Икӗ кума пасара кайсан
Икӗ хӗрарăм çул хӗррипе утаççӗ. Ирех тухнă вӗсем паян. Çитес çулӗ çывăхах мар. Хӗллехи сивве пăхмасăрах пасар халăхӗ тул çутăлнă-çутăлман пухăнать.
Пӗри хул хушшине хур хӗстернӗ, тепри сурăх путекки çавăтнă. Пуçне пӗкнӗ путекӗ хуçи хыççăн мӗскӗннӗн тăкăлтатать. Утсан-утсан тăван ялӗпе, тăван картишӗпе сывпуллашнăн каялла çаврăнса пăхать. Тем авăкран унăн чунӗ тăвăнса çитет те, путек, кутăна персе, тăват уран хыçалалла туртăнма пуçлать, анчах хуçи ăна пӗрех малалла сӗтӗрет. Кирлех пулсан пăяв вӗçӗпе те хăмсарать.
— Ут атя!
Путекӗ пуçне пӗкнипех лӗпӗстетем пекки туса илет те, мӗскӗнскер, каллех тăкăлтатать вара малалла. Икӗ- виçӗ телефон юпи хушшинче пӗрер репетици туса илет-илетех çапла — урисемпе тӗкӗленсе тăрать, пӗр утăм та малалла каймасть.
— Ӗнтӗ супрăн паян! Ут, нуша чăмакки! Пусма илсе каймаççӗ пуль сана!.. — вăрçа-вăрçа хăвалать путекне Марье.
— Чун вӗт. Килтен каяс килмест унăн та. Те мишерсем илеççӗ-ха, вара пусаççӗ, — терӗ çул юлташӗ Сарра.
— Как! Ки-как! Ка-ка-как! — тăруках хыттăн кăшкăрса ячӗ хур ами.
— Э-э-эй... Сан çинчен калаçмаççӗ пуль... Мӗн кăшкăрса пыратăн унта? Такам илсен те, хӗлле хур- кăвакала пусса çиме мар, пусма лартма илеççӗ, — терӗ Сарра хăйӗн мăкăрти сассипе.
Те хул хушшинче хӗсӗнсе пырса йăлăхрӗ хур, те вăл та тăван вырăнсем инçете юлса пынипе шуйханчӗ — кÿлепи михӗ ăшӗнче, пуçӗ-мăйӗ тултаскер, тапаçланма хăтланчӗ: урипе чаваланчӗ, çунаттипе хăлаçланкаларӗ. Хуçи, патвар хӗрарăм Сарра, çӗклемне лайăхрах тытса хӗстерчӗ те малалла танкăшрӗ. Тыткăнри хур пӗрех парăнма шутламарӗ-ха: мăйне кукăртса хăяккăн ял еннелле пăхрӗ, кармашса Саррана янаххинчен таклаттарчӗ. Çавăнтах хăй те пуç урлă туянчӗ.
— Ка-ак!..
— Вăт çапла! Хуру-пуçу... Куçа чавса кăларас тетне? Сарра — тăн-тăн, сарлака, çÿллӗ хӗрарăм, анчах ытти вăрăм çын пек урине сарлакан ярса пусмасть. Тăррăн-тăррăн çӗре кăштăртаттарса утать. Аллисем те, пысăк сехет маятникӗ пек, хуллен çеç каллӗ-маллӗ хускалаççӗ. Тÿлек сăнӗ сайра-хутра çеç улшăнать. Калаçма та çаплах вӗçӗм пӗр майлă мăрласа калаçать. Пусса тăракан юлхавлă йывăр лăпкăлăх тӗлӗрет унра.
Марье пачах урăхла хӗрарăм — хыпăнчăк-хавшак. Унăн ялан васкамалла. Пуçне мӗн шухăш пырса кӗрет — самантрах ӗштеленсе ÿкет: васкать, чупать, калаçать — тӗрт-тӗрт-тӗрт... Çавăнпа «Тӗртти Марйи» ят панă та ăна ял-йыш.
Паян ир-ирех вут вӗтсе анчӗ вăл Саррасем патне. Тан! тан! тан! шаккарӗ чÿрече хуппинчен.
— Эй, кума! Мӗн çывăрса выртатăр? Пасара пыратăп терӗн-çке!
Икӗ-виçӗ ăстрăм танлаттарсан пÿртре çутă çутрӗç. Тепӗртакран хапха алăкне тухса уçрӗç.
— Мӗн, çӗрлехи тăмана пек, çӗр хута тӗпӗртетсе çÿретӗн?
— Пасара пымастнам?
— Пырап-ха та. Ир пуль-ха халь. Миçе çитнӗ вара?
— Эпӗ килтен тухнă чухне тăваттă çитетчӗ. Мӗнле ир пултăр? Çулла халӗччен кӗтÿ хăваланă.
— Атя, кӗр. Путекне хапха çумне кăкарса хăвар. Эпӗ тумланам-ха.
— Эс хăвăртрах! Пасар саланнă тӗле кăна çитер мар. Пÿрте кӗрсен Марье хăйӗн канăçсăр шухăшне нумай тытса тăраймарӗ, тÿрех хыпăнса калаçма пуçларӗ.
— Кума, эпӗ пасарта Кӗркури валли кӗрӗк туянасшăн. Хамăрăн мӗн пурри çитмест. Пӗр алă тенкӗ кивçен пар-ха. Çитес ӗç кун укçинченех тавăрса парăпăр. Сурăх путеккине сутайсан çийӗнчех парăп. Пит çума пуçланă Сарра чӗнмерӗ-ха. Каллӗ-маллӗ шухăшларӗ пулас. Парсан начар-и, памасан лайăх-и? Çапах та кума кумах, ют çын мар, терӗ пуль, ал шăллипе питне хуллен пусса типӗтнӗ хыççăн малти пÿртне кӗрсе кайрӗ. Упăшкипе мăкăр-мăкăр калаçрӗç те, кумăшне алă тенкӗлӗх пырса тыттарчӗ.
Халь акă çул çинче вӗсем. Килӗштерсе калаçса пыраççӗ. Пасара каякан çынсем вӗсем кăна мар иккен. Малта та, кайра та ушкăнпа е пӗччен çын утни курăнать. Чусăнкки айӗнчи юр утнă майăн хитрен чăкăртатать, икӗ хӗрарăм калаçăвне кӗвве хывса пырать. Тем çинчен те калаçрӗç ӗнтӗ вӗсем — ялти хыпарсене пӗрерӗн-пӗрерӗн шӗкӗлчесе тухрӗç. Ывăлӗ-хӗрӗ çинчен пӗр-пӗрне каласа пачӗç: хăшӗн ялта е хулара мӗнле пурăнаççӗ, юлашки хут хăçан килсе кайнă. Çулӗ те вăрăм çав, калаçмалăх пур. Усал-тӗселе те аса илчӗç. Такам тахçан темӗскер курнисене илтни пирки пӗр- пӗрне каласа пачӗç. Хăмăшлавар тӗлӗнчен вара шыв сыпнă пек чӗнмесӗр иртрӗç. Ăрăмăçлă вырăн тӗлӗнче калаçма юрамасть тет — аташтарма пултарать тет. Пÿрнепе тӗллесе кăтартсан тытма та пултарать тет. Нумай пулмасть çил-тăман вăхăтӗнче кăнтăр кунӗнчех Çумкка Иванӗ çакăнта аташса вилнӗччӗ. Калаçмасăр нумай чăтса пыраймарӗç кумасем.
Кăштах чӗлхисене кантарнă хыççăн çӗнӗ вăйпа сăмах çăмхи сÿтме пуçларӗç. Сарра пăван мăрланă евӗр мăр- мăр-мăр туса пычӗ. Хăйпе калаçакан çынна пăхмасăр, йывăр та пысăк кÿлепине пит хускатмасăр малалла çеç танкăшрӗ. Хул хушшинчи хурне те вăл утнăçемӗнех майласа, пӗр алли ывăнсан тепӗр енне куçарса пычӗ. Хурӗ унăн плюш пиншак тÿмисене сăмсипе такăртаттарасшăн пулчӗ, анчах çийӗнчех çупкă туяннă хыççăн хурлăн ки-как! терӗ те шăпланчӗ. Ахăртнех, хуçин лăпкăлăхӗ ăна та куçрӗ пулас.
Марье калаçнă майăнах пӗрре путеккипе чарăна- чарăна тӗрмешрӗ, кая юлнăскер, кумăшне хăваласа çитме хыпаланчӗ. Калаçма та хăй васкаса, сăмахӗсене çăтса, Сарра çăварӗнчен пăхса, аялтан çÿлелле каçăрăлса калаçрӗ.
Сăмах усал-тӗселпе вăрă-хурах, тӗрлӗ кӗсье вăрри çине куçрӗ. Калаçрӗç те калаçрӗç çапла икӗ хӗрарăм — хăйсем пӗр-пӗрне сахал итлерӗç. Иккӗшӗ те харăс пӗри пӗр япала çинчен, тепри тепӗр япала çинчен каласа пачӗç. Каласа ӗлкӗреймесрен хăранă пек, васкасах тӗшӗлерӗç сăмах хуппине. Пур çавăн пек йăла ялти хӗрарăмсен: пӗри калаçнă чухне тепри темӗскер аса илет те лешне пÿлсех пуплеме пуçлать. Пӗрремӗшӗ унăн сăмахне кăштах тăнлать те хăйӗн калаçăвне малалла тăсать. Çав вăхăтрах хăйсем пӗр-пӗрне пÿлсе калаçнишӗн кÿренме те, аванмарланма та пӗлмеççӗ — хăнăхман, вӗренмен. Мӗн тăвăн?..
— Вăт, кума, эсӗ илтнӗ-и? Арăмӗпе упăшки кÿршӗ ялтан çӗнӗ хăта ӗçкинчен таврăннă тет çак вырăнпа. Хӗлле пулнă, çил-тăман пуçланнă. Çуна çинче ларса пынă майăн, хӗрӗнкӗскерсем, иккӗшӗ те тӗлӗрсе кайнă тет. Çил-тăманра лаши те çултан пăрăннă иккен хăйсен. Хӗрарăм аллинчи кăкăр ачи тухса ÿксе юлнă тет. Хăйсем сисмеççӗ тет. Лаши аташса çÿресен-çÿресен пурпӗрех килне çул тупса çитет. Арăмпа упăшка вăранаççӗ — ача çук! Эх, сехрисем хăпса каялла вӗçтереççӗ, анчах çил-тăманра ача шыраса тупайăн-и?.. Хăйсене ялан ача йӗнӗ сасă илтӗнет тет. Çаврăнса çÿреççӗ- çÿреççӗ — пӗрех тупаймаççӗ тет. Тепӗр кун çил-тăман чарăнсан çеç тупрӗç тет ачине. Шăнса хытнă тет... Вăт çапла!
— Çапла пуль çав. Хăмăшлавар тӗлӗнче аташакан çынсем час-часах ача йӗнӗ сасă илтӗннине калаççӗ вӗт.
— Тур сыхлатăрах!
— Ачине шалккă...
— Шалккă пулмасăр...
— Ваçкаварта çапла пулнă тет тата. Нӗркеçрен пӗр справнăй тумланнă арçын кунталла аннă тет. Хăй çумӗнче укçи те ытлаван пулнă тет. Унти çулпа çын сахал çÿрет вӗт, ху пӗлен. Вăрă-хурахсем çакна сыхласах пыраççӗ тет. Уйри çулпа Ваçкавар çырмине ансан кăна харах ярса тытаççӗ имӗш. Эх, асаплантараççӗ тет. Ваçкавар çырминче пăр çийӗн çарамаслантарса ташлаттараççӗ тет. Купăспах тет хăйсем. Купăс каласа ташлаттараççӗ тет. Леш мӗскӗнӗ ташлать тет. Мӗн тăвăн?
Вăрă-хурахран ыррине ан кӗт. Çӗçӗ-пăшалпа çÿреççӗ вӗт вӗсем. Çапла çак çынна малтан çарамаслантарса ташлаттарчӗç тет те, унтан лаша хÿринчен кăкарса сӗтӗрсе çÿрерӗç тет.
— Ма ун пекех нушалантарнă-ха ăна?
— Çавăнпа вăрă-хурах ӗнтӗ вӗсем.
— Кайран вара çак çынна пуртăпа ваккăн-ваккăн вакласа вак касса вакка ячӗç тет. Укçи-тенкине, кӗпи- тумтирне хăйсем хушшинче пайласа валеçрӗç тет. Вăт çапла!
— Ах, тур-тур, хăрушă-çке...
— Хăрушă пулмасăр... Çавăнпа вăрă-хурах ӗнтӗ вӗсем.
— Турă сыхлатăр! Эй, васпати!
— Турă сыхлатăр! Турă сыхлатăр! Эй, Çÿлти Аттемӗр, хăвăн чуруна çăлсамăр!..
Çавăн пек хăрушă сăмах-юмахпа икӗ кума çул çинче ăмăртсах пӗр-пӗрне шиклентерсе пычӗç. Пыра киле хур амипе сурăх путекки те кутăнлашма пăрахрӗç ӗнтӗ. Калăн, çак хăрушă сăмах-юмаха вӗсем те ăнланчӗç — шиклӗн хăйсен хуçисем çумне тӗршӗнсе пыма пуçларӗç. Сурăх путекки халӗ тӗпӗртӗк-тӗпӗртӗк чупса Марьен хурталлă кӗпи ăшне пуçне чиксех пырать. Пытантăм тет пулӗ ӗнтӗ хăй шучӗпе.
Çапла ăшша пиçсе, самаях ывăнса çитрӗç вӗсем пасара. Мунча сӗрӗмӗ тивсе минренӗ хыççăнхи пек, вӗсен шиклӗ чунӗсем Марьен сурăх путеккин пӗчӗк кăтра хÿри евӗр пӗр вӗçӗм чӗтресе тăчӗç. Хушăран хушă хăйсен ăшӗнче: «Эй, васпати, Çÿлти турă-аттемӗр...» — тесе кӗл тукаласа илчӗç. Тул çутăлса çитсен тин кăштах лăпланчӗç.
Сарра хур сутакансен йӗркине кайса тăчӗ. Хурне лапра пир миххинчен кăларса умне тытрӗ. Юнашар тăракансенчен лешсем мӗн хакпа сутнине ыйтса пӗлчӗ.
— Çăвăр амана мӗн хак хуратăр?
— Çирӗм хуратăп. Вун саккăрпа паратăп, — терӗ пӗри.
— Хӗл каçнă амана мӗн хак?
— Çирӗм пиллӗк. Çирӗм иккӗ-çирӗм виççӗпе пама пулать, — терӗç.
Хур илекенсем тÿрех тупăнмарӗç-ха. Малтанлăха çынсем ытларах пăхса çеç çÿрерӗç, хаксем ыйтса пӗлчӗç, суйларӗç.
Ăшталанчăк Марье путекне çавăтсах кӗрӗк пăхма кайрӗ. Часах вӗçтерсе те çитрӗ.
— Кума, кума, пăх-ха, пăх, мӗнле лайăх кӗрӗк туянтăм. Кӗркури валли! Пӗчӗккӗ те мар, пысăк та мар.
Шăп та шай. Сурăх тирӗнчен çӗлетнӗскер. Тытса пăх-ха, ак... Епле çемçе... Çӗр сакăр вунă тенкӗ парса туянтăм. Эсӗ панă аллă тенкӗпе чухах пулчӗ. Хам тăхăнса пăхам-ха, тыт-ха путеке.
Çавăнтах çӗнӗ кӗрӗке йăпăр-япăр тăхăнса та ячӗ.
— Эй, ку мана пиншак çинчен те юрать. Кӗркурие лăпах ӗнтӗ, — йӗри-тавра пăркаланчӗ Марье. Çаннине тавăрса пăхрӗ, каялла ячӗ. Çӗвви тӗлӗсене хыпашласа тухрӗ. Юлашкинчен хыврӗ те лайăх кӗрӗк туяннăшӗн хӗпӗртесе Саррапа юнашар вырнаçса тăчӗ.
— Халь путеке сутасси кăна юлчӗ ӗнтӗ... Эсӗ, кума, ма ним те чӗнместӗн? Кӗрӗк килӗшмерӗ-им сана?
— Лайăх, лайăх кӗрӗк, ним те калаймăн. Кум савăнать ӗнтӗ.
— Савăнмасăр. Тахçанах илесшӗн ăвăнать те. Сарра хурне пӗр йăваш сăнлă хӗрарăм вун сакăр тенкӗпе туянса кайрӗ.
— Хамăн хурсем пыми пулчӗç-ха. Пилӗк-ултă чӗп çеç кăларчӗç пӗлтӗр. Йăх ылмаштарас тетӗп. Ку çăвăр ама пысăк йышран-и? — ыйтса пӗлчӗ вăл малтан Сарраран.
— Пысăк йышран. Ан хăра, тăхлачă. Пусма ларакан хур ами манăн яланах вун пилӗк-çирӗмшер чӗп пусса кăларнă.
— Эсӗ ху хăш ялсем пулатăн? — татах ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ лешӗ.
— Чӗпписем тухмасан кайран хыçалтан шыраса пырас тетне? — ирӗксӗртен кулса ячӗ Сарра. — Çывăхри ялтан!..
Юлашки сăмахӗсене вăл юриех хытăрах каларӗ, мӗншӗн тесен хур илекен хыçӗнче хăйсене пăхса тăракан пӗр мӗштӗркке арçынна курчӗ. Лешӗ нумаях тăмарӗ, кунта пайта курассиех пулас çуккине сиссе часах куçран çӗтрӗ-ха, çапах Сарра чунӗ шуйханчӗ.
— Атя, кума, сут хăвăртрах путекне! — терӗ. Сурăх илес текенсем темиçен те пырса пăхрӗç, анчах хакӗ пирки Марьепе тÿрех калаçса татăлаймарӗç. Лешӗ çитмӗл çине тăчӗ те пӗр тенкӗ те чакасшăн пулмарӗ. Иккӗ-виççӗ çаврăнса килнӗ Сăкăт чăвашне утмăл пилӗк тенкӗ таран чакарса сутса ячӗ вара.
Саррапа Марье укçисене шалалла чикес шутпа пӗр хуралтă хыçнелле утрӗç. Тем килес-тăвас пур çул çинче... Аяккарах хурсан çывăхарах илӗн тенӗ ӗлӗкех ваттисем. Пăртманикне аллине тытса кӗсйине чикнӗччӗ Сарра, халăх хушшинчен хӗсӗнсе тухнă чухне сасартăках хăй аллине ют алă перӗннине сисрӗ. «Кӗсьере ют алă! Эй, васпати!.. Ахальтен ăш вăркамарӗ иккен паян...» Картах çаврăнса пăхрӗ ют аллăн хуçи енне. Паçăрхи мӗштӗркке этем... Сарра пăртманикне кӗсйинчен туртса кăларчӗ те икӗ аллипе çатăрласа тытрӗ. Пасара килнӗ чухне мунча сӗрӗмӗ пек явăннă паçăрхи шиклӗх туйăмӗ унăн ăс-пуçне тепӗр хут çавăрса илчӗ. «Эй, васпати!.. Тем курса тăрăн!.. Тармалла! Хăвăртрах!» Мӗштӗркке кӗсье вăрри халь тем пысăкăш упа евӗр курăнса кайрӗ... Сарра куç хÿрипе курса юлчӗ-ха: вăрă кунта ӗç тухманнипе хăвăрттăн айккинелле пăрăнчӗ. Çула майăн Марье кӗсйине те хыпашласа пăхрӗ. Унтан халăх хӗвӗшекен çӗре чăмрӗ. Тăк! тутарчӗ айăкран кумăшне Сарра.
— Эсӗ мӗн, тунката пек тăратăн?! Ним те сисместӗн- и?!
— Мӗн пулнă? — шартах сикрӗ лешӗ. Кумасем пӗр-пӗрне хăлхаран пăшăл-пăшăл турӗç те пасартан тухса вӗçтерчӗç.
— Малтанах сисрӗм эпӗ ăна. Хур амине сутнă чухне пырса пăхрӗ те çухалчӗ. Кайран тепре çаврăнса килчӗ. Эпир сутса пӗтерессе кӗтнӗ ӗнтӗ вăл, — утнă май утса, чупнă май чупса пынăçемӗн каласа пачӗ кумăшне Сарра.
— Эх, васпати! Эп ним те сисмен.
— Хыçран пыма та пултарать... Пирӗн укçа пуррине пӗлет вăл халь. Атя хăвăртрах!
— Апла, тен, çынсемпе пӗрле утмаллаччӗ?
— Çыннусем хута кӗрӗç тетне?.. Çыншăн çын кам çӗçӗ çине кӗтӗр? Ху кӗретне? Вăрă-хурахсем вӗсем ахаль çÿремеççӗ. Ку хăй вăрра пултаракан çын пек те туйăнмарӗ малтанах. Мӗштӗркке çеçчӗ. Тӗсерех пăхрăм та — капмар кăна çын иккен. Те куç пăврӗ мана...
— Тем те пулӗ. Пӗлме çук. Эй, васпати!..
— Васпати çав...
Ăш-чикӗсем пÿлӗнсен чарăнса хулленрех ута пуçларӗç.
— Кума, çаврăнса пăх-ха, хыçалтан хăваламасть-и?
— Кам пӗлет? Аякран паллама çук та... Тен, çавах...
— Атя, чупар!
— Итле-ха, кума! Хăвăн укçуна ил, акă. Кивçене каялла тавăрса паратăп.
Чупма чарăнсах шухăшласа тăчӗ Сарра.
— Эй, çук... Илместӗп.
— Ил ӗнтӗ, ил-ил! Хăвăн укçу вӗт...
— Киле çитсен паратăн. Халь мар.
— Хăвăртрах тыт-ха, атя! Хыçран хăваласа çитет, акă.
— Хăваланипе илместӗп те ӗнтӗ. Эпӗ сана килте панă. Эсӗ те мана киле çитсен парăн.
— Ме-ха ӗнтӗ, тархасшăн, ме. Манăн ахаль те кӗрӗк пур.
— Йышăнмастăп тенӗ сана! Ан тăскаласа пыр аллуна, пытарса хур укçуна шаларах.
— Илместӗнех-и вара?
— Илместӗп терӗм пуль. Киле çитсен терӗм.
Çул тăршшӗпех çапла тавлашса пычӗç вӗсем. Марье аллине тăса-тăса укçа парасшăн вӗткеленчӗ. Сарра, канăçсăр хур пуçне паçăр çупкă туянтарса пынă пек, кумăшӗн аллине чыша-чыша ячӗ, çапса та пăхрӗ. Яла çитичченех çапла тӗрмешсе пычӗç вӗсем. Пӗрре хыçалтан пыракан арçынран çаврăна-çаврăна пăхса тарчӗç, тепре укçа камра пулмалли пирки тавлашрӗç.
— Санăн укçу вăл, манăн мар. Ил атя!
— Укăлча хапхинчен кӗрсен тин манăн пулать, унччен манăн мар.
Вӗсем пасара кайнă чухне çăлтăрсем те сÿнменччӗ- ха, çанталăк сивӗ те уярччӗ. Халь, авă, хӗвел ураланать — çил çӗкленчӗ, çул урлă юка хăвалама пуçларӗ... Часах çил-тăман та тухса кайӗ, пӗлме çук. Кумасем çаплах укçа пирки тавлашса пычӗç-ха. Марье пӗр енчен тепӗр енне çаврăнса чупса ÿкӗтлерӗ:
— Яла çитме нумай юлмарӗ ӗнтӗ. Акă алă тенкӗлӗххи. Ху пани пеккиех, — Сарра хӗвнех чиксе хума хăтланчӗ вăл укçине.
— Ну, хăлăхсăр çын та эсӗ! — çилленсе сирсе ывăтрӗ ун аллине Сарра.
Алă тенкӗлӗх укçа иккӗшӗн хушшине кăштăрт! юр çине тухса ÿкрӗ. Куç хупса иличчен çил ăна хир тăрăх вӗçтерсе те кайрӗ. Кăн-н! пăхса илчӗç кумасем пӗр- пӗрин çине:
— Эй, васпати! Алăри укçана çилпе вӗçтерсе ятăмăр пулать-и?
Чупрӗç хыçалтан! Инçех те мар, курăнсах пырать... Пӗр хушă айлăмра лăпах выртрӗ. Çитсе ярса тытас тенӗ чухне çилпе çӗкленсе татах малалла вӗçсе кайрӗ. Кумасем кӗрт тăрăх юр ашса, упалене-упалене, йӗре-йӗре вăрçăнса укçа хыççăн хăваларӗç.
— Тыт, тыт!.. Авă...
— Эх-х-х... Пулмарӗ!..
Укçи, йӗкӗлтемелле тенӗ пек, инçетре каллех лăпланса выртрӗ. Татах хыпăнса ÿксе чупрӗç. Пӗç тӗп таран юр ашса халтан кайнăскерсем, йăлт ăшша пиçрӗç. Çил вăйлансах пычӗ. Акă юр вӗçтерсе çавра çил шăхăрса килчӗ — йӗке евӗр çаврăнчӗ, пӗтӗрӗнчӗ, куç умӗнчех укçана шăлса илчӗ те ӗрӗхтерсе, ши! шăхăрса куçран çӗтрӗ...
— Эй, васпати! Мӗн курса лартăмăр!..
— Эсӗ айăплă, çул тăршшӗпех укçа тăскаласа пытăн.
Куна пӗлнӗ пулсан кивçен памастăмччӗ те.
— Кам шутланă çапла пуласса?.. Эй, васпати!
— Васпати çав. Кивçене тавăрса паратăн! Эпӗ сана панă, каялла илмен.
— Эпӗ патăм-çке сана, ху илмерӗн вӗт!
Тавлаша-тавлаша аран ашса тухрӗç каялла.
Две кумушки шли на базар
Две женщины торопливо идут по краю широкой дороги. Спозаранку вышли они сегодня из дома. Предстоит длинная дорога. Несмотря на зимнюю стужу, народ на базар стекается ни свет ни заря.
Одна гусыню зажала в подмышку, другая барашка ведет за собой. Барашек понуро плетется за хозяйкой. Нет-нет, да и оборачивается назад, тоскливо всматриваясь вдаль уходящую родную деревню, родной двор, и будто прощается. В какой-то момент в его душе пробуждается протест, и он четырьмя ножками упирается в затвердевший снег. Но не тут-то было — хозяйка силком тащит его вперед, да так, что комья снега и льдинок из-под его копыт летят во все стороны. На непослушного барашка хозяйка замахивается концом веревки.
— Шагай!
Не поднимая голову, бедненький, делает вид, что побежал вприпрыжку, безысходность скоро полностью овладевает им, и еле-еле начинает плестись за ней. Через каждые два-три телефонных столба, не переставая, репетирует — упрется ногами и ни шагу вперед.
— Да ну же! Шагай, страдалец ты мой! Не на убой же тебя ведут! — ругает и понукает своего барашка Марья.
— Эх, душевный! Ему, чай, тоже не хочется уходить со своего родного двора. Может, мишар его купит, тогда зарежет, — пожалела бедного барашка попутчица Сарра.
— Как! Ки-как! Ка-ка-как?! — вдруг загоготала гусыня.
— Э-э-эй! Не про тебя речь. Чего зашумела? Зимой гусей-уток никто на забой покупать не будет. На высидку яиц только, — монотонно пробубнила Сарра.
Гусыне, голова и шея которой находилась на свободе, а туловище в холщовом мешке, осточертело в непривычной позе находиться. И на нее напала тоска по родным полям, — изо всей силы встрепенулась крыльями и лапками, попыталась вырваться. Высокая и дородная, недюжинной силы Сарра не стала церемониться с ней, сильнее зажала гусыню в подмышку и торопливо зашагала по дороге. Плененная гусыня не перестала протестовать: изогнув шею, печальным взглядом провожала родные места и вдруг зашипела как змея, резко клюнула в подбородок хозяйки. В тот же миг получила оплеуху по голове.
— Ка-ак!
— А вот так! Будь ты неладна! Глаз мне хочешь выколоть?
Сарра, хотя с виду и крепко сбитая женщина, не привыкшая аршинными шагами мерить дорогу. Идет по обочине дороги мелкими шажками, будто нехотя. Руки, как маятники больших часов, неторопливо и массивно двигаются. Лицо всегда будто каменное, редко выражает какую-то эмоцию. Говорит таким же монотонно-однообразным голосом. Во всей ее сути преобладает дремучее тяжелое спокойствие.
Марья совершенно другая — суетливо-хлопотливая, будто кто-то ее постоянно неведомо куда торопит. Придет ей в голову какая-то мысль, в тот же миг засуетится- заторопится, побежит, заговорит-зачастит без умолку. Поэтому в селе и зовут ее «Марьей-торопыгой». Ни свет ни заря сегодня прикатилась к дому Сарры и барабанным стуком в ставни окон разбудила ее.
— Эй, кума! Что это вы до сих пор дрыхнете? На базар ведь сегодня договорились!
Марья два-три раза постучала о ставни. Наконец-то в окнах появился тусклый свет, следом и калитка открылась.
— Что это ты, как сова, носишься в самую ночь?
— На базар не собираешься?
— Надо бы. Рановато еще, наверное. Который час-то?
— Когда выходила из дому, к четырем шло. Какое там рано? Летом к этому времени стадо выгоняем!
— Айда, заходи, коли так. Барашку своего привяжи к воротам. Я оденусь.
— Ты поторапливайся давай! А то народ разойдется, пока мы дойдем. Путь-то неблизкий.
Зашли в дом. Марья, как всегда, не удержалась, сходу выложила, что на душе.
— Кума, хочу купить для своего Григория дубленку, да денег чуть не хватает. Одолжи-ка пятьдесят рубликов. Вернем от первого же трудодня. Если барашка этого удастся продать, сразу верну. Умывающая у рукомойника лицо, Сарра не стала сразу отвечать. Видимо, раздумывала и так, и эдак: будет ли хорошо, если не давать, и будет ли плохо, если все-таки одолжить? Все-таки, кума есть кума, не чужой человек, подумала она и, медленно вытерев в раздумье лицо, неторопливым шагом зашла в переднюю к мужу. Было слышно, как они тихонько переговариваются. Вот Сарра вынесла оттуда пятьдесят рублей и отдала Марье.
Теперь они в пути. Идут и разговаривают меж собой душа в душу. На этой дороге, ведущей на базар, они, оказывается, не одни. Людей видно и впереди, и сзади — идут гурьбой и по одному. Под чёсанками красиво хрустит снег и мелодично поддакивает их разговору. О чем только уж не поговорили — посплетничали обо всех деревенских новостях. Рассказали о своих детях — у кого кто, где и как живет — в городе иль в деревне, когда в последний раз приезжали. Дорога длинная, обо всем можно успеть поговорить. Вспомнили и о леших, о нечистой силе. Рассказали друг дружке обо всем — кто, когда и от кого что услышал. Около Камышев оврага шли тихо, будто в рот воды набрали. На заколдованном месте нельзя, мол, разговаривать, иначе тут и заблудиться недолго. А если уж на него показывать пальцем, то закрутит тебя так, что всю жизнь будешь маяться. Недавно ведь здесь среди белого дня в пургу Иван, сын Сюмкки, потерял дорогу, заблудился и замерз намертво.
Кумушки недолго молчали, не удержались и отдохнувшими языками с новой силой начали мотать клубок сплетен. Сарра, подобно слепню, все время монотонно жужжала. Говорила будто сама с собою, не смотря на собеседницу, не поворачиваясь к ней, тащилась вперед. Уставая, гусыню изредка перекидывала то в одну подмышку, то в другую. Гусыня попробовала было поклевать пуговицы ее плюшевого пиджака, но, сразу получив оплеуху, горестно крикнула ки-как! и утихомирилась. Кажись, безмятежное спокойствие хозяйки наконец и ею овладело.
Марья тараторила не умолкая. Частенько останавливаясь, возилась с барашком. Отставая, спешила догонять свою куму. Говорила торопливо, проглатывая слова и откидывая голову назад, глядела снизу вверх в рот Сарры.
Разговор зашел о ворах-разбойниках, разных карманниках.
Говорили и говорили в таком ключе две женщины — сами друг дружку мало слушали. Говорили разом, каждая о своем. Будто боясь что-то упустить, наперебой рассказывали несусветные истории, старательно лущили словесную шелуху. Есть такая привычка у деревенских женщин: когда одна увлеченно о чем-то рассказывает, другая вдруг что-то вспомнит и, прерывая собеседницу, начинает болтать о своем. А первая немного вникнет в ее слова и, как ни в чем не бывало, продолжит прерванный рассказ. В такой нелепой ситуации обе и не думают обижаться друг на друга, — не привыкли, не приучены. Ну что тут поделаешь?..
— Вот, кума, слушай. Говорят, муж с женой возвращались домой, гостевали у свояка и доехали до этого места. Была зима, вдруг пурга началась. Выпившие, оба задремали на санях. Лошадь сбилась с пути. И грудной ребенок выпал с рук матери! Те ничего не заметили. Лошадь, поплутав в кромешной пурге, все-таки нашла дорогу домой и довезла их. Муж с женой проснулись, — а дитятки нет! Эх! Ужаснулись и сразу обратно кинулись искать! Но разве найдешь в такую пургу маленького ребенка? А самим-то все казалось, что слышат его плач... Крутились-крутились на этом месте, все равно найти не смогли... Нашли только на следующий день, когда утихла пурга. Околел, говорят... Вот так!
— Наверное, так оно и было. Говорят, здесь люди в непогоду частенько теряют дорогу и блуждают, и тоже слышат плач ребенка...
— Господи, помилуй!
— Жалко ребенка...
— Жалко! Ой, как жалко...
— В Васькин овраг был еще такой случай. Говорят, из деревни Нюргеч спускался по дороге один справно одетый человек. При себе имел, говорят, немало денег.
По той дороге, сама знаешь, народу мало ходит. Разбойники, говорят, следом за ним шли. Когда тот спустился в овраг, разбойники на него и напали! Эх, мучили говорят изуверски... Была студеная зима. В овраге том его, говорят, раздели догола и заставили плясать. Под гармошку. А что поделаешь? От разбойников добра не жди! Они ведь ходят с ружьем и кинжалом. Так вот этого голого человека вначале заставили танцевать, а затем привязали к хвосту лошади и таскали по льду.
— Почему же они так мучили его?
— Потому что они — разбойники.
— Этого человека, говорят, они потом топором зарубили, расчленили и в прорубь кинули! А деньги и справную одежду разделили меж собой. Вот так вот!
— Ах, боже, боже, как страшно!..
— Конечно, страшно. Потому они и есть разбойники.
— Боже, помилуй! Эй, Господи!
— Эй, Господи, оберегай нас! Господи, храни нас в пути-дороге! Эй, Всевышний, спаси своих рабов!.. В пути-дорожке две кумушки страшилками наперебой пугали друг друга. Со временем и гусыня с барашком перестали уже упрямиться. Будто и они поняли эти страшные россказни — пугливо прильнули к своим хозяйкам. Барашек теперь вприпрыжку бежит, сунув голову в подол оборчатого платья Марьи. Про себя думает, наверное, что спрятался.
Порядочно утомившись и вспотев, наконец, они дошли до базара. Пугливые их душонки будто угорели в бане и трепетали как маленький хвостик того барашка. Про себя бесконечно молились: «Эй, Господи! Отец наш Всевышний, спаси и сохрани...» Успокоились, когда совсем уже рассвело.
Сарра встала в ряд, где продавали гусей. Гусыню вытащила из холщового мешка, приспособила перед собой. Расспросила соседей, кто по какой цене гусей продает.
—За гусыню-сеголетку сколько поставите?
—Двадцать поставлю, за восемнадцать отдаю, — сказал один.
—За гусыню-перезимовку какую цену?
—Двадцать пять. Можно отдать за двадцать два — двадцать три. Покупателей сразу не нашлось. Люди подходили, примеривались, расспрашивали цены и дальше шли выбирать. «Марья-торопыга» аж со своим барашком побежала быстрее покупать дубленку. Скоро и вернулась.
—Кума, кума, посмотри-ка, посмотри —какую красивую дубленку я купила! Для Григория! И не мала, и не велика. Как раз впору! Из овчины пошито. Пощупай- ка, вот. Какая мягкая, удобная... Сто восемьдесят рубликов отдала. Как раз хватило с твоими пятьдесят. Хочу сама примерить! Подержи-ка барашка.
Быстренько натянула дубленку на свои плечи.
—Э-эх! Она мне и в плюшевом пиджаке впору! Григорию как раз уж будет, —крутилась и вертелась Марья. Рукава закатала, потом обратно спустила. Все швы прощупала. Наконец, сняв обновку, примостилась у лавки рядом с Саррой.
— Теперь барашка бы продать. Ты, кума, почему молчишь? Тебе моя дубленка не по нраву?
— Хорошая дубленка, хорошая... Кум обрадуется вот.
— Как не радоваться-то? Давно хотел такую. Кроткого вида женщина за восемнадцать рублей купила гусыню Сарры.
— Что-то захирело мое гусиное племя. В прошлый год весь выводок был всего-то из пяти-шести цыплят. Хочу поменять гусыню-наседку. А у вас гусыня из большого выводка? — допытывалась она у Сарры.
— Из большого. Не бойся, сватья. Моя старая гусыня- наседка по пятнадцать-двадцать цыплят выводила всегда.
— Из какой деревни будешь? — не унимается покупательница.
— Если цыплята не проклюнутся, то меня потом хочешь разыскать? — нехотя рассмеялась Сарра. — Из близкой деревни!
Последние слова она произнесла нарочно громко, потому что за покупательницей вдруг увидела какого- то неряшливого вида мужичка. Тот недолго маячил, скоро пропал из виду, но Сарра забеспокоилась.
— Айда, кума, быстрее продай своего барашка! Покупатели подходили раз за разом, но с Марьей никак по цене договориться не могли. Та твердо стояла на своем — семьдесят рублей и все тут. Ни рубля меньше! Сугутский чуваш и второй, и третий раз вернулся. Наконец Марья уступила ему за шестьдесят пять рублей.
Сарра и Марья поспешили за угол одного сарая, чтобы припрятать деньги. Мало ли что может случиться в дороге. Как говорится, чем дальше положишь, тем ближе возьмешь. Сарра положила портмоне в карман и руку там же держала. Вдруг рядом со своей рукой почувствовала чужую руку... «Господи! В ее кармане чужая рука! Не зря сегодня на душе тревожно...» Вскрикнула и резко обернулась на хозяина чужой руки. Тот мужичок и есть! Сарра вытащила портмоне из кармана и цепко ухватилась двумя руками. Внезапно вернулось то угарно-тревожное чувство страха. «Эй, Господи!.. Поистине не знаешь, в какую беду попадешь в пути- дороге. Бежать! Быстрее!» Этот мужичок-карманник теперь показался ей большущим, похожим аж на медведя. Краем глаза Сарра заметила, что тот покрутился около них немного и, сообразив, что здесь нечем разжиться, быстро ретировался, попутно прощупав и Марьин карман. Скоро он нырнул в гущу народа. Сарра резко толкнула кумушку в бок.
—Ты чего стоишь как пень-колода?! Ничего не замечаешь?
—А что случилось-то? —вздрогнула та.
Кумушки пошептались и бегом кинулись вон из базара.
—Я сразу заприметила его. Он подходил, когда я продавала гуся. Посмотрел и быстро смылся. Потом вернулся еще раз. Видимо ждал, когда мы выручим деньги, —рассказывает Сарра куме. Теперь Сарра то бегом бежит, то широким шагом спешит. Куда делась ее неторопливая поступь и речь?
— Эй, Господи! Я ничего не почувствовала.
— Может преследовать. Знает, что у нас теперь деньги имеются. Пошли быстрее!
— Тогда, может, вместе с людьми идти?
— Ты что? Думаешь, кто-то тебя защитит? Кому охота за чужого человека на нож идти? Сама пойдешь? Разбойники они не с пустыми руками ходят. Этот мужичок вначале не показался таким уж матерым разбойником. Внимательнее посмотрела — батюшки мои!.. Крепыш! Громадина! А может, околдовал меня?
— Да уж, Господи, помоги!
Вконец у них дыхание перехватило, остановились и ровным шагом пошли.
— Кума, обернись-ка, посмотри, не гонится ли следом?
— Кто его знает? Издалека не понять. А может, и он?..
— Айда, побежали!
— Послушай-ка, кума! Вот возьми свои деньги. Взаймы брала у тебя, возвращаю.
Сарра даже остановилась, чтобы обдумать.
— Эй, нет, не возьму.
— Возьми уж, возьми-ка! Твои ведь деньги.
— Отдашь, когда домой вернемся. Не сейчас!
— Держи быстрее! Сзади догоняет вон!
— Догоняет, поэтому и не беру. Я тебе дома ведь дала эти деньги. И ты мне их вернешь тоже дома.
— Возьми-ка, пожалуйста, на! У меня и так дубленка есть.
— Не приму, сказала тебе! Не размахивай деньгой, спрячь подальше.
— Не возьмешь, да?
— Сказала же, не возьму! Сколько можно говорить? Дома вернешь!
Спорили всю дорогу. Марья без конца суетилась и тянула руку с купюрой к куме. Сарра, подобно тому, как недавно сыпала оплеухами голову гусыни, теперь же руку кумы одаривала такой же оплеухой, отпихивала от себя.
Так и возились они вплоть до деревни. То боязливо оглядывались назад, то убегая, спорили, у кого должен быть тот злополучный полтинник.
— Это — твои деньги! Не мои! На, возьми, вот!
— Моими будут, когда пройдем околицу! До этого — не мои!
Рано утром, когда две кумушки шли на базар, звезды еще сияли на небе, погода стояла холодная и ясная. Теперь же у взошедшего солнца появились длинные ноги. Ветер поднялся, через дорогу поземка стелется. Пурга начинается.
А две кумушки до сих пор спорят о деньгах. Марья то с одной стороны подбегает к куме, то — с другой, и увещевает ее. — До деревни рукой подать уж. Вот пятьдесят рублей. Точно такие же деньги, какие ты мне одолжила, — пытается сунуть купюру в пазуху Сарре. Ну и настырная же ты! — со злостью оттолкнула ее руку Сарра.
Пятидесятирублевая купюра между двух кумушек тихонько выпала на снег. Глазом не успели моргнуть, как ветер ее подхватил и унес в поле. Кумушки разом посмотрели друг на друга.
— Эй, Господи! Неужто по ветру пустили?
Побежали следом! Вот-вот, недалеко лежит. Бумажка улеглась в низине. Добежали, и уже руки протянули было к заветной, а ветер ее поднял и закрутил, унес дальше. Кумушки гонялись за ней по сугробам, ползали на четвереньках, чертыхались и плакали.
— Лови, лови! Вон...
— Эх-х-х! Не получилось...
Вожделенная бумажка, будто подразнивая, тихонько улеглась вдалеке. Кумушки опять всполошились и побежали туда, утопая до ляжек. Вконец выбились из сил. Ветер усилился. Вот снегом запорошило, со свистом набежал вихрь, будто веретено завертелся-заметался перед ними и, слизнув зеленую бумажку, со свистом неистово помчался и вмиг исчез на горизонте...
— Эй, Господи! Что мы натворили!..
— Ты виновата, всю дорогу размахивала деньгой. Если б знала, что так случится, не одолжила бы.
— Кто знал, что так случится? Эй, Господи!
— Да уж, Господи. А долг мне вернешь! Я тебе одолжила, обратно не получила.
— Я же тебе давала, ты сама не взяла...
Спорили-спорили и еле-еле выбрались обратно на дорогу.









