* * *
Кӗтетӗн-ши çарти тусна? Шанмастăп.
Мӗскер пулса иртет çын чунӗнче?
Тунсăхламастăн, сивӗре шăнмастăн,
Аван сана теприн ытамӗнче.
Пÿлӗмÿнте вара илемлӗ сăнлă
Салтак стена çинчен пăхать кичем.
Куратăп: сăнÿкерчӗкӗ тусанлă,
Апла тăк каччă тахçанах пӗччен.
Тусан пӗрчи те юлмиччен шăлатăп,
Шевле вылять пек халӗ çак сăнра.
Хам тантăша эп тарăхса шутлатăп:
«Мӗн хулăнăш тусан-ши сан чунра?»
* * *
Ждешь своего солдата? Нет, не верю.
Таинственна у девушек душа.
В тоске тебе не маяться теперь уж —
Стоишь с другим в обнимку, чуть дыша.
А в комнате твоей глядит с портрета
Тот, с выправкой армейской, паренек.
На фото — пыль. Печальная примета.
Выходит, он забыт и одинок.
Я бережно пылинки вытираю,
И облик парня кажется светлей.
А про себя подругу проклинаю:
О, сколько пыли на душе твоей!









