Çил çинчи турат
Тӗревсӗр, хÿтлӗхсӗр турат,
Çил турткалать ăна кăрт-карт!
Ун хуçăлмасăр юлмалла,
Куллен-кун пиçӗ пулмалла.
Кӗлеткине шăнтсан пăрлак
Вăл илемленнӗ пек пăртак.
Хӗл витнӗ кӗмӗл те ахах,
Тен, уншăн — тамăкпа танах...
Çак мӗскӗне шелле-шелле
Хӗвел ярать те сар шевле —
Шыв мар, куççуль тумлать пат! пат!
Чун кÿтнӗн макăрать турат.
...Санран илтсессӗн ăш сăмах
Йӗрес килет ман сасăпах.
Манра ачашлăх ан вăрат,
Эп хам та — çил çинчи турат.
Ветка на ветру
Бездушные ветра сырой порой
Льнут к деревам на ветках покачаться.
И очень страшно ветке молодой
В объятьях стылых ветров оказаться.
А по ночам морозы и дожди
Ей дарят платья изо льда и снега...
Но ты тепла в тех «жемчугах» не жди,
Они — беда для хрупкого побега.
Когда же солнце трепетным лучом
Коснется ветки, утешая в горе,
Нет, не вода, а слезы льют ручьем,
И вкус тех слез необычайно горек.
...Прости меня, тебе ведь невдомек,
От слов любви душа моя рыдает!
Я — ветка на ветру. И этот рок
Тепло любви ко мне не допускает.









