Хӗр пӗркенчӗкӗ
МИСТИКĂ ЛЛАКАЛАВ
Çывăрма выртас умӗн лăпкă çанталăкпа кăштах киленсе илес тесе балкон çине тухса тăтăм. Ыран — шăмат кун, ирех тăмалла мар, ниçта та васкас çук. Каçхи хула хунар çутисен шăрçи-тенкине çакнă, çÿллӗ çуртсен куçӗсем çутăпа тулнă. Темӗн пысăкăш сарă уйăх пӗлӗтелле кармашать. Тÿлек те лăпкă ăшă каç тăрать — юрăри пекех. Хура тÿпере темӗнле ăнланмалла мар мӗлке палăрма тытăннине асăрхарăм сасартăк. Тата мӗн амакӗ куçа курăнать?
Мӗлке шалтан сăрхăнакан шупка çутăпа тулчӗ те — эпӗ пӗлӗтрен анакан темӗн пысăкăш кайăка уйăрса илтӗм. Тăрна ку! Ăнлантăм: чӗрӗ кайăк мар çак, мираж çеç — куç ултавӗ. Вӗçен кайăк çакнашкал пулма пултараймасть.
Тăрнан çут мӗлки балкон патӗнчен темиçе хутччен явăнса илчӗ, акă ман çумранах иртрӗ вăл — мӗн пысăкăш хăй, çунаттисем балкон сарлакăш, сахалтан та виçӗ хăлаç! Мана куçранах пăхса вӗçсе пычӗ тӗлӗнтермӗш кайăк, ырă сунса тинкернӗнех туйăнса кайрӗ. Куç ултавӗ мар ку, эпӗ чăнласах темӗскере куратăп. Çӗрлехи тÿпе çуратнă пулма пултарайман мӗлке мана пӗрре те хăратмарӗ. Мӗншӗн пӗр пӗрчӗ те шикленме пӗлменрен хамран хам тӗлӗнсе тăтăм. Юмах- халапри кайăк чăн чӗрӗлсе тăни ăс-тăна шалкăм çаптарса пăрахмалла, эпӗ вара ним пулман пек тӗлӗнтермӗш кайăкпа, каçхи хула кӗтречӗпе киленетӗп. Мӗнле йышширех паттăр хӗрарăм иккен эпӗ! Çут сывлăшран тӗртсе тунă пек курăнакан тăрнана мансăр пуçне тек никам та асăрхамарӗ пулас: çынсем кăшкăрашни илтӗнмерӗ. Машина сасси çеç урам тулли сӗрлет.
Асамлă кайăкăн тӗк пӗрчи ман патах вӗçсе анчӗ. Алла тăсрăм та — ăçтан çакнашкал хăюлăх тупăнчӗ? — çутă мамăк ал тупанӗ çинех пырса выртрӗ. Хуллен вӗртӗм те — вăл сывлăшра сӗврӗлсе çухалчӗ. Çут тӗтре тăрна та çÿлелле вӗçсе хăпарчӗ, тÿпере ирӗлчӗ, ним палăрми-çуталми пулса та тăчӗ. Эпӗ вара ним курман та ним пулман пек пÿлӗме кӗтӗм те балкона хупрăм, пӗр шухăшсăр тулли канăçпа çывăрма выртрăм. Хам çакнашкал хăюллă хӗрарăм пулнине паян кунччен те пӗлмен эпӗ...
Таçта ăс-тăн тӗпӗнче-кӗтессинче шухăш-тӗшмӗртÿ хускалса илчӗ. Халăх сăмахлăхне ӗненес пулсан, леш тӗнчери этемсен чунӗсем пирӗн пата, çут тӗнчене, тăрна пулса килсе каяççӗ тет. Çавăнпа çак вӗçен кайăксене тивме хушман. Тăрна тытнă çын питӗ пысăк çылăха кӗрсе ÿкет тет.
Унччен авал çынсем пурнăçа, тӗнче тытăмне мӗнле курнине анне ялан каласа тӗлӗнтеретчӗ мана. Тем те пӗлетчӗ вăл. Çавăнпа ялта ăна юмăç карчăкӗ тесе ӗненетчӗç. Аннен хӗрӗх кунне асăннă чух пиртен кил урлă пурăнакан Сăпани аппа мана вăрттăн, ыттисем ан илччӗр тесе ӗнтӗ, тӗлӗнмелле ӗç-пуç çинчен каласа панăччӗ. Аннеçӗм юмăçа чăнах та пӗлнӗ тесе хам та шутлама тытăнтăм çакăн хыççăн.
Сăпани аппана вупăр асаплантарма тытăннă тет.
Темиçе каç ӗретлӗн çыврайман вăл: кăшт сӗнк пулсанах вупăр карчăк çитсе тăратчӗ те пăвма тытăнатчӗ тет.
Ман анне асăрханă Сăпани аппапа тем пулса иртнине. Ыйтса пӗлнӗ унран йăлтах.
«Аннÿкаçпа пирӗн пата каçрӗ те ман вырăнпа юнашар тенкел çине пырса ларчӗ. Мана лăпланма, çывăрма хушрӗ. Çумра çын пур чух чун лаштах кайрӗ, темиçе каç йӗркеллӗ куç хупманран тем вăхăтра ыйха путрăм. Çавăн чухне пӗлтӗм те чăваш юмăç карчăкӗ мӗнлерех хăватлă юм этем пулнине. Килчӗ каллех ман пата вупăр. Ман умра курăнчӗ кăна — пÿртре тем çуталса илчӗ. Çурт ăш-чикӗ пысăкланса кайрӗ: мачча тем çÿллӗш, пÿрт чÿречисем патне çитме сахалтан та вунă утăм! Шур лаша утланнă аннÿ куç туллин тухса тăчӗ çавăн чух. Вăл шурă кӗске халат, шурă шăлавар, шурă атă тăхăннă. Пуçӗнче шӗвӗр тăрăллă шурă калпак. Хӗç çакнă, аллинче çап-çутă саламат. Вупăр карчăка шурă урхамах малти урипе мӗнле тапрӗ — усал урайне сирпӗнсе те ÿкрӗ. Аннÿ ут çинчен сиксе анчӗ те ура çине тăнă вупăра саламачӗпе тăсса çапрӗ. Пушши вара хӗç пек касса çурчӗ усала, вупăр карчăка çурмалла татрӗ. Тахăш самантра таçта кайса кӗчӗ хăрушă та ирсӗр япала. Аннÿ вара мана ирччен çывăрма хушрӗ, çакă пӗтӗмпех тӗлӗк кăна иккенне каларӗ. Ыйхăра мӗн курнине çынсене пӗлтерме хушмарӗ. Ирпе вăрантăм та хам та чухлаймарăм: те тӗлӗк куртăм, те чăнласах пулса иртрӗ усалпа юмăç тытăçăвӗ? Унтанпа тек вупăр пусман мана. Паян çак ӗç-пуç çинчен сана пӗлтерсе çылăха кӗместӗп пуль ӗнтӗ. Аннÿне чунтан хисеплесе, чӗререн хурланса сана каласа паратăп», — тесе питӗ тӗлӗнтернӗччӗ Сăпани аппа аннен хӗрӗх кунне асăннă чухне.
Анненех хунă пуль хам. Авă асамлă кайăкран, тӗлӗнтермӗш тăрнаран, пӗр пӗрчӗ те хăрамарăм, выртсан пӗр шиксӗр çывăрса кайрăм. Тӗлӗкре вара Юля хӗрӗме куртăм. Вăл çитӗннӗ ӗнтӗ, пӗве кӗнӗ, мӗнлерех йышши чиперук пулса тăнă. Тӗпренчӗкӗм шурă кӗпепе, вăрăм çÿçне хитрен çивӗтленӗ-тирпейленӗ. Ман çине йăл кулса пăхса илчӗ, анчах тепӗр самантранах сăнӗ салхуланчӗ. «Анне, манăн хӗр пӗркенчӗкӗ çук. Фатасăр качча тухаймастăп. Качча кайсан тин тивлет килет, — вăтаннăн-именнӗн пӗлтерчӗ вăл. Хӗрӗмӗн куçӗ шывланчӗ, куççулӗ юхса анчӗ. — Эсир ыран аттепе пӗрле хӗр пӗркенчӗкне илӗр те кукамайсен ялӗ еннелле кайăр. Фатапа мӗн тумаллине хăвăрах куратăр. Тархасшăн ман сăмаха итлӗр», — терӗ те Юля куç умӗнчен çухалчӗ.
Шарт сиксе вăранса кайрăм та телефона ярса тытрăм. Нумаях пулмасть урамра Тольăна тӗл пулнăччӗ. Унчченхи мăшăрăма халь таранччен шăнкăравлама шутламан та эпӗ. Телефон номерне те ыт ахаль çеç çырса хутăм ун чухне, калаçăва часрах вӗçлес тесе ӗнтӗ. Тем каласан та эпир пӗр-пӗриншӗн ют çын, синкер хыççăн сыпăнмарӗ пирӗн пурнăç. Уйрăлтăмăр. Хамăр та кăмăл çаврăнмалла тăрăшмарăмăр, çине тăмарăмăр çав. Паянхи куçпа пăхсан — çемье арканнин айăпӗ ытларах манра пуль...
Леш тӗнчери Юльăшăн вара чăнлăх урăхла: унăн ашшӗ те амăшӗ те халӗ те пӗрле пурăнаççӗ. Хӗрӗмӗр Тольăпа иксӗмӗре паян кунччен те мăшăр çунат çемье пек йышăнать. «Эсир ыран аттепе пӗрле хӗр пӗркенчӗкне илӗр те...» — каллех илтӗнсе кайрӗç унăн сăмахӗсем...
Мӗнле манса кайнă?! Пуçран мӗнле тухса ÿкме пултарнă?! Ыран пирӗн тӗпренчӗкӗн çуралнă кунӗ! Пурăннă пулсан çирӗм тултаратчӗ Юля...
Ăна та хам çирӗмре чух çуратрăм. Качча ир тухрăм эпӗ, вун тăххăра кайсанах Тольăпа пӗрлешрӗм. Юлташăн çуралнă кунӗнче паллашрăмăр та — юрату тӗнчине лекрӗмӗр. Илем хуçаланать çак асмлă тӗнчере. Кайăксем те кунта этем чӗлхипе калаçаççӗ. Чӗвӗлти юрăçăсем хурт-кăпшанкă таврашӗ тытмаççӗ, ирхи сывлăм шывӗпе пурăнаççӗ. Пысăккисем, ăмăрт кайăк пеккисем, пӗрре те çăткăнсем мар, вӗсем — çÿл тÿпере явăнса-çаврăнса пӗлӗт ушкăнӗсене пăхса çÿрекен кӗтÿçсем. Ку тӗнчере этем те вӗçме пултарать — кăмăл çеç пултăр, куç хупса иличчен чунра телей çуначӗсем ÿссе лараççӗ. Чечексем те кунта этем чӗлхине ăнланаççӗ, юратăва мухтаса çемӗсем кӗвӗлеççӗ.
Асамат кӗперӗ нихăçан та сÿнмест юрату тӗнчин тÿпинче.
Юля хӗрӗмӗр çут тӗнчене килсен пирӗн çемйере телей тулса тăкăнмах пуçларӗ. Вăхăт та, кун-çӗр те юмахри пек çаврăнчӗç. Куç хупса иличчен Юля вуннă тултарчӗ. Çанталăк питӗ шăрăх тăратчӗ çав çул. Хӗрӗмӗрӗн çуралнă кунне эрне вӗçӗнче паллă тăвас терӗмӗр, унăн юлташӗсене кафере пуçтарса хаваслă уяв ирттерме тӗв тытрăмăр. Шăп çуралнă кун вара виçсӗмӗр кăна ӗç хыççăн сӗтел хушшине ларса пылак çимӗçпе сăйланма шутларăмăр. Толя манпа канашламасăрах Юля валли хаклă чулпа капăрлатнă ылтăн çӗрӗ, ылтăн вăчăра тата кӗмӗл сулă илнӗ те парнесене кăнтăрлах кайса панă. Илемчӗксене тусӗсене кăтартма Юля çут эрешсене çакнă-тăхăннă та урама тухнă, кайран хӗр ачасем пӗрле шыва кӗме кайнă. Ним татки çук тÿпене таçтан муртан шӗвӗ те пӗчӗк çумăр пӗлӗчӗ сиксе тухнă, пур- çук хевтине пуçтарса пӗр-икӗ хутчен аслати кӗрлеттермелӗх хăват та тупнă. Шывра çуйхăшакан хӗр ачасен пуç тăрнех татăлса аннă çиçӗм сăнни. Юльăна аçа çапнă, ытти юлташӗсене вара нимӗн те пулман. Синкерӗшӗн Тольăна айăпларăм эпӗ. Енчен те вăл кӗмӗл сулă, ылтăн çӗрӗ, вăчăра парнелемен пулсан Юльăпа нимӗн те сиксе тухмастчӗ: хӗрӗмӗр çинчи эреш металл çиçӗме хăй патне туртса илнӗ тесе ӗненсе лартрăм. Физика саккунӗ ку. Çак шухăш-ӗненÿ чуна-чӗрене пăр савăл пек хирӗнсе кӗрсе ларчӗ те чӗрене витӗр шăнтрӗ. Каçарма пултараймарăм эпӗ Тольăна: мӗн амакран кăнтăрла килсе панă вăл парнисене, ӗç хыççăн киле таврăнсан сӗтел хушшине ларсан савăнтарма пулман-и Юльăна?
Хӗрӗмӗре ялта пурăннă кукамăшӗ питӗ юрататчӗ. Анне çумне яла кайса пытартăмăр Юльăна... Пăхса тăтăр леш тӗнчере мăнукне терӗмӗр. Хамăр вара, Тольăпа иксӗмӗр, кунран-кун пӗр-пӗринчен ютшăнса пытăмăр, юлашкинчен сăмах чӗнме те пăрахрăмăр. Уйрăлтăмăр вара... Толя юнашар хулана куçса кайрӗ. Тепӗр çултан эпӗ качча тухрăм, пӗччен пурнăç — пурнăç мар çав. Анчах телей кайăкӗ мана пач паллами пулнă-мӗн: пурнăçăн тепӗр çаврăмӗн çӗнӗ кустăрми нумай чупаймарӗ, часах арканчӗ. Иккӗмӗш упăшкан — пылак чӗлхе-çăварлă Викентийӗн — чунӗ юрату вучӗсӗр пурнаймастчӗ, хӗрарăм тесен вăл вакка сикме те, вутта кӗме те хатӗрччӗ. Юлашкинчен мăнтарăн Дон Жуан «чăн-чăн пирӗштие» тӗл пулчӗ — хăрушла пысăк, çут тӗнчере хальччен пулман юрату серепине лекрӗ те çунса кайрӗ. Мӗн пӗве кӗнӗренпе шыранă та аранах тупăннă хӗрарăм идеалӗ, илемлӗх эталонӗ патне тухса вӗçтерчӗ манăн Викентий, сисмерӗ те — «чăн-чăн пирӗшти» пушмакӗн шӗвӗр кӗллине тирӗнсе ларнă ăман пулчӗ те тăчӗ. Ăмăрт кайăк пек çÿлте вӗçсе çÿрекен арçын тахăш самантра хир мулкачи пек сиккелекен этеме тухрӗ.
Манăн пурнăçран яланлăхах çухалчӗ Викентий. Темиçе уйăх каялла вара урамра Тольăна тӗл пултăм. Вăл Шупашкара каялла таврăннă. Хваттер туяннă пулсан та халӗ те пӗчченех пурăнать: хӗрарăмсем пулкаланă, анчах хут уйăрттарса авланман. Хам пекех ӗнтӗ. Çавăн чухне телефон номерӗсене панăччӗ пӗр-пӗрне. Турра шӗкӗр, пӗрремӗш упăшкан телефонне çырса хутăм çавăн чух, чаплă кӗсре пек пуçа каçăртса кутăнлашса тăмарăм.
Толя телефона тÿрех тытрӗ. Çывăрман пулмалла вăл. Сывлăх сунмасăрах калаçма тытăнтăм унпа. Мӗнле тӗлӗк курнине, Юля пиртен хӗр пӗркенчӗкӗ ыйтнине ӗсӗкле-ӗсӗкле пӗлтертӗм. Толя нимӗн те тӗлӗнмерӗ, Юля тӗлӗкре ун патне те пынине, фата илме ыйтине каларӗ.
Ирхине Толя ман пата килчӗ. Вăл çитнӗ çӗре эпӗ пуçтарăнса ларнăччӗ те ӗнтӗ. Çывăхри туй салонӗнчен пуçлар шырава тесе килӗшрӗмӗр те çула тухрăмăр. Манăн унчченхи мăшăрăм машинăпа питӗ ăста çÿрет. Паян вара вăл хăйне руль умне пуçласа ларнă пекех тыткалать. Хам та вырăнта мар: кӗçӗрхи каç иксӗмӗр те пӗрешкел тӗлӗк курнă. Кун пекки те пулать-и пурнăçра?
Туй салонне кӗтӗмӗр те хӗр пӗркенчӗкӗсене пăхма тытăнтăмăр. Нумай суйламарăмăр, «Джульетта» текен модель куç тӗлне лексен иксӗмӗр те ăнлантăмăр: акă вăл — пире кирлӗ фата. Пӗркенчӗке туянтăмăр та çула малалла тăсрăмăр. Хуларан тухсан ытла инçе те каймарăмăр — çул хӗрӗсленӗвӗ патне грузовикпа икӗ çăмăл машина çывхарнине куртăмăр. Эпир М7 федераллă трасса çинче пулсан йӗри-тавра автомобиль явăначчӗ ӗнтӗ, ку шоссе пушах темелле. Çул хӗрӗсленӗвӗнче кӗтсе илтӗмӗр пӗчӗк колоннăна. Кусем пире кирлӗ çынсем пулнине ăнлантăмăр ӗнтӗ эпир, анчах хӗр пӗркенчӗкӗпе мӗн тумаллине чухлаймарăмăр- ха. Пире тӗл пулнă машинăсем те чарăнчӗç.
Эпир фатана илтӗмӗр те Тольăпа иксӗмӗр вӗсем патне утрăмăр. Машинăсенчен тухнă çынсем пире сывлăх сунчӗç, «хӗрÿ точкăра» пуç хунă салтак ÿтне яла илсе кайнине каларӗç.
Тольăпа иксӗмӗр тÿрех ăнкарса илтӗмӗр Юля тӗлӗкре мӗн каласшăн пулнине. Хуйха путнă çынсем те эпир вӗсене ахальтен тӗл пулманнине туйрӗç. Пӗр сăмах чӗнмесӗр пурте грузовик патне утрăмăр. Машина бортне уçрӗç те эпир цинк тупăк çине фатана хутăмăр. Никам та хирӗç пулмарӗ. Салтака пытарнă чухне хӗр пӗркенчӗкне тупăк çинех хурса яма каларăмăр хамăр. «Хӗрÿ точкăра» вилнӗ йӗкӗт Виктор ятлă иккен. Ăна асăннă чух ӗçмелли-çимеллине мӗнле ятлă хӗр ячӗпе хывмаллине ыйтса пӗлчӗç çынсем. Паттăррăн пуç хунă йӗкӗтӗн хӗрӗх кунне асăнма эпир те Викторсен килне пыма калаçса татăлтăмăр та уйрăлтăмăр. Хурлăхлă кортеж хăй çулӗпе хускалчӗ, эпир вара, пӗр тухнă япала, манăн тăван яла та кайса килес, масар çине кӗрсе тухса Юльăпа аннене асăнас, хаклă çыннăмăрсен вил тăприйӗсене тирпейлес терӗмӗр.
* * *
Пин-пин чечек-çеçкерен тӗртнӗ-тӗрленӗ улăх-çерем чуна-чӗрене, тăна-куçа тыткăнлать. Хаваслă хӗвелӗн ачаш шевлинче унăн асамлăхӗ-юмлăхӗ чӗрӗ сывлăшпа сывлать. Çут тӗнчен кӗтрет илемӗ леш тӗнчере те çакăн пек курăмлăн тӗкӗрленме пултарнине пач ӗненес килмест. Курăк ытла çÿллӗ мартан аванах палăракан сукмакпа вӗçнӗ пекех утатăп. Шурă кӗпепе эпӗ. Çара уран.
Туятăп-сисетӗп кăна мар, ӗненетӗп те: кăштах варкăш çил тухтăр та çӗклентӗр çеç — тӗк пӗрчи пек нимӗн те мар ярăнса хăпарса каятăп. Çÿç пайăркисем çунатланчӗç те çăмăлланчӗç, мана çÿлелле йăтрӗç.
Акă умрах çавра çил пӗтӗрӗнсе явăнма пуçларӗ, ăçтан тупрӗ вăл хăй валли тусан та хăйăр? Ак тата вӗтӗ чул таткисем те таçтан сиксе тухрӗç, сывлăш тыткăнӗнче çаврăнма тытăнчӗç. Сиссе те юлаймарăм — çавра çил мана туртса та илчӗ, çăтса та ячӗ.
Çÿлелле, тÿпе вӗçсӗрлӗхне карăнакан-кармашакан кăпăшка çÿç тахăш самантра мӗн таран йывăрланса- пусăрăнса пуç çине утă лавӗ пек тиенчӗ-тирӗнчӗ. Унăн çӗклемӗ-йывăрăшӗ мана çӗр тӗпнех сӗтӗрсе антарса кайрӗ. Тăпра та хăйăр, тăм та чул витӗр алланса- сăрхăнса тухса темӗнле шупка тӗттӗм хăвăла персе антăм. Çӗр витӗр шăвăнса-шăйрăлса тухнă чух çири тум хывăнса юлчӗ.
Çурма тӗттӗмре темӗнле мӗлке, хушăран хӗлхемсемпе ялтлатса çуталса илекенскер, сывлăшра çăраланса пысăкланма тытăнчӗ. Кăшт тăрсан пӗве те вăя кӗчӗ вăл: икӗ пуçлă темӗн пысăкăш çӗлен! Пăр пек сип-сивӗ кӗлеткипе хăш самантра çавăрса-пăвса та илчӗ мана. Хытса-шăнса ним хускалми пулса тăтăм. Хăрушă çӗленӗн пуçӗсем манăн кăкăрсене сӗртӗнчӗç.
Çӗр хăвăлӗн шупка сӗмлӗхне çиçӗм çиçнӗн çутатса пуçра шухăш ялтлатса илчӗ.
— Санăн чÿклемÿ мар эпӗ! Эпӗ качча тухатăп. Ман пата пыма, ман çума çыхланма ирӗк çук санăн, — кăшкăрса ятăм эпӗ. Шурă кӗпе те самантрах хамăн çинче пулчӗ тăчӗ.
Çичӗ çӗр миннин-тӗпӗн тискерӗшӗ пуçӗсене çӗклерӗ, хыçалаллла пăхрӗ — темӗскере е такама курчӗ пулас. Пирӗн пата шурă урхамах утланнă шурă тумлă хӗрарăм тухрӗ тăчӗ. Аллине вăл ялкăшса-çиçсе тăракан сăнă тытнă. Сăн-пичӗпе çак хӗрарăм çуйăç — каснă лартнă манăн юратнă кукамай.
Урхамах чӗвен тăчӗ... Ман чунăма çичӗ çӗр миннин тискерӗшӗн сехри-туйăмӗ уçăлчӗ. Икӗ пуçлă çӗлен тем пек хăватлă пулсан та кӗтмен хăнана хирӗç тăраймасть. Хăрарăм çуйăçăн вутлă сăнни ним чăрмавсăр сулмаклăн касса çурать те ÿтне — вара шалтан вут хыпса илет ăна. Айăпсăр хӗре çӗр тӗпне сӗтӗрсе аннăшăн ÿкӗнсе те илчӗ вăл. Чипер пике качча тухса ӗлкӗриччен хăйӗн тарçи тăвасшăнччӗ ăна. Таса та айăпсăр хӗрӗн кăкăрне ӗмсен икӗ пуçлă тискерӗшӗн юмлăхӗ вăйланать, вăл хăватлăран хăватлă сусă çӗлен пулса тăрать...
Урхамах чӗвен тăчӗ, хӗрарăм çуйăç тискерӗше вутлă сăннипе чикмерӗ, хăмсарса кăна илчӗ. Вара урхамхӗ çинчен анчӗ те усал аçтахана сăнă аврипе сулса çапрӗ. Икӗ пуçлă çӗлен таçта çити ыткăнса кайрӗ те çӗр хăвăлӗн тӗпне кӗрсе кайса куçран çухалчӗ. Шурă тумлă хӗрарăм — каснă лартнă кукамай хăй — мана çамкаран чуптуса илчӗ те урхамахне утланчӗ. Тепӗр самантран çилçунат çÿлелле тапса та сикрӗ, куçран çухалчӗ.
Çӗр хăвăлӗнче тата каллех такам пуррине туйрăм эпӗ. Ман паталла салтаксен чăпар тумне тăхăннă йӗкӗт утать, аллинче унăн — хӗр пӗркенчӗкӗ...
* * *
Кăшкăрса ятăм та — куçа уçса вăранса кайрăм. Тӗлӗк кăна иккен. Ыйхăра хамăр хӗр пек пулса çÿренӗ. Леш тӗнчере Юльăпа мӗн пулни мана тӗлӗкре курăнчӗ. Мӗн тӗлленнине аса илтӗм те — сип-сивӗ тар тапса тухрӗ. Хур шатрипе мар, пăрпа витӗнчӗ пуль ÿт. Çӗр тӗпӗнче пурăнакан икӗ пуçлă мăн çӗлен хама çавăрса ытласа илчӗ тейӗн. Аса илтӗм халăхра çÿрекен халап-юмаха... Паçăр тӗлӗкре пуçа килнӗ шухăш халӗ ăс-тăнра ялтлатса илчӗ. Сăмахлăха ӗненес пулсан, ÿт-пӗвӗпе асса пурăннă хӗрарăмсем леш тӗнчене лексен çӗр тӗпӗнче пурăнакан сусă çӗленсен чÿклемисем пулса тăраççӗ. Качча тухмасăрах вилнӗ хӗрсем те çав аçтахасен тыткăнне лекме пултараççӗ иккен. Лешсем вара çав хӗрсен-хӗрарăмсен кăкăрне ӗмеççӗ тет, вӗсен сӗчӗпе тăранса хăватпа тулаççӗ имӗш. Çӗр тӗпӗнчи çӗленсемпе явăçса кайсан хӗрсем-хӗрарăмсем усал сусăна та тухаççӗ тет, вупăр карчăкӗ пулса çут тӗнчене те килсе кайма пултараççӗ, вупăр пусса çÿреме тытăнаççӗ. Пирӗн хӗрӗме леш тӗнчере çак синкер шăпа лекес çуккине кӗçӗрхи тӗлӗк кăтартрӗ мана. Юля систерчӗ апла. Леш тӗнчере качча тухрӗ иккен пирӗн тӗпренчӗк. Нумаях пулмасть куç тӗлне мистикăллă сăвă лекнине аса илех кайрăм. Петӗр Яккусенччӗ-çке вăл. Мана поэтăн юрату лирики килӗшет, çавăнпа унăн пултарулăхӗпе кăштах интересленетӗп. Ним ÿркенмесӗр шыраса тупрăм «Çавра кÿлӗ» кӗнекене, сăввине уçрăм. Унччен вуланă чух çак хайлавра нимех те асăрхаманччӗ, халӗ вара ăнлантăм та пӗлтӗм: поэт хăй куçӗпе мӗн курнине çырса кăтартнă. Нимӗн те шутласа кăларман вăл.
Сӗм вăрман варринче тăрăхла шур сӗтел,
Ик айккин — тăхлачсем, хăтасем...
...Ку енче — сарăях, ылтăнах та хӗвел,
Леш енче авалхи сăнарсем.
Пыл сăри юхнăçем тухату сăмахсем
Юхтараççӗ сӗтел хушшинче:
Эп пӗлмен сăмахсем, эп илтмен сăмахсем
Илтӗнеççӗ кунта леш енчен.
Хăналанăр кăна, ан чӗнсемӗр мана,
Ӗлӗкхи хăнасем, эп халех пырас çук.
Сар хӗвелӗн çути кунта çеç курăнать,
Леш енче — ун çути те, ăшши те çук.
Ик тӗнче чиккине уйăрасчӗ. Текех
Курас марччӗ тахçан вилнисен ӗçкине...
...Пурăнатпăр çапла, ӗмӗр вăрăм пекех.
Пӗлсе тăнă çинчех ӗмӗрсем кӗскине.
Тепӗр хут вуларăм та сăвва — чун та, тăн та лăш пулчӗç. Тарăн ыйхă çаврăнса та çитрӗ. Тек тӗлӗк курмарăм çак каç. Ирхине çăмăллăн вăрантăм, савăк кăмăлпа ӗçе васкарăм.
Кăнтăрлахи апат вăхăтӗнче лавккана тухса кӗме шутларăм. Тÿпере тулли хӗвел ытлаван кулса-çиçсе тăратчӗ, тахăш самантра сывлăш тӗтреленсе илчӗ те яра пачӗ çумăр. Хӗвел пăхса тăрать, çÿлтен шап-шурă çумăр тăкăнать. Куç хупса иличчен йӗп-йӗпе пулса тăтăм. Кас çумăрӗ çăвать.
Кас çумăрăн тепӗр ячӗ те пур: вилтуй е виле туй çумăрӗ. Ваттисем каласа хăварнă тăрăх, хӗвел пăхнă чух çумăр çунă вăхăтра пулса иртет иккен вăл. Масар çинчисем, леш тӗнчерисем, хӗвеллӗ çумăр айӗнче туй тăваççӗ тет вара.
Тăратăп акă йӗпе чăх пек тротуар варринче. Çÿç- пуç тăрăх шыв юхать, пит-куç кулăпа çиçет. Апла çак самантра Юльăпа Викторăн туйӗ пуçланчӗ пулать... Тÿперен тăкăнакан лӗп кăна шурă шыв айӗнче çумăр чарăничченех киленсе тăтăм эпӗ. Вара Тольăна шăнкăравларăм: Юльăна асăнса унăн иртсе кайнă çуралнă кунне ман патра пӗрле паллă тăвар мар-и тесе сӗнтӗм. Вăл тÿрех килӗшрӗ.
Фата вечности
Мистический рассказ
На сон грядущий решила полюбоваться прекрасным вечером и вышла на балкон. Завтра суббота, нет нужды рано вставать, никуда не надо торопиться. Ночной город приукрасился бусами-светлячками, прямоугольные глаза домов наполнены уютным светом. Огромная желтая луна поглядывает ввысь. Царит тихая и теплая ночь. Краем глаза заметила какую-то проступающую из воздуха тень. Чудится?
Тень наполнилась внутренним ровным светом — и я различила размытое очертание спускающейся с неба огромной птицы. Боже мой, это же журавль! И вдруг я поняла: это не живая птица, a какой-то мираж — обман зрения, галлюцинация. Не бывает таких птиц. Тем временем призрачный журавль несколько раз пролетел мимо балкона, а вот теперь совсем рядом — и какой же он гигантский, крылья шириной с балкон, размах около трех метров! Порождение ночи глядело прямо мне в глаза, и я почему-то находила его взгляд вполне дружелюбным, чарующим. Точно это не глюк, я на самом деле вижу нечто материально-прозрачное.
Призрак, проявившийся из воздуха и попирающий законы физики, почему-то нисколько не устрашил меня. Удивительно, почему это я ни капельки не испугалась? Появление из воздуха волшебной птицы, по идее, должно было вызвать паралич сознания, и мне в самый раз лежать на балконе без чувств, но я как ни в чем не бывало любуюсь удивительной птицей и красотой ночного города. Какая, оказывается, я смелая женщина, аж гордость берет за себя. Призрачного журавля никто вроде бы и не замечал: не было слышно людского ора. Улица звучит исключительно автомобильным гулом.
Ко мне подлетело перышко волшебной птицы. Протянула руку — откуда такая неслыханная неустрашимость? — светящаяся частичка легла на ладонь. Подула легонько — перышко рассеялось в воздухе. Туманно- светозарный журавль, взмахнув крыльями, скользнул вверх и растворился в небе. И уже ничто не напоминало о его визите. А я так спокойно зашла с балкона, будто ничего не видела и ничего и не случилось, без всяких мыслей, умиротворенная прекрасным вечером, легла в постель. До сегодняшнего дня и не догадывалась, до какой степени смелая я женщина...
Где-то в подсознании зародилось какое-то подозрение, предположение, объяснение увиденному. Если вспомнить народные поверья, былички там всякие, то, якобы, души умерших из потустороннего мира навещают нас на этом свете именно превращаясь в журавлей. Поэтому в давние времена существовал запрет на поимку этих птиц. Человек, убивший журавля, считался совершившим смертельный грех, чуть ли не палачом. Моя мама частенько удивляла рассказами о том, как в старину видели и ощущали мироздание люди. Чего только не знала моя мамочка. В деревне ее считали ведуньей. На ее поминках на сороковой день соседка через дом, тетя Степанида, втихаря, чтобы другие не слышали, рассказала об удивительном и странном случае. После ее слов я всерьез поверила, что мама моя очень хорошо разбиралась в знахарско-магических делах. Тетю Степаниду замучила старуха-вубыр. Насколько ночей подряд не могла она сомкнуть глаза: только приходит сон, так старушенция-колдунья тут как тут — накинется и начинает душить. Усталый вид Степаниды не ускользнул от внимания моей мамы, и она узнала от нее о нападениях потусторонней нечисти.
«Вечером ко нам пришла твоя мама и устроилась на стуле возле постели. Попросила меня успокоиться и уснуть. От того, что рядом находился другой человек, страх ушел из души и я, мучившаяся несколько ночей, провалилась в сон. Вот тогда-то я и узнала, какой могущественной магессой может быть чувашская ведунья.
Не замедлила явится по мою душу злая колдунья-старушка. Как только показалась злобная тварь передо мной — дом озарился световой вспышкой. Внутренность дома прибавилась в объеме: высоченный потолок, от кровати до окна по крайней мере десять шагов! И перед моими глазами предстала всадница не белом коне. И могучей всадницей была твоя мама! На ней были белый короткий халат, белые шаровары, обута она была в белые сапожки, а на голове — белый остроконечный колпак. На белом поясе висела сабля, а в руках она держала сверкающий кнут. Аргамак передней ногой как копьем ударил злую ведьму — вубыр рухнул на пол. Твоя мама лихо спрыгнула с коня и с размаху заехала кнутом в поднявшуюся на ноги колдунью. Кнут, словно сабля, разрезал исчадие зла, вубыр развалился на две части. И в тот же миг злая ведьма исчезла с глаз. Твоя мама подошла к постели, велела мне спать до утра и сказала, что все это был лишь сон. Еще предупредила, чтобы о приснившемся никому не рассказывала.
Утром проснулась — так и не могла определиться: то ли все это мне приснилось, то ли на само деле произошло столкновение между колдуньей и ведуньей. После этого случая нечисть больше мне не являлась. Поделившись с тобой об этом случае, не думаю, что пошла против воли твоей матери и взяла грех на душу. Из-за уважения к твоей маме и скорбя по ней, делюсь с тобой о невероятном случае, произошедшем со мной», —так закончила свой рассказ тетя Степанида на поминках.
Наверное, я вся в мать пошла. Вон я какая: ни капельки не испугалась волшебной птицы —невероятного журавля, а после безмятежно уснула, будто ничего неординарного и не случилось.
Во сне ко мне пришла дочурка Юля. Она уже выросла, превратилась в писаную красавицу. Мое чадо явилось мне в белом платье, длинные волосы ухожены, завиты в косы и уложены. Она так ласково мне улыбнулась, а затем ее лик помрачнел. «Мама, у меня нет фаты. А без нее я не смогу выйти замуж. Здесь только в замужестве наступает спокойное будущее», —стыдливо-виновато потупив глаза сообщила она. Глаза дочери повлажнели, и по щекам скатились слезы. «Вы завтра с папой купите фату и поезжайте в бабушкину деревню. Что делать с фатой —вы сами увидите. Пожалуйста, прислушайтесь к моим словам», —промолвила Юля и исчезла из сна.
Я проснулась и сразу схватилась за телефон. Хорошо, что месяца три назад встретила на улице Толю и ради приличия немного поговорила с ним. Еще сегодня вечером у меня и в мыслях не было позвонить бывшему мужу. А в ту случайную встречу просто так записала его номер, чтобы поскорее завершить пустую беседу. Что ни говори, мы друг другу —чужие люди. После трагедии не срослась у нас совместная жизнь. Расстались. Может и не старались мы найти общий язык. Если честно, то в нашем расставании, наверное, больше виновата я сама...
Для Юли же —родители до сих пор вместе. Дочь считает нас неразлучной парой лебедей. «Купите завтра с папой фату и...» — вновь прозвучали ее слова то ли в голове, то ли наяву.
Как могла запамятовать?! Как это могло выпасть из головы?! Завтра же день рождения Юли. Была бы жива — исполнилось бы ей двадцать годков... Мне самой было двадцать лет, когда родила Юлю. Замуж выскочила рано, мне пошел девятнадцатый год, когда поженились с Толей. Познакомились на дне рождения подружки — и угодили прямо-таки во вселенную любви, где царит красота. Птицы там щебечут на понятном человеку языке. Крылатые менестрели не ловят насекомых, им достаточно утренней росы. Большие птицы, вроде орлов-ястребов, вовсе не хищные, они пасут на небесах вечных странников — туманные стада облаков. В царстве любви человек может летать — было бы желание, в мгновение ока душа становится крылатой. И цветы здесь понимают человеческую речь, поют неслышные гимны любви. А на небосводе переливается немеркнущим светом разноцветная вечная радуга.
С рождением Юли счастье в нашей семье переполнилось через край. Дни мелькали, словно в сказе. Не успели оглянуться — Юле уже исполнилось десять лет. Лето в том году выдалось очень жарким. Решили отметить день рождения дочери в конце недели в каком-нибудь кафе, пригласив ее подружек. Ну а непосредственно в день рождения наметили только семейные посиделки с тортом. В тот день, даже не посоветовавшись со мной, Толя купил для Юли золотое кольцо, золотую цепочку и серебряный браслет и сразу же завез подарки домой. Юля надела их и пошла на улицу — решила показать украшения подружкам. Затем девчонки пошли купаться. Украшения Юля не сняла. На совершенно чистом небе откуда ни возьмись нарисовалась жиденькая тучка, собралась с силами и громыхнула. Молния обрушилась прямо на головы плескавшихся в воде девочек.
А угодила небесная стрела в Юлю. С остальными обошлось, ничего с ними не случилось.
Конечно, во всем я обвинила Толю. Если бы он не подарил дочери серебряный браслет, золотые кольцо и цепочку, то не случилось бы никакой трагедии. Я полностью уверовалась в том, что именно металлические украшения притянули к себе молнию. Согласно законам физики. Так я думала тогда. Эта вера-убеждение ледяным клином проникла в душу и заморозила разум. Не смогла я простить Толю: с какого перепугу завез он подарки днем, неужели нельзя было порадовать дочку вечером, во время торжественного чаепития?
Мама моя была без ума от внучки. Похоронили Юлю в деревне рядом с бабушкой... Пусть присматривает за ней на том свете. Сами же с Толей изо дня в день отдалялись друг от друга, и под конец совсем перестали разговаривать. Развелись мы... Толя переехал в другой город. Через год я вышла замуж, что ни говори, одиночество — не сахар. Однако, как оказалось, птица счастья напрочь забыла меня: колесо нового витка жизни недолго катилось по колее — развалилось. Душа второго мужа — сладкоречивого Викентия — не могла жить без обжигающего пламени чувств, мой любвеобильный муженек готов был нырнуть в прорубь, броситься в огонь ради смазливого личика. В конце концов несчастный Дон Жуан встретил «настоящую ангелицу» — угодил в сети практически невозможной на белом свете настоящей любви и сгорел без остатка. Викентий на всех парах устремился к идеалу женщины, о котором грезил с подростковых лет, и не заметил, как стал червяком, нанизанным на острый каблук «настоящей ангелицы». Мужчина, гордо парящий на небе орлом, моментально превратился в степного тушканчика. Дражайший Викентий навсегда исчез из моей жизни. Несколько месяцев назад на улице встретила Толю. Он вернулся обратно в Чебоксары. Купил себе квартиру, но живет один: были у него женщины, но официально не женат. Чего осуждать его: сама такая же, если не хуже. Тогда и обменялись телефонными номерами. Слава богу, что внесла тогда номер первого мужа в сотовый, не стала изображать ретивую, своенравную кобылу. Толя сразу взял трубку. Кажется, тоже не спал. Не поздоровавшись, сразу завела разговор. Сквозь слезы сообщила о своем сне, о просьбе нашей дочери купить ей фату. Толя не удивился, сразу поверил моим словам — оказывается, Юля также приходила к нему во сне и просила нас купить фату.
Утром за мной заехал Толя. К его приходу я уже была готова к совместному походу. Решили начать с ближайшего свадебного салона. Мой бывший муж — великолепный водитель, однако сегодня рулил будто в первый раз. Да и я сама не своя: ночью мы оба видели одинаковый сон. Разве так бывает?
Зашли в свадебный салон и стали выбирать фату. Провозились недолго: как только попалась на глаза модель «Джульетта», оба поняли — фата что надо. Купили ее и продолжили путь. Недолго двигались, выехав из города, как заметили, что к нам приближается маленькая колонна — две легковые машины и грузовик.
Находились бы на федеральной трассе М7, то кругом бы шмыгали машины. Шоссе, по которому мы ехали, было почти пустым. Мы с Толей сразу поняли, что это люди не просто так попались нам навстречу. А вот что делать с фатой — было невдомек. Встречные машины тоже остановились. Мы взяли фату и направились к колонне. Люди, выбравшиеся на дорогу, поздоровались с нами, сообщили, что везут в деревню солдата, погибшего в «горячей точке».
Тут-то мы и сообразили, что недосказала нам Юля во сне. Глубоко опечаленные люди также поняли, что встреча далеко не случайная. В полной тишине все мы направились к грузовику. Нам молча открыли борт машины, и мы с Толей возложили на цинковый гроб невестину фату.
Никто не был против этого. Мы попросили положить фату в могилу. Павшего в бою звали Виктором. Сопровождающие люди в свою очередь поинтересовались именем невесты, чтобы на поминках упомянуть и ее. Мы с Толей пообещали приехать на поминки в сороковой день. Обменялись номерами телефонов и траурный кортеж поехал дальше, а мы решили доехать до моей родной деревни, побывать у мамы и Юли и привести в порядок их могилы.
* * *
Душу и сердце, разум и глаза завораживает сотканный и вышитый из тысячи цветов живой ковер летнего луга. Он сказочно оживает под бодрящим и нежным солнечным теплом и начинает дышать животворящим воздухом. Не хочется верить, что природная красота белого света может так живописно отражаться в потустороннем мире. По хорошо заметной среди невысокой травы тропинке несусь как на крыльях. На мне белое платье. Босиком. Не только чувствую, но и верю — стоит пронестись легкому ветерку, как я пушинкой взметнусь на небо. Пряди моих волос стали воздушными, стали поднимать меня наверх словно крылья.
Внезапно передо мной завихрилась воронка смерча, откуда только взялись пыль и песок? Откуда-то и мелкие камушки принесло, они также закрутились в воздушном плену. И не заметила, как воронка подхватила меня и проглотила.
Мои воздушно-невесомые волосы, готовые вспарить в небесную бездну, моментально стали свинцово- тяжелыми и копной сена рухнули на голову. Их непомерный вес затянул меня в пучину земли. Проскользнув через грунт и песок, глину и камни, свалилась в темно-блеклую пещеру. Пока протаскивалась сквозь землю, осталась без одежды.
В полумраке стала клубиться тень, она начала увеличиваться, внутри нее проскальзывали искры. Вскоре она вошла в полную силу и форму, приобрела зловещие черты: передо мной предстал огромный двуглавый змей! Его ледяное туловище вмиг кольцами обернулось вокруг меня. От холода и шока я онемела. Головы чудовища коснулись моих грудей. В голове сверкнуло понимание происходящего, от этого озарения будто молния сверкнула в блеклой темноте подземелья.
— Я не твоя добыча! Я выхожу замуж. У тебя нет права приближаться и приставать ко мне, — закричала я во весь голос. И в то же время на мне появилось потерянное во время прохождения сквозь землю белое платье.
Страшилище подземных глубин встрепенулось и подняло головы, оглянулось назад — увидело что-то или же кого-то. И появилась перед нами всадница в белых одеждах на белом аргамаке. В руках она держала искрящееся копье. Ликом же эта грозная воительница — точь-в-точь моя любимая бабушка, вылитая она. Аргамак встал на дыбы... И открылось мне внутренне состояние подземного чудовища: змей был буквально парализован огненным страхом. Хотя он и обладает чудовищной мощью, однако перед нежданной гостей — не боец. Волшебное копье воительницы с легкостью разорвет его плоть и от пламенного жала вспыхнет всепожирающим огнем нутро страшилища.
Змей очень жалел, что уволок меня под землю. А хотел он успеть сделать меня своей рабыней, пока не вышла замуж. Чудовище знало: если постоянно прикладываться к груди незамужней девушки, то у нее появится молоко, и не простое, а магическое — оно способно увеличивать силу змея. А кончится это кормление молоком тем, что змей превратится в могущественную сущность, в одну из владычиц подземного мира.
Аргамак встал на дыбы, однако воительница не пронзила чудовище огненным копьем, только пригрозила оружием. Затем она соскочила с коня и с размаху ударила подземного дракона древком копья. Двуглавый змей отлетел назад и нырнул в подземную пучину — быстренько ретировался пока есть возможность сбежать. Моя спасительница в белой одежде — вылитая бабушка — поцеловала меня в лоб и уселась на коня. Аргамак подпрыгнул вверх и растворился в полумраке пещеры.
Я почувствовала присутствие в пещере еще кого-то или чего-то. Увидела его. Ко мне уверенно шагал парень в камуфлированной военной форме, а в руке у него — фата...
* * *
С криком открыла глаза — и проснулась. Слава богу, все это только приснилось. Во сне я была Юлей и ее глазами видела то, в какую передрягу она попала.
Вспомнила этот кошмар, змея двуглавого — ужаснулась, сразу же прошиб холодный пот. Кожа покрылась не мурашками, наверное, а льдом. Такое чувство, будто сама угодила в холодные кольца чудовищной двуглавой твари, хищника сумрачных подземных глубин.
Тут я вспомнила чувашский миф, не столь известный сегодня, полузабытый такой... Мысль, промелькнувшая в моем сне, теперь молнией вспыхнула в голове.
Согласно народным поверьям, женщины, которые отличались любвеобильностью в земной жизни, на том свете становятся добычей страшных сущностей — чудовищных двуглавых змей, обитающих в подземном мире. Оказывается, в лапы страшилищ могут угодить и девушки, не вышедшие замуж в земной жизни. Эти чудовища сосут грудь этих невинных девушек и блудливых женщин, питаются грудным молоком и набираются магических сил. Девушки и женщины, живущие с подземными змеями, также превращаются в демонические сущности, могут даже посещать белый свет в личине старухи-вубыра и нападать на людей.
И мой сегодняшний сон показал, что нашей дочери не грозит подобная участь. Юля дала понять, что у нее там все благополучно. Наша дочурка вышла замуж на том свете. Еще я вспомнила, что недавно мне на глаза попались мистические стихи Педера Яккусена. Мне нравится его любовная лирика, поэтому немного интересуюсь его творчеством. Не поленилась, встала с постели и нашла сборник «Круглое озеро». Когда я читала это стихотворение в прошлый раз, не нашла в нем ничего особенного — ну, фантазия поэта и все. Теперь же поняла и точно знала: он описывает то, что видел собственными глазами. Ничего он не выдумал.
Посреди темной чаши стол белый стоит,
Мои предки — за этим столом...
...Этот край желтым золотом солнца залит,
Ну, а тени — на крае на том.
Льется пиво медовое, льются слова,
Поминальные чаши полны.
Незнакомая речь различима едва,
Та, что слышу с другой стороны.
Ешьте, пейте, друзья, не зовите меня,
В гости к вам я не скоро приду.
В этом мире и солнце играет, маня,
Там я света, тепла не найду.
Разделить бы миры, чтоб не видеть сейчас
Серых ликов ушедшей родни...
...Мы живем, словно времени много у нас,
Но так быстро проносятся дни*.
Прочитала еще раз стихотворение — стало спокойно и в душе, и в голове. Вернулся и сон. Не было больше никаких ужасов и кошмаров. Проснулась бодренькой и поспешила на работу в хорошем настроении.
Во время обеденного перерыва решила сходить в магазин. Солнышко над головой властвовало единолично, прогнав облака за горизонт. День сиял и сверкал, но вдруг как-то небо затуманилось, и заблестели капли. Солнце светит вовсю, а с неба белыми струями падает грибной дождь.
Грибной дождь чуваши называют и по-другому: кладбищенский дождь или свадебный дождь покойников.
Как говорили старцы в древности, если одновременно светит солнце и идет дождь, то покойники выходят на свои свадьбы. Якобы для тех, кто на том свете, грибной дождь — как раз время для потусторонних свадеб. Стою промокшей курицей на тротуаре. По волосам стекает вода, а сама сияю легкой улыбкой. Получается, что где-то началась свадьба Юли и Виктора... Я наслаждалась теплыми белыми струями до окончания грибного дождя. А потом позвонила Толе — предложила вместе отметить Юленькин минувший день рождения у меня. Он сразу согласился.
* Перевод Светланы Гордеевой.









