Тысячи
литературных
произведений на69языках
народов РФ

Сегодня в ночь...

Перевод:
Светлана Гордеева

* * *

Паян каçпа
Телей шырарӗ
Чун, тухса кайрӗ
Çăпатапа
Пӗлмен çулпа.

Сырать паспа
Ултавлă туйăм:
Выртать пӗр уйăм
Таса шăпам
Купан-купан.

Вăрман çинче
Ăшшисӗр çулăм,
Куççульсӗр çулӗ
Инçе-инçе —
Чул хушшинче.

Çунатлисем
Вӗçме çуралнă:
Час кăмрăкланнă
Çурăмӗсем —
Мăнтарăнсем!

Кӗлленчӗк çеç
Хыçра хăварнă.
Чуна юнланă
Çÿлти вӗçев.
Ку — тӗрӗслев!

Йӗп çăртине
Кӗрсе тухмасăр
Телей курмастпăр —
Тур пÿрнине—
Чи пурçăнне.

Паян каçпа
Çут çалтăр пурччӗ.
Çав çăлтăр кулчӗ
Çăпатаран
Тата чунран.

 

 

 

* * *

Сегодня в ночь
Душа — на части
Пошла за счастьем.
В лаптях, ничуть
Не зная путь.

Мороз велел
Не верить чувствам:
На поле чистом
Собой чисты
Снопы-снопы.

Горит огонь,
Но он не греет,
Дорога тлеет
Длинней, длинней
Между камней.

Кто окрылён,
Летать рожденный:
Он опаленный.
Не без потерь —
Их жаль теперь!

Одна зола
От них осталась.
Душа металась —
Проверку ту
Не все пройдут.

В ушко иглы
Зайти бы надо,
Чтобы в награду —
Бог счастье дал,
Судьбой бы стал.

Звезда в ночи
Смеяться стала,
Лишь увидала
Пару лаптей
Души моей.

Рейтинг@Mail.ru