* * *
Пӗçертӗм кофе ир-ирех...
Пӗр шухăшсăр, куç хӗррипе
Тирек турачӗ хушшипе
Анса сарăлнине тӗтре
Чÿречерен сăнарăм.
Тӗтре хупларӗ пахчана.
Çӗпри — шур чашăк тӗпӗнче.
Турат çинчи салху чана
Эп кофе ӗçнине пӗччен
Чÿречере курмарӗ.
Çӗр каçипе ним те пулман:
Чи чаплă керменсем çунман...
Кӗлленнӗ кÿршӗ мунчи çеç,
Ялти чи ватă мучие
Йÿн тупăкра пытарӗç.
Хупмашкăн маннă хурсене
Тулланă выçă йытăсем.
Çÿренӗ çăткăн вăрăсем... —
Нумай ачаллă пӗр çемьен
Сурăхӗсем çухалнă.
Тури касри хусах арçын
Ури утми хыпса лартса
Таçти ялтан килме тухсан
Çăра тӗтре ăшне путса
Карта çумне хутланнă.
Темех пулман, тӗнче пӗтмен —
Кайран эп пӗлтӗм çынсенчен.
Пӗтмен-тӗк — кофе те вӗрет,
Тен унсăр ыйхăллă тӗтре
Çӗре çăтма хăтланӗ.
* * *
Сварил я кофе поутру...
Без мыслей, краем глаза лишь,
Сквозь ветви ясеня сморю,
Туманом застилает тишь,
В окно я наблюдаю.
Туман окутал сад мой весь
И в чашке есть туман моей,
На ветку галка села здесь,
В окно меня не видно ей,
Как кофе наливаю.
Без происшествий ночь прошла:
Дворец богатый не сгорел,
Соседа баня лишь — дотла,
Дед самый старый околел,
В дешёвый гроб положат.
В сарай не заперли гусей,
Собаки растерзали их,
Разбойники ватагой всей
Залезли в дом большой семьи:
Пропали овцы тоже.
Один соседний холостяк,
Напился где-то, заплутал,
Дорогу не нашел никак,
В ночи в густой туман попал,
Свернулся под забором.
Конец же света не настал,
Об этом у людей узнал,
Покрепче кофе заварю,
Иначе землю всю, смотрю,
Туман проглотит скоро.









