Француз Йăванӗн вилӗмӗ
Ăшри хӗлхем, кивӗ хăю пек, пăч! пăч! туса сÿнчӗ. Шалтан тапса тăракан вăй пулман та тейӗн: сӗвӗрӗлчӗ, çухалчӗ, каялла килмерӗ.
Пулнă вӗт-ха, пулнă, пӗтӗмпех пулнă! Мӗншӗн-ха халӗ çутă вырăнне — хура, ăшă пулас чухне — сивӗ? Вăл пахчара çӗршер-çӗршер тӗслӗ капăр чечексем хушшинче çÿрерӗ. Тусӗ-юлташӗсем илтме çук чӗлхепе унпа çепӗççӗн калаçрӗç, çил вăштăр! тусан пуçӗсене усса капăрлăхне кăтартрӗç.
Çут çанталăкăн хитрелӗхӗ кăштах ирӗлтерчӗ чунне, анчах каллех салху шухăш çитрӗ йăпшăнса: «Иртрӗ пурнăç... Ӗмӗтре эсӗ, çутă хула, пултăн... Эпӗ каятăп... Пурпӗр-пурпӗр эс манрах юлатăн...»
Урара вăй пачах пулмарӗ. Сивӗ тар тапса тухрӗ çамкине. «Выртас çакăнта!» — терӗ те лупас алăкне уçрӗ. Вырăн çине тӗшӗрӗлнӗ-тӗшӗрӗлмен куçне хупрӗ те тек уçмарӗ...
— Француз Йăванӗ вилнӗ! — терӗ тем вăхăтран кÿрши.
— Çапла, çапла, — пӗлтерчӗ унăн арăмӗ те. — Çÿренӗ çӗртех...
— Шел, шел... Çынни лайăхчӗ... Пурăнмалла та пурăнмаллаччӗ... — кашни вилерех калакан сăмахсене каларӗç ял çинче.
* * *
Ача-пăча ял хапхинчен тухнă та анчах ешерекен симӗс çерем çинче лапталла вылять. Шуйхашу, тӗркешÿ, хӗвӗшÿ... Ывăнчӗç те пӗр-пӗччен тăракан Йăван патне пычӗç.
— Ма пирӗнпе вылямастăн? — ыйтрӗç вӗсем.
— Тупнă вăйă! — терӗ лешӗ кăштах йӗрӗннӗ пек тутине пăркаласа. — Чупатăр ахалех...
— Тунката пек тăр ара... — сиввӗн каларӗç хӗрсем. — Урама пачах ан тух, урокусене хатӗрле.
— Эпӗ уроксем тумастăп, — евитлерӗ Йăван. — Эпӗ ташлама вӗренетӗп!
— Авă мӗн! — пӗрре кулса, тепре тӗлӗнсе пăхрӗç шӗвӗркке çине аслăраххисем. — Тен, пире те ура хуçма вӗрентӗн?
— Хам вӗренем-ха, вара куç курать...
— Ăçта, Мускавра Пысăк театрта ташласшăн мар пулӗ те тата?!
— Тен, ташлăп та! Эпӗ балерин пулатăп! — парăнмарӗ Йăван.
Ку сăмахсене илтсен хӗрсем-каччăсем, пӗчӗкрех шăпăрлансем ăна пурте килте çук-им тесе тăнлав патӗнче шӗвӗр пÿрнене çавăрса кăтартрӗç те тек тавлашса тăмарӗç, килӗсене саланчӗç.
Йăван та вӗсем хыççăн утрӗ. Пӗчченех пычӗ ял урамӗпе. Шухăшласа, ӗмӗтленсе калаçрӗ хăйӗнпе хăй:
— Ташлама вӗренетӗп те Францине каятăп... Унта питӗ чаплă теççӗ... Мӗн вăл пирӗн Çӗрпел ялӗ? Париж унран пин хут хитре... Пирӗн ялтан çав хулара никам та пулман, чи малтан эпӗ çитсе куратăп...
Ташлама тенӗрен Йăван чăн та ытарма çук хитре ташларӗ. Хăйне хăй тыткалани, çаврăнкалани питӗ килӗшÿллӗ курăнчӗç. Ак пуçларӗ клубра балет кăтартма! Сиккелет, пӗтӗрӗнет, чӗвен тăрса сцена çинче чупать! Ăна курма концертсене ватă çынсем те пыракан пулчӗç. Унччен шăл йӗрнӗ каччăсемпе хӗрсем Йăван тавра çÿрерӗç, унпа хисеплӗ пуплерӗç.
Шкул çулӗсем хăвăрт иртсе кайрӗç, ял ачи Мускава балет училищине вӗренме кӗрес тесе тухса кайрӗ. Ашшӗ-амăшӗ пур-çук укçине тыттарчӗ ăна, кÿршӗсенчен кивçен илчӗ, çула пил парса ăсатрӗ. Тӗп хулара ашшӗн тăванӗ Макçăм тетӗшӗ пурăнатчӗ, çавăн адресне çырса пачӗç, çыру пӗрле хучӗç.
Училищӗне вӗренме илмерӗç... Начар хатӗрленнине палăртса япăх паллă лартса пачӗç те яла таврăнма сӗнчӗç.
— Çук çав, яла каймастăп! — терӗ Йăван хăйне. — Балет мар-тăк — урăххи...
Хваттерте хăйӗн хуйхи пирки Макçăм тетӗшне каласа пачӗ.
— Францине питех каяс килет пулсан моряк пул апла пулсан! — терӗ тăванӗ. — Моряксем вӗсем таçта та çитсе кураççӗ.
Моряка вӗренме Йăван Ленинграда кайрӗ. Хальхинче ăна Мускаври тăванӗсем ăсатса ячӗç. Ашшӗ- амăшӗ пекех хут листи çине адреспа çыру çырчӗç. Моряк пулма та çăмăлах мар иккен. Тен, балет училищине вӗренме кӗресшӗн пулнине пӗлтермелле марччӗ унăн? Арçын ача çине мар, хӗр ача çине пăхнă пек пăхрӗç комиссирисем. Туртăнкаласа-туртăнкаласа аранах курсант пулма шанчӗç чăваш ачине.
Йӗркеллӗ вӗренесси пулмарӗ. Ашшӗ малтанах ӗне кÿпӗнсе вилни пирки çырса пӗлтерчӗ, кайран Йăвантан кӗçӗнреххисене çитерме-тăхăнтарма укçа çуккишӗн пăшăрханнине систерчӗ, юлашкинчен амăшӗ хытах чирленӗрен аслă ывăлне каялла яла чӗнсе ячӗ. Йăван унтан иртме хăнăхман, вăл каланă пек турӗ. Вăрăм пушă çӗклерӗ те çÿрерӗ уйсем тăрăх колхозăн ӗне кӗтӗвне пăхса. Тепӗр виçӗ кӗтÿçӗ те унпа пӗрле пулчӗç, анчах çамрăк çын хăйӗн шухăшӗпе айланчӗ, вӗсемпе нумай калаçма вăхăт та пулмарӗ.
Ӗмӗчӗсем вара çаплипех Франци, асамлă Париж тавра явăнчӗç. Халӗ вăл май килсенех çак çӗршыв çинчен вуларӗ, радиопа итлерӗ. Кăрт! сикрӗ чӗрийӗ кашнинчех хăйӗн çутă тӗллевӗсем патне çаврăнса çитсен. Малта чăтма çук пысăк илӗртÿ тăчӗ, çавăнта, çавăнта туртăнчӗ çамрăк! Çитесчӗ унта, çÿресчӗ чаплă урамсемпе! Кӗрсе курасчӗ тӗнчипе паллă музейсене! Париж сцени çинче курасчӗ чаплăран та чаплă балетсем, итлесчӗ пуçа çавăракан кӗвӗсем. «Париж! Париж! Париж!» — янăрарӗ пуçӗнче. Унта — çутă, унта — таса, унта — ырă! Çӗр çинчи тӗрӗсмарлăх, каварлăх, тасамарлăх, ултавлăх, курайманлăх, тавлашулăх, хаярлăх, тата ытти те, тата ытти те — пурте, пурте, мӗн начар, пурте унта çуккăн туйăнчӗ ăна. Çавăнта, çавă таса тӗнчене çитесшӗн çунчӗ çамрăк çыннăн чӗри. Хăй — тăван ялта, ӗмӗчӗ-шухăшӗ — Парижра пурăнчӗ.
Кӗтÿçре çÿрекен каччăна, ялта виç сăмахран пӗрне Франци пирки калаканскере, Француз Йăванӗ тесе чӗнме пуçларӗç.
Вăхăт шурӗ. Тантăшӗсем авланса çемьеллӗ пулчӗç, ача-пăча çуратрӗç. Инçе çула пуçтарăнма Йăван çаплипех укçа пухрӗ. Хăйӗнчен кӗçӗннисем килтен тухса кайса пӗтрӗç. Пӗррехинче каçхи сӗтел хушшинче ашшӗпе амăшне çапла пӗлтерчӗ:
— Пурăнкалăр хăвăр пӗлнӗ пек, эпӗ тинӗсре ишме каятăп. Алă-ура сып-сывă, вăй пур, пӗр-пӗр пăрахут çинче рабочи пулса ӗçлӗп. Тен, шăпа пÿрсен, Франци çыранне те анса курăп...
Ашшӗпе амăшӗ хирӗçлемерӗç. Йăван вăрăм çула ăсанчӗ.
Канаш станцине çитсенех çухалса ÿкрӗ. Хăй картса хунă пек тÿрех Севастополе çитме тăрăшмалла-ши, е Мускавра чарăнса пӗр-пӗр балет курмалла? Театрсем тăрăх çÿресен пăрахут çине лекӗ-ши вăл? Апла та касса- виçсе пăхрӗ, капла та, тӗп хулана çитсен чăтаймарӗ, Макçăм тети патӗнче япалисене хăварчӗ те Мускаври французсен театрне васкарӗ, Парижран, Тулузăран, Рубетата ытти хуласенчен килнӗ артистсен спектаклӗсене пăхма çитрӗ. Чунтан-чӗререн савăнчӗ Йăван, ӗнер-виçӗм кун Çӗрпел тăрăхӗнче ӗнесем тавра утнă хыççăн чаплă вырăнта хăй мар, такам урăххи ларнăн туйăнчӗ ăна. Тепӗр кун — каллех театр, каллех çӗнӗ спектакль. Тата тепӗр кун — каллех çапла. Эрнипех театртан тухма пӗлмерӗ, Йăванăн темиçе çул пухнă укçийӗ çилпе вӗçсе кайрӗ тейӗн, питӗ хăвăрт саланчӗ.
— Севастополе çитесшӗн тетӗн-и-ха?— ыйтрӗ каçхине Макçăм тети. — Илӗç-ши сана пăрахут çине, ахаль сулланса çÿрени пулмӗ-ши? Рабочи пулма та ятарлă пӗлÿ кирлӗ унта. Эсӗ мӗн тума пӗлетӗн? Пушăпа шартлаттаракансене кӗтеççӗ-ши вара?
— Мӗн тăвас-ха манăн? — пăшăрханчӗ Йăван. — Эпӗ вӗт... Эпӗ Францие çитсе курасшăн... Ниуштă манăн ӗмӗт пурнăçланмасть?
— Мӗншӗн пурнăçланмасть? — çамрăк арçынна хавхалантарасшăн пулчӗ Мускав çынни. — Укçа татах пухмалла та туристсен ушкăнӗпе каймалла.
Макçăм тети Йăван çине куç илмесӗр пăхрӗ. Хăй мӗн каланине вăл хăй те ӗненмерӗ.
Çамрăкки ӗненчӗ. Нумайччен-нумайччен пуçне пӗксе ларчӗ те çапла каларӗ:
— Юрӗ, каллех яла таврăнатăп. Хальхинче нумай- нумай укçа пухатăп. Тен, кун-çул вӗçлениччен çитсе курăп çитес тенӗ çӗре...
Яла Йăван мар, Франци президенчӗ килнӗ тейӗн: пӗр-ик кун аякри çӗршыв ятне каламан çын юлмарӗ те пулӗ. Колхоз кӗтÿççи хаклă театрсенче çÿрени пирки тем тӗрлӗ хыпар та сарчӗç, район хаçачӗ те пысăк статья çапса кăларчӗ Йăванăн сăнÿкерчӗкӗпе. Мускавран илсе килнӗ афишăсене те кăтартнă: акă, суя мар, чăнни тесшӗн пулнă пулӗ журналистсем.
Çӗрпелте тӗлӗнмелле çын пурăнни пирки юнашар ялсенче те сас-хура сарăлчӗ. Кăсăкланса ыйтса пӗлчӗç пӗр-пӗринчен, хăшӗсем унпа мухтанчӗç, хăшӗсем камит ăсти мар-и! тесе аллисене сулчӗç. Темле пулсан та, аслăрах çулсенчи çынсем Йăвана тӗл пулсан пуçӗсене сулса иртрӗç.
Вăхăт татах малалла шурӗ. Кун хыççăн кун, çулсем хыççăн çулсем иртрӗç. Йăван çаплипех кӗтÿре çÿрерӗ, май килнӗ таран укçа пухрӗ. Халӗ вăл кăштах лăпланчӗ, çамрăк чухнехилле тапăртатса тăрса Францие васкамарӗ. Хăйӗнчи тасалăха çынсем патне çитерме тăрăшрӗ. Вăл хирӗçнине, тавлашнине, çын çинчен япăх каланине, такам пирки элеклесе панине ялта пурăнакансем пӗрре те курмарӗç.
— Йăван пек тӗрӗсси çук, — текелерӗç хӗрарăмсем, — Турă вырăнӗнче пулсан хирӗç тăр та сăхсăх... Ашшӗпе амăшӗ вилчӗç. Йăван пӗчченех юлчӗ. Тахçанах авланса тахçанах ача-пăчаллă пулмаллаччӗ унăн, анчах та те шăпа кÿменрен, те хăй тăрăшманран çаплипех хусахра çÿрерӗ.
Юрату тени, чун-кăмăла астаракан шухăш-ӗмӗт, тепӗр тесен, ухмах ача çулӗсенче те, ăслă-тăнлă пурăннă вăхăтра та сасартăк ăша кӗрсе ларать те пӗр хушă тăнсăр-пуçсăр туса хурать.
Йăванпа та çаплах килсе тухрӗ.
Кӗтÿç ӗçӗ, тарăнрах шухăшласа пăхас пулсан, çăмăл ӗç те мар, пархатарлă та мар. Тата — пӗрешкеллӗ. Йăван пӗр-пӗччен юлсан, те тунсăха пула, пахчара чечексем ӗрчетме шутларӗ. Малтанах — пурте пӗлекен астрăсемпе гладиолуссене, каярахпа — чӗвӗл-чӗвӗл петунисемпе мăнаçлă розăсене ретӗн-ретӗн лартса тухрӗ. Хăйӗнчен хăй тӗлӗнчӗ кăштахран самаях çулланнă арçын: чечек пырса туянаççӗ те ялти хӗрарăмсем самаях укçа-тенкӗ хăвараççӗ крыльца çинче. Кӗтÿ пăхса аппаланнинчен тупăшлăрах та иккен выльăх çимен курăка ӗрчетме...
Çиме юрăхсăр тенӗрен... Çук, Йăван темле ӗçе те тӗплӗн тума хăнăхнă, чечексене те вăл юратса, чун- чӗререн ÿстерчӗ. Вӗсем унăн юлташӗсем те, çумра çук чипер мăшăрӗ те, ашшӗпе амăшӗ те пулса тăчӗç. Вӗсемпе вăл сасăпах калаçрӗ, канашларӗ, сӗнÿсем ыйтрӗ.
...Йăван çавă кун район центрне кайнăччӗ те колхоз машинипе ял вӗçне çитнӗччӗ. Ăна Кӗтерук, яланах тӗлли-паллисӗр калаçакан хӗрарăм, уй хапхи хӗрринче пурăнаканскер, ял-йышра мӗн пулса иртнине ирӗн- каçăн тӗппи-йӗрипе пӗлсе тăраканскер, кӗтсе илчӗ.
— Çил кастарса çÿретӗн, паçăрах килÿ умӗнче хӗрарăм ларать, — терӗ вăл Йăвана. — Хуларан пулас. Арăк-марăк сăрланнă, километртан духи шăрши кӗрет...
Чăн та, Кӗтерук каланă пекех, хапха умӗнчи пӗрене çинче чăлтăр-чалтăр тăхăннă, театрти пек сăрланнă палламан хӗрарăм ларать.
— Эсир-и вăл Йăван текен сад ăсти? — ыйтрӗ вăл сывлăх сунмасăрах.
— Эпӗ пулам-ха та... — çухалчӗ арçын. — Мана Сирӗн пирки каларӗç... Темпе усăллă пулăп...
— Сирӗн женьшень пур теççӗ, — терӗ хӗрарăм Йăван çине пăхмасăр. — Мана питӗ кирлӗ... Пӗр вунă тӗп...
— Çук, çук!— çухалса ÿкрӗ Йăван. — Ун чухлӗ тем каласан та параймастăп! Пӗр пиллӗк тесен...
— Вуннă! — хыттăн каларӗ хӗрарăм. — Мӗн хак тăрать?
— Хакӗ-пуçу... Пӗлместӗп... — мăкăртатрӗ Йăван.— Хулари пасарти пек ыйтаймăн...
Хӗрарăм укçа тÿлерӗ те урама тухса ларчӗ.
— Эсир, каçарăр та, эмелне тума пӗлетӗр-и? — чăтаймасăр ыйтрӗ ялти арçын. — Сирӗн мӗн ыратать? Лешӗ шăл хушшипе каларӗ:
— Сана мӗн ӗç! Укçа — кӗсьере, кайса ӗçме пултаран! Ку сăмахсене илтсен Йăван чăтаймарӗ, хӗрарăма хăйне йӗркеллӗ тытма ыйтрӗ:
— Мана Сирӗн укçу кирлӗ мар, каялла илме пултаратăр. Тулӗк ман пирки пӗр сăмах та начарри ан каланă пултăр... Ăçтан килнӗ, çавăнта утăр... Сывă пулăр! Йăван пахчана тухрӗ, кӗшӗлтетсе çÿрерӗ, хăш-пӗр ӗçсене турӗ. Хапха алăкне уçса пăхрӗ те каллех унчченхи хӗрарăм ларнине курчӗ.
— Эсир халӗ те кунтах-иç?— тӗлӗнчӗ вăл. — Киле çӗрле каяс тетӗр-и?
— Машина çавăрăнса çитеймерӗ, — пӗлтерчӗ хӗрарăм. Халӗ вăл пачах та якăлтатмарӗ. — Çӗмӗрӗлчӗ пулас çул çинче.
— Атя апла, кӗрсе лар лупаса, — чӗнчӗ ăна хусах арçын. — Хăмла авăрӗнчен çиччас чей вӗретсе ӗçтеретӗп! Хулари хӗрарăмшăн лупас çăтмах пек туйăнчӗ пулас. Унта вырнаçса ларсанах урамри кăнттам хӗрарăм мар, пурнăçра чăн-чăн пулакан çепӗç те черчен турăшпи тухса тăчӗ ял арçынӗ умне.
— Каçарăр та... — терӗ халӗ Йăван, мӗнле чӗнсен лайăхрах-ши Сире?
— Светлана, — терӗ хӗрарăм.
— Эпӗ — Йăван, — аллине тăсрӗ кил хуçи. Такампа та, тем пирки те сăмах тупма пӗлекен чечек ăсти хуларан килнӗ хӗрарăмпа та пӗр чӗлхе тупрӗ. Лешӗн ватă амăшӗ хытах чирлет иккен, сăмах илтсе ятарласа Шупашкартан Çӗрпеле çити çитнӗ.
— Юлăр кунтах, авă, тăпчана Сире паратăп. Каçа хирӗç çула ан тухăр. Ыран унта куç курать... — пӗлтерчӗ арçын.
Машина килмерӗ, Светлана Çӗрпелте юлчӗ.
Хӗвелпе пӗрлех тăма хăнăхнăскер, Йăван шурăмпуç çитичченех пахчара çÿрерӗ. Кӗçех хула хӗрарăмӗ те лупас айӗнчен тухрӗ. Арçын ыт ахальлӗн ун çине пăхрӗ те шалт хытса тăчӗ. Шăп та тÿлеклӗ çуллахи ир хӗвелӗн пӗрремӗш пайăркисем айӗнче ытла та хитре курăнчӗ вăл. Сарă çÿçлӗскер, вăтам пÿллӗскер, тăпăл-тăпăл кӗлеткеллӗскер, арçынна ыталас тенӗн аллисене сарчӗ те: «Саватăп сана, çӗнӗ кун!» — тесе янратрӗ. Унтан çавăнтах хушса хучӗ: «Бонжур!»
— Мӗскер, мӗскер, эсир мӗн, французла пӗлетӗр-им? — ыйтрӗ кил хуçи.
— Паллах! — çиçрӗç хӗрарăмăн куçӗсем. — Эпӗ вӗт ачасене шкулта французла вӗрентетӗп! «Француженка» эпӗ!
— Авă мӗн... — тӗлӗнчӗ Йăван. «Турă пурах пуль, вăлах янă пулӗ ăна ман пата...» — вӗçсе иртрӗ шухăш пуçӗнче. — Пӗлетӗр-и, манăн ӗмӗт — Францире пулса курасси, — пӗлтерме васкарӗ вăл. — Çавăнпа çак çӗршыв пирки нумайрах пӗлме тăрăшатăп, хăш-пӗр сăмахсене вӗренетӗп. Эсир мӗн каланине тÿрех ăнлантăм, сывлăх сунатăп терӗр эсир.
Халӗ Светлана та хăй тӗлӗннине пытармарӗ:
— Ялта... Кӗтÿç... Сад ăсти французла вӗренет... Ăнланмастăп!
— Мӗн ăнланманни?! Эпӗ вӗт Парижра театрсемпе музейсем, парксемпе палăксем курасшăн, çыннисемпе паллашасшăн. Чӗлхесӗр этем вăл суккăр пекех... Каятăпах, пурпӗрех каятăп унта!
— Питӗ, питӗ кăсăклă... — пăшăлтатрӗ хӗрарăм. — Мӗн тума кирлӗ сана Франци, Париж? Мӗншӗн урăх çӗршыв мар, мӗншӗн урăх хула илӗртмест?
— Франци вăл — этемлехӗн чапӗ, Франци вăл — пур çынсен ӗмӗчӗ, Франци вăл — чи аслă культура... Эсӗ хăв пулнă-и Францире?! — чупса пычӗ Йăван Светлана умне.
— Пулнă, — пӗлтерчӗ лешӗ.
— Эсӗ — Францире? — татах тӗлӗнчӗ арçын. — Парижра çÿренӗ-и?
— Аха, ара, — хуравларӗ хӗрарăм.
Йăван кăштах ӗненмесӗр пăхрӗ. «Вăл, çавă чаплă çӗрте пулнăскер, ним пулман пек калаçать... Çуккă пулӗ унăн чунӗ, ăшра нимле вӗри туйăм та хăварман ылтăн çути сапакан Париж», — шухăшларӗ хăй. Йăван чей вӗретрӗ те лупасри сӗтел хушшине Светланăпа вырнаçса ларчӗ. Мӗн курни-илтнине, вуланине- пӗлнине пӗтӗмпех каласа пама ыйтрӗ вăл хӗрарăма. Лешӗ хирӗçмерӗ, хăй студент чухне Францине кайса килнине тӗпӗ-йӗрӗпех аса илчӗ.
— Вӗрент мана французла калаçма! — йăлăнчӗ кил хуçи. — Атя иксӗмӗр кайса килетпӗр çавă çӗршыва туристсем пулса!
— Укçу çитет-и-ха?— тÿрех ыйту пачӗ Светлана. — Сахалах кирлӗ пулмасть.
— Хама валли пур. Кирлӗ-тӗк — сан валли пухатăп!
— Эпӗ хирӗç мар,— хитрен кулса илчӗ хирӗç лараканни.
— Кавалер пулса илсе кай-ха апла... Манăн упăшка çук, никам та кӗвӗçмест...
Хулана чечексем сутма кайсан Йăван кашнинчех Светлана патне кӗрсе тухрӗ. Тӗл пулсанах вӗсем пӗр- пӗринпе французла калаçкаларӗç, пин те пӗрремӗш хут Францие епле каяссине сÿтсе яврӗç.
Светлана Йăваншăн çывăхрах та çывăхрах пулчӗ, хитререх те черченкӗреххӗн курăнчӗ. Хăй те сисмерӗ, чӗрийӗ юратупа пурăнма пуçларӗ. Светланăна вăл ырă сăмахсем каларӗ, качча тухса яла куçма сӗнчӗ, хирӗçленине кура вăрласа каяссипе хăратрӗ.
— Францие юратнă пекех сана та юрататăп. Умра çутатса тăракан хӗвел те сан пек ăшă мар, каçхи уйăх та сан пек шухă мар, иртекен пурнăç та сан пек хаклă мар, — калаçрӗ пӗр каç Йăван Светлана умӗнче. — Эсӗ — манăн ӗмӗтленни, мана çутă парканнни, тӗнче хӗрне чӗнекенни. Эсӗ — чăн-чăн тасалăх, манăн ăнтăлу, манăн пуласлăх, манăн телей, манăн савăнăç. Эсӗ вăл — эпӗ... Хулари хӗрарăм ял арçынне кăкри çумне чăмăртарӗ те: «Тӗлӗнтермӗш çын эсӗ!» — терӗ.
Йăван кӗтÿ пăхма пăрахрӗ. Халӗ вăл кун сиктерсе тенӗ пек Шупашкара хутларӗ. Чечексем кăна мар. тӗрлӗ пахча çимӗçе те пасара çӗклерӗ. Хăвăртрах укçа ӗçлесе илсе хăвăртрах Парижа çитме васкарӗ. «Франци, Франци, Франци! Париж, Париж, Париж!» — çаплипех янăрарӗ хăлхара, çаплипех хавхаланса каларӗ çакă сăмахсене, çаплипех çутă ӗмӗтсемпе пурăнчӗ вăл. Çаплипех пурнăçри тасамарлăха ăнланмасăр, курмасăр тăчӗ. Çӗрпел ялӗнче Француз Йăванӗнчен йӗп çӗрри чухлӗ те усал каланине те илтмерӗç, тӗрӗс мар тунине те курмарӗç. Сăпайлăхӗ, тараватлăхӗ, ӗçченлӗхӗпе тăрăшулăхӗ, çынпа хутшăнма пӗлни, пурне те ырă сунни, яланах пулăшма хатӗрри тата ытти те пурне те тӗлӗнтерсе пурăнчӗ.
— Акă пӗтӗм укçа, — пӗчӗк пакета тытарчӗ Светланăна Çӗрпелтен васкаса çитнӗ Йăван. — Халӗ пӗтӗмпех сантан килет, манăн юратуçăм... Атя, кайрăмăр туристсен фирмине, путевка туянатпăр.
— Кунта, Шупашкарта, Францие илсе каяканни çук. Мускава каймалла, — пӗлтерчӗ Светлана. — Тата ют çӗршыв паспортне тутармалла... Эсӗ шухăшланă пек хăвăрт пулмасть. Тепӗр тесен, мана кам паян-ыран отговаривает пуск парать? Çапла тăватпăр: укçуна хăвар, эпӗ интернет урлă путевкăсем те илӗп, паспортсене те хатӗрлӗп.
Йăван, кăштах хуçăлчӗ пулсан та, килӗшрӗ.
— Мӗн тăвасси пур, шухăшпа таçта та хăвăртах çитме пулать, ӗçпе — йывăртарах... — калаçрӗ вăл.
Ялта хăй ют çӗршыва халь-халь тухса каясси пирки ваттине те, çамрăккине те каласа хучӗ.
— Тинех ӗнтӗ ... — терӗç нумайăшӗ. — Хăçантанпа муритленет, асапланать. Кайса килсен лăпланӗ-ши тулӗк? Çынсем пек мар вӗт, пӗрмай таçта туртăнать... Тепӗр икӗ эрнерен Шупашкара çитрӗ сад ăсти, пасарта тăрса тухрӗ те Светлана хваттерне васкарӗ. Лешӗ килте пулмарӗ. Телефонпа та шăнкăравласа пăхрӗ, çыхăнма тÿр килмерӗ.
Чӗрийӗ нăйкăшса илчӗ Йăванăн, ырă мара туйрӗ. «Мӗн пулнă-ши Светланăпа, ăçта-ши çÿрет?» — шухăшларӗ арçын.
Шкула çитрӗ, директор патне çул тытрӗ.
— Светлана Петровна ӗнер кăна ӗçе пăрахрӗ, тем тӗрлӗ ыйтсан та ÿкӗте кӗмерӗ, — пăшăрханса калаçрӗ типтерлӗ хӗрарăм.
— Ăçта-ши вăл халӗ? — хăюсăррăн ыйтрӗ Йăван.
— Пӗлместӗп çав, темӗн унăн пуçӗнче... Питӗ васкаса таçта тухса каймаллине каларӗ.
«Франци... — пуçне пычӗ пӗрремӗш шухăш арçынăнне.
— Франци... Мансăрах кайнă...»
— Юрӗ апла,— сывпуллашрӗ Йăван. — Тен, тем пӗлсен шăнкăравласа пӗлтерӗр, тархасшăн, — телефон номерне хаçат татки çине çырса пачӗ вăл.
— Эсир кам пулатăр-ши? — ыйтрӗ директор.
«Кам-ши эпӗ?» — пӗр авăк чӗнмесӗр тăчӗ шухăша путнă çын.
— Темле каламалла... — аранах тухрӗç сăмахӗсем.— Çывăх тусӗ темелле-ши? Анчах та çывăх туссене суймаççӗ... Шăнкăравлăр, тархасшăн, — йăлăнчӗ вăл каллех.
— Манăн ăна тупмаллах...
Хӗрарăм директор, арçын хытă куляннине кура, Светлана Петровна уншăн хаклă çын пулнине ăнланчӗ те пулӗ, çавăнпа мӗн илтнине шăнкăравласа пӗлтерме шантарчӗ.
Малтанах Светлана шăнкăравласса кӗтрӗ Йăван. Каярахпа директортан хыпар çитессе шанса пурăнчӗ. «Ниуштă тарчӗ, ниуштă улталарӗ?» — ӗненмерӗ малтанхи кунсенче вăл.
Ирпе кун, кунпа çӗр пӗрлешрӗç ял çыннишӗн.
Йăван вырăн тупаймарӗ. Почтальон çырупа янă паспортне пырса парсан яланлăхах пуçне пӗкрӗ. Нихăçан, нихăçан курман ултав, суя, тӗрӗсмарлăх унăн чӗрине касрӗç. Тӗлӗнме çук çын хаярлăхӗ, унăн ирсӗр ӗçӗ, йӗксӗклӗхӗ ăна вӗлересшӗн пулчӗç.
— Светлана Петровна, чăн та, юлташ арçынӗпе Францине кайнă терӗç, — пӗлтерчӗ тепӗр кунне шкул директорӗ. — Кӗçех çаврăнса та çитеççӗ пулӗ... Ку калаçу хыççăн Йăван пӗрремӗш хут хăйӗн аллипе эрех кӗленчине уçрӗ те хăйӗн аллипех черккене тултарса ӗçсе ячӗ. Виçӗ хут шалт та шалт тутарнă хыççăн кӗленчепе черккене çапса çӗмӗрчӗ те ял айăккине, уя, тухса утрӗ...
Çук, укçа мар, чунри тасалăх хаклăрах пулчӗç Йăваншăн. Çук. Укçа мар, çынна ӗненни, юратни, савни, хисеплени, пурнăçри çутă ӗмӗтсене курса çÿрени пӗр вăхăтра, пӗр самантра çухалчӗç. Ăшă та çепӗç сăмахсемпе кăна пурăннăскер, чăтма çук тасамарлăхпа куçа куçăн тăчӗ те мӗн тумаллине пӗлмерӗ. Шел те, вăл ытла та вăйсăр пулчӗ хуралăхпа кӗрешме... Кӗрешме вăл вӗренмен те, хăнăхман та, мӗншӗн тесен çыннăн хуралăхне нихăçан та курман...
Юрату... ӗнер пулнă юрату таçта кайса кӗчӗ. Унăн вырăнӗнче темӗнле сивӗлӗх тăчӗ чӗринче. Светланăн суя ăшă сăмахӗсем пите пӗçертрӗç... Çынна ӗненни те çак юратупах сÿнчӗ.
Йăван килне хупăнса ларчӗ те яла тухмарӗ. Пӗр вӗçӗмсӗр хăйӗн юратнă чечекӗсемпе калаçрӗ, нумайччен вырăн çинче выртрӗ, лупасрах пурăнчӗ. Хушăран Шупашкара мар, район центрне кайса сутă турӗ, çимелли туянчӗ те каллех хупăнса ларчӗ. Унччен йăрăс-йăрăс çÿрекен çын лÿп-леп утакан пулчӗ.
Ялта пурнăç хăй еккипе чупрӗ, Йăванăн — хăйнелле. Çынпа калаçма, хутшăнма пăрахнăскершӗн лупас пӗтӗм тӗнче пулса тăчӗ. Светланăна, хăй юратнине аса илчӗ, Франципе Париж çаплипех вăхăтăн-вăхăтăн ăна хумхантарчӗç. Анчах унта каясса тек ӗмӗтленмерӗ вăл, унчченхиллех çутă та пулмарӗç уншăн вӗсем. Хаклă çынсене — ашшӗпе амăшне хисепленӗ пек астуса пурăнчӗ вӗсене вăл.
Йăван йăмшакланчӗ. Сывлăхӗ çулсерен мар, кунсеренех чакрӗ. Ăш-чикӗ унăн хăйӗнчен малтан çунса кӗлленчӗ, вилчӗ. Черетре кӗлеткийӗ пулчӗ...
* * *
Француз Йăванне юлашки çула ăсатма пӗтӗм ял-йыш пухăнчӗ. Кÿршӗ ялсенчен машинăсемпе те, çуран та ушкăн-ушкăн çын çитрӗ. Арçынсем те, хӗрарăмсем те; пӗлекеннисем те, пӗлменнисем те; пуçлăхсем те, хура алăллисем те; аслисем те, çамрăккисем те — пурте çывăх тăванпа, хаклă çынпа сывпуллашма килчӗç.
Тупăка килтен илсе тухсан, хапха умне лартсан, ял пуçлăхӗ митинг ирттересси пирки пӗлтерчӗ, хăех пуçласа сăмах каларӗ:
— Санăн черченкӗ чӗрÿ суялăха, суткăнчăклăха чăтаймарӗ, — терӗ вăл. — Тасалăхсăр пуçне урăх ним те курасшăн пулмарӗç куçусем, хитре кӗвӗ кăна илтесшӗнччӗ хăлхусем. Çӗр çинчи тӗрӗсмарлăх саншăн ютра тăчӗ... Каçар эсӗ çынсене...
— Кӗтÿçре çÿрерӗ-и Йăван, сад ăсти ятне илчӗ-и, чунӗпе пысăк пулчӗ вăл. Таса шухăш-кăмăлпа çÿресен эпир кашниех аслă, — сăмахларӗ шкул директорӗ.
— Пирӗншӗн тӗслӗх вăл, — калаçрӗ ял хӗрарăмӗ. —
Çынна çын сума суса пурăннинчен ырри çук. Йăван ăшă кулăсăр иртсе кайман.
Нумай-нумай ырă сăмахсем каланă хыççăн ял-йыш умне Мускавран çитнӗ Макçăм тетӗшӗ тухса тăчӗ. Туяпа вăл, йывăррăн сывлать, ватлăха пула сассийӗ шăппăн илтӗнет:
— Мӗн ачаран Йăван Францине, Парижа кайма ӗмӗтленетчӗ... Ӗмӗтленни çитмерӗ пулсан та вăл пире тасалăха, çутăлăха туртăнма вӗрентрӗ.
Кӗçех Француз Йăванӗн вил тăпри çине хăй ÿстернӗ чечексене хучӗç. Вӗсем хушшинче такам илсе килнӗ Париж сăнÿкерчӗкӗ ялкăшса выртрӗ.
Смерть Ивана-француза
Волшебная искорка в душе погасла, словно слабенькая лучина в ночи. Как будто и не было бьющей ключом внутренней силы: рассеялась, пропала и больше не появилась.
А ведь было все, было все-все! Отчего же теперь вместо света — темень, вместо тепла — стужа?
Он брел по саду мимо манящих разноцветьем роскошных цветов. Они говорили с ним на неслышимом другими ласковом языке, качая чудесными головками при каждом свежем ветре.
Красота родной природы чуточку размягчило его сердце, но вскоре вновь пронзили затаившиеся в душе грустные мысли: «Жизнь прошла... Ты был моим городом светлой мечты... Я ухожу... Но ты все равно останешься во мне...»
В ногах не осталось никаких сил. Лоб покрылся холодным потом. «Прилягу здесь!» — решил он и открыл двери сарая. Бессильно свалился на топчан и закрыл глаза. Он закрыл их навеки...
— Иван-француз помер! — известил чуть погодя его сосед. — Да, да, — подтвердила и его жена. — А ведь только что был жив-здоров...
— Жаль, жаль... Хороший был человек. Жить бы да жить... — говорили привычные при смерти любого человека слова в каждом сельском доме.
* * *
Детвора выбежала за околицу и затеяла игру в лапту на зеленеющей лужайке. Шум-гам, толкотня-беготня... Видимо, дети затем устали и подошли к стоящему в сторонке Ивану.
— Почему ты не играешь с нами? — поинтересовались они.
— Нашли игру! — скривил невольно губы Иван. — Бегаете тут впустую...
— Ну и стой тут как пень... — с обидой сказали девчата.
— Не выходи на улицу совсем, делай уроки...
— Зачем мне эти уроки, я учусь танцевать!
— Вот оно что! — с удивлением посмотрели на мальчугана дети постарше. — Может, и нас научишь кренделя выделывать?
— Сначала сам научусь, потом видно будет...
— И где же ты — в Москве ли, в Большом театре, будешь танцевать?
— Может, и буду! Я стану балетным артистом!
Услышав эти слова, парни и девчата, даже малышня, покрутили у виска пальцем и разбежались по домам. Иван тоже побрел за ними. Шел один по сельской улице, мечтая о светлом будущем:
— Научусь танцевать и поеду во Францию... Говорят, там все очень прекрасно... Что уж тут наша деревня Серпел? Париж тысячу раз красивее... И никто из нашей деревни там не был, я буду в нем первым...
А танцевать, правда, Иван танцевал замечательно. Умел красиво двигаться, плавно кружиться. Как начал показывать в клубе «балет»! Прыгает, вертится, встанет на носочки и бегает по сцене! Даже пожилые люди начали приходить на концерты посмотреть на него. Скалившие раньше зубы парни и девушки крутились вокруг Ивана, говорили с ним с почтением.
Школьные годы пролетели незаметно. Сельский парень уехал в Москву, поступать в балетное училище. Родители достали для него последние деньги, заняли и у соседей, благословили на дорогу. В столице жил родственник отца —дядя Максим. Написали его адрес, вложили для него письмо.
В училище парня не приняли. Мол, недостаточно подготовлен. Поставили низкую оценку и посоветовали вернуться на родину.
—Нет уж, не вернусь в деревню! —сказал сам себе Иван. —Если не балет —то другое...
В квартире рассказал про свою беду дяде Максиму.
—Если очень хочешь в Париж, стань тогда моряком! —посоветовал тот. —Моряки они где только не бывают...
Учиться на моряка Иван поехал в Ленинград.
На этот раз его провожали московские родственники. Как и родители, написали на бумажке адрес и письмо.
И стать моряком оказалось непросто. Может быть, ему не стоило говорить о том, что поступал в балетное училище. Члены приемной комиссии смотрели на него не как на парня, а как на девушку. Посовещавшись, решили все же зачислить его курсантом.
Учиться толком не удалось. Отец написал вначале, что у них не стало коровы по несчастью, потом сообщил, что не хватает денег одевать-обувать младших, под конец позвал сына обратно домой из-за тяжелой болезни матери. Иван привык всегда слушаться его и все сделал так, как он просил.
Вернувшийся домой парень взял в руки длинный кнут и пошел по полям за колхозным стадом коров. С ним были еще три пастуха, но лелеявшему свою мечту молодому человеку некогда было с ними долго разговаривать.
А мысли витали вокруг все той же Франции, далекого волшебного Парижа. Он старался при всякой возможности больше узнать про эту страну, читал про нее, слушал по радио. При каждой мысли о ней сердце билось сильнее и сильнее... Впереди были заманчивые земли, куда тянуло молодого человека все больше и больше. Дойти бы туда быстрей, ходить по чудесным улицам! Побывать бы в знаменитых на весь мир музеях! Посмотреть бы на парижских сценах прекрасные балеты, послушать великолепную музыку. «Париж! Париж! Париж!» —беспрестанно звучало в голове. Там — вечный свет, там —абсолютная чистота, там —великое благо! Думалось, что там нет коварства, несправедливости, ненависти, обмана, злости и много-много других человеческих пороков. Туда, в тот придуманный чистый мир, стремилось доброе сердце молодого человека. Наяву жил в деревне, а мечтою все время — в Париже. Через каждое третье слово вспоминающего Францию парня в деревне прозвали Иваном-французом.
Время неумолимо шло вперед. Ровесники завели семьи, родили детей. А Иван все еще копил деньги на дальнюю дорогу. Младшие в семье разлетелись из родного гнезда.
И вот однажды, во время ужина, он заявил отцу и матери:
—Поживите, как сможете, а я поеду плыть в море. Руки-ноги целы, силы есть, на каком-нибудь пароходе поработаю простым рабочим. Быть может, улыбнется судьба —выйду и на берег Франции...
Отец с матерью не стали возражать. Иван отправился в дальний путь. Прибыл на станцию Канаш и растерялся.
Доехать сразу до Севастополя, как и задумал, или остановиться в Москве и посмотреть какой-нибудь балет? Если ходить по театрам, попадет ли он на пароход? И так думал, и сяк, —доехал до столицы и не удержался: оставил вещи у дяди Максима и отправился во французский театр в Москве, чтобы посмотреть спектакли артистов, приехавших из Парижа, Тулузы, Рубе и других городов. От всей души радовался недавно ходивший в Серпеле за коровами Иван. Теперь казалось, что на таком великолепном месте сидит не он, а кто-то другой.
На другой день — вновь в театр, вновь — новый спектакль. И на следующий день все так же. Неделю не вылезал из театра, накопленные Иваном за несколько лет деньги очень быстро улетели на ветер.
— Так, говоришь, хочешь доехать до Севастополя? — спросил вечером дядя Максим. — Возьмут ли тебя на пароход, не потратишь ли время зря? Чтобы пойти туда рабочим, тоже нужны специальные знания. А что ты умеешь? Ждут ли там каких-то пастухов?
— Что же мне делать? — приуныл Иван. — Я ведь... Я хочу побывать во Франции... Неужели моя мечта не исполнится?
— Почему не исполнится? — поспешил успокоить москвич молодого человека. — Надо еще раз накопить денег и поехать по туристической путевке.
Дядя Максим внимательно посмотрел на Ивана.
Он и сам не поверил тому, что сказал. А молодой человек поверил. Сидел долго-долго, опустив голову, и сказал:
— Ладно, опять вернусь в деревню. На этот раз накоплю больше денег. Может, до конца жизни доеду туда, куда хотел...
В деревню будто приехал не Иван, а Президент Франции: наверное, не осталось ни одного человека, кто бы дня два не говорил о далекой стране. Каких только не было слухов в округе о походах колхозного пастуха в дорогие театры, даже районная газета напечатала большую статью с фотографией Ивана. Поместили также привезенные из Москвы афиши — наверное, журналисты хотели сказать: вот, мол, посмотрите, это не обман, а было на самом деле. Об удивительном человеке из Серпеле ходила молва и в соседних деревнях. С интересом спрашивали о нем друг у друга. Одни гордились им, другие, махнув рукой, говорили: «Ну не комик ли!» Как бы там ни было, люди постарше, повстречавшись с ним, уважительно кивали ему головой.
А время все шло и шло. Промелькнули день за днем, год за годом. Иван все еще работал пастухом, по возможности копил деньги. Сейчас уж он успокоился, не рвался в Париж, как в молодости. Старался донести свои чистые помыслы до других людей. Сельчане ни разу не видели его ругающимся с кем-то. Ни с кем не спорил, не говорил плохого о других, ни о ком не сплетничал.
—Справедливее Ивана нет, —говорили женщины.
—Хоть встань перед ним, как перед иконой, и молись...
Отец с матерью умерли. Иван остался дома один. Ему бы давно пора жениться, но то ли не судьба, то ли сам не захотел —он все еще оставался холостяком. А любовь, сводящая на время разум с ума, может вдруг нагрянуть и в наивные детские годы, и вполне в зрелом возрасте.
И с Иваном случилось то же самое.
Работа пастуха, если так подумать, и не легкая, и не благородная. А еще она —однообразная. Когда остался один, Иван от скуки начал разводить цветы в саду. Сначала посадил по рядам знакомые всем астры и гладиолусы, попозже — нежные петунии и великолепные розы.
Через некоторое время уже пожилой мужчина удивился сам себе: сельчанки приходят покупать цветы и оставляют на крыльце немалые деньги. Оказывается, выгоднее разводить несъедобную для коров траву, чем ухаживать за ними...
Если говорить о несъедобной траве... Нет, Иван привык любую работу выполнять добросовестно, и цветы он выращивал с любовью. Они стали для него и друзьями, и красавицей-женой, и отцом с матерью... Он разговаривал с ними вслух, советовался, размышлял о жизни.
...В тот день Иван ездил в районный центр. Вернулся на колхозной машине, слез у околицы. У сельских ворот его встретила болтунья Кетерук, знающая про всех и про все в деревне.
— Ходишь-бродишь неизвестно где, а тебя тут одна женщина давно дожидается, — выпалила она. — Из города, видать. Вся раскрашенная, издалека разит духами...
И правда, как и сказала Кетерук, у ворот его дома на бревне сидела разодетая во все пестрое и яркое, раскрашенная, как в театре, неизвестная женщина.
— Это вы садовых дел мастер Иван? — спросила она, даже не поздоровавшись.
— Да, это я... — растерялся мужчина. — Мне сказали о вас. Чем могу быть полезным?
— Говорят, у вас есть женьшень, — сказала она, глядя куда-то вдаль мимо Ивана. — Мне очень нужно... Где-то десять кустов...
— Нет, нет! — возразил Иван. — Не могу столько дать... Разве что штук пять...
— Десять! — твердо сказала женщина. — Сколько стоит?
— Даже не знаю... — пробормотал Иван. — Не попросишь, как на городском рынке...
Женщина заплатила и вышла на улицу.
— А вы, простите, умеете из него делать лекарство? — спросил напоследок Иван. — Что у вас болит?
Та процедила сквозь зубы:
— Какое вам дело! Деньги — в кармане, можете идти пропивать!
Тут уж Иван не выдержал, попросил женщину вести себя прилично:
— Мне ваши деньги не нужны, можете взять обратно. Только не говорите про меня ни одного худого слова. Идите туда, откуда пришли. До свидания! Иван пошел в огород, начал там копошиться. Через полчаса открыл ворота и вновь увидел сидящую около его дома ту же женщину.
— Да вы еще здесь? — удивился он. — Собираетесь домой поехать ночью?
— Машина не успела приехать, — уныло сказала женщина. Сейчас она была совсем другой. — Наверное, сломалась по дороге.
— Ну, заходите тогда ко мне, — пригласил холостяк.
— Можешь посидеть тут в сарае. А я сейчас же вскипячу чай с малиновыми листьями!
Городской женщине теперь и сарай, наверное, показался раем. Устроившись там, перед мужчиной сейчас предстала не грубиянка, а нежная и ласковая красавица.
— Простите, как мне вас называть? — поинтересовался Иван.
— Светлана.
— А я — Иван, — протянул ей руку хозяин дома.
Умеющий найти общий язык с кем угодно цветовод нашел подход и к этой городской женщине. Оказалось, у нее тяжело болеет мама, она специально приехала из Чебоксар в Серпел, наслышанная про целебные травы Ивана.
— Оставайтесь здесь пока, вот вам тут топчан. Ночь во дворе... Завтра там видно будет...
Машина не приехала. Светлана осталась ночевать в деревне.
Привыкший вставать с первыми лучами солнца, Иван чуть свет вышел в огород. Вскоре появилась и горожанка. Мужчина взглянул на нее и обомлел. Перед ним стояла настоящая красавица. Светлые волосы, ладная фигурка, блестящие глаза... Она раскинула навстречу солнцу руки, будто собиралась обнять мужчину, и весело произнесла:
— Приветствую тебя, новый день! — и тут же добавила:
— Бонжур!
— А что, вы знаете французский? — спросил Иван.
— Конечно! — еще ярче засияли глаза женщины. — Я ведь учу детей в школе французскому языку. «Француженка » я!
—Вот оно что... —удивился Иван. «Боже мой, наверное, это он послал ее ко мне...» —промелькнуло в голове. —Видите ли, моя мечта —побывать во Франции, —поспешил сообщить он. —Поэтому стараюсь как можно больше узнать об этой стране, учу некоторые слова. Я сразу понял, что вы сказали: «Здравствуйте!» Теперь и Светлана не скрывала своего удивления:
—Сельский пастух... Садовод учит французский... Не понимаю!
—Да что тут непонятного? Я ведь хочу посмотреть в Париже театры и музеи, парки и памятники, познакомиться с его людьми. А без знания языка человек как слепой... Поеду, все равно поеду туда!
—Очень, очень интересно, —прошептала женщина.
—Зачем тебе Франция, Париж? Почему именно они, а не другие страны и города?
—Франция —это гордость человечества, Франция —это мечта всех людей, Франция —это самая высокая культура... Вы сами были во Франции? —подбежал он к ней.
—Была.
—Вы —во Франции? Ходили по Парижу?
—Да, да...
Иван посмотрел на нее немножко с недоверием.
«Она, побывавшая в такой удивительной стране, разговаривает со мной как ни в чем не бывало... У нее, наверное, нет сердца, золотые искры Парижа не оставили в ее душе никаких следов», — подумал сам. Иван вскипятил чай и вместе со Светланой сел за стол. Попросил рассказать обо всем увиденном и услышанном.
Светлана не стала возражать и поведала о том, как в студенческие годы побывала во Франции.
— Научите меня говорить по-французски! — стал умолять хозяин дома. — Давайте вместе поедем туда как туристы!
— А денег у тебя хватит? — сразу поинтересовалась Светлана. — Ехать туда немало денег надо.
— Для себя есть. Если нужно, накоплю и для тебя!
— Я согласна, — хитро улыбнулась она. — Будь тогда моим кавалером и увези меня туда... У меня мужа нет, никто ревновать не будет...
Иван часто ездил в город продавать цветы и каждый раз стал заходить к Светлане. Встречаясь, они говорили по-французски, тысячу раз обсуждали, как поедут во Францию.
Светлана становилась для Ивана все ближе и ближе, лучше и нежнее. И не заметил, как без памяти влюбился и стал жить с постоянными мыслями о ней. Говорил ей самые ласковые слова, предлагал выйти замуж за него и переехать в деревню. На отказ в шутку даже пригрозил, что украдет ее.
— Люблю тебя так, как и Францию. Ты теплее солнца на небе, светлее луны в ночи, ты для меня дороже жизни, — признавался Иван любимой. — Ты — моя мечта, мой свет, мое будущее, мое счастье, моя радость. Ты это — я...
Женщина обняла его и промолвила:
— Ну и чудак же ты!
Иван бросил пасти стадо. Теперь он через день ездил в Чебоксары. Вез на рынок не только цветы, но и разные овощи — хотел быстрее заработать больше денег и поехать в Париж. «Франция, Франция, Франция! Париж, Париж, Париж!» —все время звучало в голове. Он постоянно повторял эти слова, постоянно жил светлой мечтою, не думая о коварстве и обмане в жизни. В родной деревне Серпел от Ивана никогда не слышали ни одного плохого слова о ком-то, он был всегда чист в помыслах и делах. Всех подкупали его скромность и доброта, трудолюбие и старательность, общительность, готовность придти на помощь к любому и многое другое.
—Вот все деньги, —протянул однажды он Светлане пакетик с накоплениями. —Теперь все зависит от тебя, любовь моя... Давай поедем в туристическую фирму покупать путевку...
—А здесь, в Чебоксарах, выдающей путевки во Францию фирмы нет, надо ехать в Москву. Надо оформить и заграничный паспорт. Сразу все так не получится, как ты задумал. А еще кто мне даст сегодня- завтра отпуск? Давай сделаем так: оставь свои деньги, а я куплю путевки по интернету, оформлю и паспорта, —предложила любимая.
Иван хотя и немножко расстроился, но все же согласился с ней.
— Что ж поделаешь, в мыслях можно быстро дойти куда угодно, а на деле — трудновато, — успокоил он сам себя.
В деревне рассказал всем о предстоящей вскоре заветной поездке в чужую страну.
— Наконец-то, — вздохнули многие. — Сколько же можно человеку мучиться и страдать? Может быть, съездит и успокоится? Ведь он не как все, ему все время куда-то надо...
Через две недели Иван поехал в Чебоксары. Постоял на рынке и поспешил затем в квартиру Светланы. Ее дома не оказалось. Позвонил по телефону — не удалось связаться.
Стало тревожно на душе, сердце почувствовало что-то нехорошее: «Что же случилось с ней, где же она?»
Пошел в школу, где работала Светлана. Зашел к директору.
— Светлана Петровна вчера уволилась с работы, никакие уговоры не помогли остаться, — ошарашила новостью женщина-директор.
— И где же теперь она? — несмело спросил Иван.
— Не знаю, что у нее в голове. Сказала, что надо куда-то срочно выехать...
«Франция, — промелькнула первая мысль в голове Ивана. — Франция... Уехала без меня...»
— Ну ладно, я пойду, — попрощался он с директором.
— Если будет что-то известно о ней, позвоните, пожалуйста, — протянул он бумажку с номером своего телефона.
— А кем Вы ей приходитесь?
— Да как сказать... Близкий друг, — еле выговорил он. — Но близких друзей не предают... Позвоните, пожалуйста, — еще раз попросил Иван. — Мне очень нужно ее найти.
Заметив разочарование в глазах мужчины, директор поняла, что Светлана Петровна действительно была для мужчины близким человеком, и обещала обязательно позвонить.
Сначала Иван надеялся, что позвонит Светлана.
Потом стал ждать звонка директора школы. «Неужели убежала, неужели обманула?» — не хотел он верить в первые дни.
Иван не находил себе места. Когда почтальон принес ему письмо с вложенным в него паспортом, все понял и приуныл окончательно. Невиданный доселе обман и коварство сломили его дух. Злость и подлость чуть не убили его.
Наконец-то позвонила директор школы:
— Сказали, что Светлана Петровна со своим другом выехали во Францию. — Скоро и вернутся, наверное... После этого Иван впервые своей рукой открыл бутылку вина и выпил полную рюмку. Выпил еще и еще, потом разбил и рюмку, и бутылку об стенку и ушел за околицу, в поле...
Нет, не деньги, дороже были для него честность и порядочность, душевная чистота. Нет, не деньги, в один миг исчезли вера в людей, любовь и уважение к ним. Он не знал, как поступить с этим предательством. И его добрая, ранимая душа не справилась с обрушившейся на его голову бедой. Он оказался бессильным перед таким коварством.
Любовь... Она была вчера, а теперь куда-то исчезла. Вместо нее в душе — бездонная пустота. А слова Светланы...
Это был только обман. Любовь погасла, а вместе с ней — и вера в людей.
Иван закрылся дома и перестал выходить из него. Разговаривал с цветами в саду, подолгу лежал в постели, бессмысленно глядя на потолок, жил в сарае. Изредка ездил в город торговать, но не в Чебоксары, а в райцентр. На вырученные деньги покупал продукты и вновь закрывался у себя дома. Его бодрая ранее походка сменилась на медленные, короткие шаги. В деревне жизнь шла своей чередой, у Ивана — своей. Он перестал общаться с людьми, а сарай стал самым главным его убежищем, всем его миром. Вспоминал и Светлану, свою любовь к ней. На ум приходили и Франция с Парижем. Но он уже не мечтал о них, теперь они казались не такими уж светлыми. Но хранил память о них, как о дорогих ему местах. Здоровье Ивана сдало совсем. Оно ухудшалось с каждым днем. Душа будто сгорела, превратилась в пепел. Очередь была за телом...
* * *
Провожать в последний путь Ивана-француза собралась вся деревня. Люди приехали также из соседних сел и на машинах, и пешком. Пришли прощаться с дорогим человеком и мужчины, и женщины; и знакомые, и незнакомые; и начальники, и рядовые; и старшие, и молодые.
Когда вынесли гроб из дома и поставили у ворот, староста деревни сообщил о митинге и сам же открыл его:
— Твоя хрупкая душа не выдержала обмана и предательства, — сказал он. — Твои глаза видели только чистоту и порядочность, тебе были чужды людские пороки. Прости ты их ...
— Был ли Иван пастухом, стал ли садоводом — он всегда был чист душой. Люди с чистыми помыслами — великие люди, — сказал также директор местной школы. Выступили и другие местные жители:
— Он всегда будет для нас примером справедливости. Уважал людей, с улыбкой встречал каждого...
Прощальное слово сказал и приехавший из Москвы дядя Максим. Он тоже постарел, ходит с палкой, дышит тяжело, и голос стал тихим:
— С самого детства Иван мечтал поехать во Францию, в Париж... Хотя мечта не осуществилась, но он научил нас стремиться к чистоте и доброте души, ко всему лучшему.
На могилу Ивана-француза положили выращенные им чудесные цветы. А среди них блистала на солнце принесенная кем-то фотография Парижа...









