* * *
Пăлхар патшалăхӗн хăвачӗ
пăчланнă, куçнă тусана.
Таса вăйсем, тен, пурăнаççӗ
чÿк вырăнӗсенче кăна.
Имшер сăмах-юмах-и юлчӗ
сӗм авалхи хăват çинчен?
Пăлхар тени пулман-çке сулчă,
вăй ма çук тăхăмӗсенче?
Мӗнех, халь пӗр супка алхастăр
улшу çанталăк Чăвашра.
Кайран хăй ирӗкне Алпастă
каллех тутарӗ-ши вара?
* * *
Всю мощь Булгарии твердыни
разбили, превратили в прах.
Быть может, древних лет святыни
живут лишь в жертвенных местах.
Словечки жалкие остались
о силе прежней мощности.
Булгары стойкостью блистали,
потомков слабость как настиг?
Пускай пока резвится вволю
бедой погода у чуваш.
Ужель Албаста* свою волю
и дальше станет диктовать?
* Албаста (чув.) — языческий злой дух.









