Тысячи
литературных
произведений на69языках
народов РФ

Первое слово

Автор:
Галина Матвеева
Перевод:
Людмила Симонова

Пӗрремӗш сăмах

 

Çунат сулса вӗçет те çăмăл кайăк —
Пӗр хӗпӗртет пепкем, пӗр тӗлӗнет.
Ик аллине çÿле кăнтарнă майăн
Çине-çинех чӗнет: «Анне! Анне!»

Хăлха çакки хӗвелӗсем кулаççӗ.
Тăп-тăп утать ачам чечек патне.
Хăй чӗлхипе мӗскер çинчен калаçӗ?
Паллах, ăна та ят хурать: «Анне».

Пепкеçӗме пусман-ха тутлă ыйăх,
Тек кармашать вăл чÿрече енне.
Пӗрремӗш хут курать çап-çутă уйăх,
Тӗлле-тӗлле ятне калать: «Анне».

Хӗвелӗ те, çăлкуçӗ те, çулçи те —
Тӗнче йăлтах пӗр ятлă ун — Анне.
Çак пӗчӗк çын кулсассăн та, йӗрсен те, —
Пӗр чун çеç ăнланать ăна — Анне.

Первое слово

 

Сынок мой птицу увидал в окне,
Ручонками к ней тянется упрямо.
На птаху глядя, объясняет мне,
Восторженно одно лепечет: «Мама!»

Вот одуванчик на пути возник,
И засияла солнечная гамма.
И снова изумленный детский крик,
Малыш, к цветку склонясь, щебечет: «Мама!»

Пока его не клонит сладкий сон,
Готов в окно смотреть до ночи самой.
И пальчиком указывает он
На ясный месяц, повторяя: «Мама!»

Родник и птицу, солнце и цветок
Все мамой называет мой сынок.
А слезы и улыбку малыша
Поймет лишь материнская душа.

Рейтинг@Mail.ru