Тысячи
литературных
произведений на69языках
народов РФ

Хоть трава и не зазеленела...

Автор:
Галина Матвеева
Перевод:
Светлана Гордеева

* * *

Тикӗссӗн шăтман-ха симӗс курăк,
Çап-çарах çăка та хурама.
Шăкăрин хăлха çаккиллӗ хурăн
Ешӗл сăн кӗртесшӗн урама.

Çутнă хунарне ама хупахӗ:
«Тарнă теççӗ хӗл нумайлăха,
Ку сăмах чăнах-и е юмах-и?»
Тенӗн тинкерет тавралăха.

Чи ачаш чечек пекех илемлӗ
Чӗлтӗр-чӗлтӗр шăтнă вӗлтӗрен.
Сивӗрех пулсассăн та, апрелӗм,
Эс чуна çапла ирӗлтерен.

* * *

 

Хоть трава и не зазеленела,
И береза с липой без листвы,
Но сережки на березе белой —
Признак приближения весны.

Мать-и-мачеха зажгла фонарик,
Разглядеть решила все сама:
«А морозы больше не ударят,
Правду говорят, ушла зима?»

Лишь чуть-чуть видны листы крапивы,
Но красивы, будто бы цветы.
Ах, апрель! Хоть ветреный и стылый,
Сердце растопить умеешь ты.

Рейтинг@Mail.ru