Тысячи
литературных
произведений на69языках
народов РФ

Этой яблоней белой в пене цветенья...

Автор:
Галина Матвеева
Перевод:
Светлана Гордеева

* * *
Çеçкери улмуççин кăпăкри вуллине
Юлнă эпӗ курмасăр,
Туратсем йăтайми пиçекен улмине
Юлнă эп тутанмасăр.

Çитрӗ кӗр. Улмуççин çулçисем те юлман,
Йăлт пушаннă, çаралнă.
Чи çÿлте ман тÿпе пӗртен-пӗр сар улма...
Татма çук çара аллăн.

Ÿпкелешмӗп — пулсан та хӗвел анăçра —
Ăраскалăм тулман пек.
Çав улма пек сайра-мӗн телей пурнăçра,
Хаклă çавă улма пек...

* * *

 

Этой яблоней белой в пене цветенья
Не смогла насладиться,
Сладким плодом осенним прежде забвенья
Не пришлось угоститься.

Не осталось и яблок на ветках теперь,
Лишь одно, если взглянешь,
Так похоже на долю мою, ты поверь,
Просто так не достанешь.

Пусть закатное солнце уж светит в окно,
Но роптать я не стану.
Счастье редко бывает, как яблоко то,
Что никак не достану.

Рейтинг@Mail.ru