тот ребенок из сундучка —это я. —Услышав непонятную просьбу батюшки, Феоктиста совсем запуталась. «Что за сундучок? Какой ребенок?» Отец Сергий заметил, как женщина, совершенно ничего не понимая, глядела то на него, то на крестик в своей руке. Голубоглазый священник с рыжей бородой добродушно приобнял ее и, как бы разговаривая сам собой, продолжил:
— Родная моя, не переживайте, ваша тетя знает, о чем идет речь. Еще передайте ей вот что: отец, тот, который меня нашел и воспитал, тогда по своим делам выехал в дальний путь. Когда он проезжал мимо одного оврага, у его тарантаса завихляло колесо. Ему пришлось остановиться, чтобы подправить. Вот тут он внезапно услышал плач младенца и нашел тот самый сундучок. Там внутри оказались новорожденный, этот серебряный крест и бумажка с именем. А сегодня меня Бог привел к вашему дому, чтобы отпустить грехи той женщине, которая подарила мне жизнь. О Боже! Воистину чудны дела Твои, Господи!
Что-о?! Что сказал этот человек с бородой? «Отпустить грехи той женщине, которая подарила мне жизнь»? Что за чушь? И что за странный день сегодня?! Постой, тогда что получается — Лизук аппа когда-то родила ребенка, что ли? Ну и ну!
Феоктиста от такой неожиданной вести дар речи потеряла. Как во сне проводила она ставшего в одночасье здешним батюшку, который, прихватив свой коричневый чемоданчик, уверенно зашагал к воротам. Белые «жигули» тронулись с места и скрылись за поворотом. Придя в себя, женщина кинулась в дом, словно случился пожар. Зайдя в переднюю, она от удивления встала как вкопанная: тетушка с тех пор, как сломала ногу, ни разу с постели не вставала, а теперь она сидела на кровати за занавеской и пела песню:
Куда летишь, касатка, на ночь глядя,
С обоих крыл дождинки оброня?
Куда идешь, любимый, на ночь глядя,
С обоих глаз слезинки оброня?*****
Эту любимую песню тетушки Лизук Феоктиста ни разу не слышала с тех пор, как та занемогла. Тем временем старушка словно и не замечала племянницу — немного прикрыв глаза, она пела песню. Через какое-то мгновение Лизук увидела совершенно ошалевшую Феоктисту и, расплываясь в счастливой улыбке, сказала:
— Феттис, доченька, ты еще не подоила козу? Молока попить хочу, ачам*******, теплого молока...
* Mайра (чув.) — женщина не чувашского происхождения, обычно русская, носящая платье городского кроя.
** Аппа (чув.) — тетя, сестра или женщина старше по возрасту.
*** Улах (чув.) — посиделки, где собиралась молодежь для рукоделия, общения и веселья.
**** Сюпсе (чув.) —выдолбленный из дерева или сделанный из бересты маленький сундучок для хранения различной утвари.
***** Перевод Максима Амелина.
******* Ачам (чув.) — дитя мое.









